01 декабря 2004 г.
Кăçал тăван районăмăр 60 çул тултарчĕ. Çакна калама кăна çăмăл. 60 çул хушшинче Муркаш Енĕ 60 хир урлă каçрĕ-тăр, тĕрлĕ сулăнкăсемпе пурнăç улшăнăвĕсене чăтса ирттерсе шав малалла аталанчĕ, пĕрлехи тăрăшулăх районăмăр экономикине тĕреклетрĕ. Çак утăмсемпе паянхи шая çитрĕмĕр. Пĕтĕмĕшле ĕçĕмĕрпе халĕ республикăра та пит хĕретместпĕр. Муркашсем паянхи пурнăç аталану чикки пулманнине те аван ăнланаççĕ, çакна шута илсе умри çулĕсене уçсах тăраççĕ. Иртнине пăхмасăр малашлăх çук тенĕрен паян эпир хаçат вулакансене районăмăрăн 60 çул хушшинчи икĕ аталану сыпăкĕпе паллаштарас тетпĕр. Çак кунсенче районти Малиновка лесничестви 20 çул тата 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ 40 çул тултарчĕç. Ыранхи куна пăхса пурăнакан кашни ентешĕмĕре пырса тивекен отрасльсем. Ăна шута илсе паянхи калаçăва Малиновка лесничествин лесничийне Анатолий Петрович Яковлева чĕнтĕмĕр.
- Калаçăва лесничествăн тĕп тĕллевне уçса панинчен пуçлар-ха.
- Хирĕçлеместĕп. Лесничество ĕçĕ-хĕлĕ те район аталанăвĕн, халăх хуçалăхĕн пĕр отраслĕ. ЧР Президенчĕ Н. Федоров 2005 çула Садсемпе парксен çулталăкĕ тесе çирĕплетни республикăра вăрман хуçалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине кăтарать. Вăрман пулсан – сывлăш уçă, сывлăш уçă-тăк халăх сывă. Çак тĕрĕслĕхе хамăр ĕçĕмĕрте тĕп вырăна хуратпăр. Лесничество пĕлтерĕшĕ пирки калас пулсан, вăрман хуçалăхĕнче пирĕнешкел лесничествăсем вăрман лартса ÿстерес, вăрманпа хуçалла ĕçлес, вăрмана сыхлас çĕрте пуçламăш тата тĕп сыпăксем пулса тăраççĕ. Экологи кризисĕ ÿснĕ вăхăтра лесничество ĕçченĕсен вăрман сыхласа хăварса ăна çĕнĕрен чĕртесси, уйрăмах юманлăхсене, пысăк пĕлтерĕшленчĕ. Лесничество ĕçченĕсен тăрăшулăхĕнчен пирĕн вăрмансен тата тăван тавралăхăн пĕтĕмĕшле пуласлăхĕ килет.
Эсир маларах калаçу шăнăрĕ лесничество 20 çул тултарни çинчен пулнине пĕлтернĕрен. Пирĕн лесничество 1936 çулта йĕркеленнĕ Сăнавлă вăрман хуçалăхне кĕрет. Унăн паянхи лаптăкĕ 3922 гектар. Вăрман хуçалăхĕнчи 6 лесничествăран чи çамрăкки вăл. Пирĕн лесничествăна 1984 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Сурăмпа Ильинка лесничествисене пĕчĕклетнĕ май туса хунă. Ăна ертсе пыма малтанахБ. Хрусталев лесничие тата унăн пулăшаканне С. Николаева шаннă. Вĕсем виçĕ район территорийĕнче (Муркаш – 3074 га, Элĕк – 436 га, Етĕрне – 412 га) вырнаçнă лесничествăна шанчăклă йĕркелесе çитерсе ĕçлеттерсе янă. Паян Муркаш районĕ 84,5 пин гектар йышăнать пулсан, 12,2 проценчĕ (10,97 пин гектар) вăрман айĕнче. Çакăнта Малиновка лесничествин тÿпи тĕп вырăнта.
- Анатолий Петрович, Малиновка лесничестви 20 çулта çеç пулин те, сирĕн вăрмансен историйĕ пуянрах та пулĕ.
