27 ноября 2004 г.
Чуманкасси, Уйкас Янасал, Турай, Хорнуй ял администрацийĕнчи район администрацийĕн кунĕнчен
«Ĕç - пурнăç тыткăчи, тенĕ ĕлĕкех халăхра. Тар кăлармасăр, вăй хумасăр нимĕнле ĕç те ĕнмест. Çак чăнлăха пурте лайăх пĕлетпĕр пулин те, ăна тюпе хурса тăрăшмастпăр.
Хальхи вăхăтра вырăнти ял администрацийĕсенче район администрацийĕсен кунĕсем иртеççĕ. Çак ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – вырăна тухса пĕтĕмĕшле лару-тăрупа тĕплĕн паллашасси, çитес çултан чи малтан пурнăçламалли ĕçсене палăртасси.
Ноябрĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн кунĕ - Чуманкасси тата Уйкас Янасал ял администрацийĕсенче, ноябрĕн 24-мĕшĕнче Турай тата Хорнуй ял адинистрацийĕсенче иртрĕ.
Вырăнти тĕрлĕ объектсенче, ĕç коллективĕсенче пулнă хыççăн малтанах Чуманкасси ял администрацийĕн территорийĕнчи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетрĕç. кунта çивĕч тăракан ыйтусем пирки ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