- Çапла. Пирĕн вăрмансен историйĕ юлашки 20 çул çеç мар. Истори тымарĕ Тарăна каять. Хальхи Малиновка лесничествин вăрманĕсем 1917 çулччен Етĕрне лесничествине кĕнĕ. Лесничествăра тĕпрен илсен юмансем ÿснĕ. Чи лайăххисем карап ращисем пулнă. Вĕсене ятарлă çынсем – стрелуксемпе матроссем – сыхланă. Ращасен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 5136 десятина пулнă. Етĕрне лесничествин лесничийĕсем пулса тĕрлĕ çулсенче Менцендофр, Цепфель, Китаев, Тиханов, Радлинский, Карасев ĕçленĕ. Етĕрне лесничествинчи Анаткассинчи вăрман дачи (1392 десятина) 1918 çулта Сурăм лесничествине куçнă. 1929 çулта Сурăм лесничестви Вăрнар вăрман промышленность хуçалăхне пăхăннă. 1936 çулта вăрман хуçалăхĕсем йĕркеленме пуçласан Сурăм лесничестви Сăнавлă вăрман хуçалăхне кĕнĕ.
- Мĕнле пурăнать паян Малиновка лесничестви, мĕнпе сывлать?
- Малиновка лесничествин вăрманĕсем пысăк лаптăк йышăнаççĕ теес килмест. Вĕсем шыв сыхлавĕ, эрози хÿтĕлевĕ, санитарипе гигиена пĕлтерĕшлĕ. Пĕр вăхăтрах вăрмансем ялсен симĕс зонисем. Çавăнпах вăрмансен пĕр пайĕ халăх сăмахлăхĕнче ялсен е лесниксен ячĕсемпе çыхăнса кайнă: Чемей ращи, Куканар вăрманĕ, Прошкин вăрманĕ, Бушуев кукри.
Вăрмансене йывăçсен культурипе хаклас пулсан, Малиновка лесничествинче вăрмансен 83 проценчĕ юманлăх. Ÿсĕмлĕх çулĕпе пăхсан вăрмансенчи йывăçсен 21 проценчĕ çамрăк, 67,1 проценчĕ вăтам çулта, 3,8 проценчĕ пиçсе çитес вăхăта, 8,1 проценчĕ пиçсе çитнĕ. Вăрмансен вăтам ÿсĕмĕ – 60 çул.
Лесничество коллективĕ (21 çын) вăрман йĕркелĕвĕн 1984 тата 1994 çулсенчи заданийĕсене пурнăçлассипе тимлет. 1980-90 çулсенче юманлăхсем массăллă типнине пула юлашки çулсенче çулсерен 8-12 пин кубла метр типнĕ юман касрăмăр. Инçе каям мар, 2003 çулта бюджет учрежденисене хамăр транспортпа пин ытла кубла метр, 2004 çулта (хальлĕхе) 800 кубла метр вутă турттарса патăмăр. Кусемсĕр пуçне йывăç материалсем реализациленни те пиншер кубла метр.
Çак сăмахсем хыççăн лесничество вăрман касассипе çеç ĕçлет, текен шухăш çуралма пултарать. Ку йăнăш пулĕччĕ. 1984 çулхи вăрман йĕркелĕвĕпе пире 92,1 гектар йывăç лартма пăхнă пулсан, эпир çак ĕçе 296 гектар çинче пурнăçларăмăр. Çак пысăк ĕçе туса ирттерме типнĕ юманлăхсене тĕппипех касни çул уçрĕ. 1994 çулхи вăрман йĕркелĕвĕн вăрман лартас планне та 107,6 процент (376,6 гектар) тултартăмăр. 1995-2004 çулсенче лартнă вăрмансенче юмансем 305,4 гектар (81 процент), хыр – 16,6 гектар (4,5 процент), чăрăш – 51,7 гектар (13,7 процент), лиственница – 2,9 гектар (0,8 процент) йышăнаççĕ. Куратăр ĕнтĕ, юманлăх ыйтăвĕ тĕп вырăнта.
- Вăрманçăсем пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче вăрман сыхлавĕсем лартни те Малиновка лесничествине пырса тивмест-и?
- Çак ĕçе пирĕн ĕçченсем 1984-1993 çулсенче уйрăмах активлă хутшăннă, пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Хÿтĕлев лаптăкĕсенче 210 гектар йывăçсем лартнă. Ку Муркаш районĕнче. Унсăр пуçне Элĕк районĕнче – 87 гектар. Хамăр районта ку ыйтупа Мичурин яч. хис., К. Иванов яч. хис., Ильич яч. хис., Чапаев яч. хис., «Ударник», «Свобода» хуçалăхсем ытларах тимленине палăртас килет. Вăрман лартас ĕçре И. Игнатьев, В. Николаев, Г. Флегентов лесниксем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
- Эсир вăрман лартатăр-касатăр çеç мар, сыхлатăр та. Паян çак ĕçе çăмăл теес килмест. Мĕн калайратăр кун пирки?
- Вăрман сыхлавĕ хăй умне лартнă задачăсене туллин пурнăçласа пырать. Ирĕк илмесĕр вăрман касакансен 90-95 процентне çийĕнчех тупса палăртатпăр. Вăрман сыхлассипе мансăр пуçне 10 лесник тата 2 вăрман мастерĕ ĕçлеççĕ. Акă, А. Волковпа В. Архипов тата А. Васильев лесниксем хăйсен квалификациллĕ ĕçĕпе хăйсен обхочĕсенче ирĕксĕр вăрман касассине çул памаççĕ.
Вăрман сыхлас ĕçре пушарпа кĕрешесси те пысăк ыйту. Çакна хăй еккипе ярас мар тесе 2000, 2002 çулсенче Муркашри пушар чаçĕпе тата шалти ĕçсен пайĕпе пĕрлехи вĕрентÿсем ирттертĕмĕр, вăрман ĕçченĕсем ял çыннисемпе пушар хăрушсăрлăхĕпе тăтăшах калаçусем ирттереççĕ.
- Вăрманçăсен ĕçĕ нумай енлине ăнланатăп. Маларах асăннисемсĕр пуçне кĕскен ытти ĕçсем пирки.
- Пирĕн ĕçе нумай енлĕ тесе хакланипе сăмахсăрах килĕшетĕп. Кунта та пирĕн истори чухăн мар. 1969 çулта хальхи лесничество территорийĕнче (ун чух 26-мĕш квартал) йывăçран тĕрлĕ материалсем тумалли цех уçнă. Цех маçтăрĕ Семен Николаевич Николаев пулнă. Обходсенче мунча, çăл пурисем, чикмексем, шертĕсем т. ыт. те хатĕрленĕ. 1985 çулта 30-мĕш кварталта 18 лашапа 15 вăкăр тытмалăх ферма хута кайнă. Шел, вăл 5 çул çеç пурăннă. 1991 çултанпа утар тăнăçлă ĕçлесе пырать. В. Герасимов утарçă кашни çулах ырă ĕçпе палăрать. Ытти енпе пăхсан эпир çулленех 15 тонна утă янтăлатпăр, 1,5 центнер эмел курăкĕ, пĕр центнер çырла пухатпăр.
Маларах каланă ĕçсене тума пирĕ харпăрлăхра ТДТ-55 икĕ трактор, МТЗ-80, МТЗ-82, ЛКТ-81 пур. Автомашинăсенчен ЗиЛ-130, ГАЗ-53, УАЗ пысăк тĕкĕ. Кăкарса ĕçлемелли пур енлĕ техникă та вăрман ĕçĕшĕн вырăнлă. Вĕсене юсавлă тытасси Н. Сергеев бригадир-механик ĕçĕ.
Калатăп, 20 çул хушшинче Малиновка лесничестви вăрманпа çыхăннă ĕçсене туллин пурнăçласа пычĕ, пырĕ те, хăйĕн ĕçĕпе район экономики çине пысăк витĕм кÿчĕ, кÿрĕ те. Лесничество аталанăвне 20 çул хушшинче пысăк тÿпе хывнă е паян та тимлекен Б. Хрусталева, С. Николаева, Г. Ефимова, А. Касьянова (паян Ильинка лесничествин лесничийĕ), В. Николаева, Г. Флегентова, А. Васильева, И. Игнатьева, А. Петрова, П. Анисова, Н. Осипова, Н. Пантелеймонова, М. Охотникова т. ыт. те паян ырăпа асăнса тав тăватăп. Çавăнпа пĕрлех лесничество 20 çул тултарнă ятпа ветерансене те, паян ĕçлекенсене те, пирĕнпе çыхăну тытакансене те ăшшăн саламлатăп. Пĕрлехи тимлĕхпе вăрмансем татах анлăрах сарăласса шанатăп, кĕтетĕп.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"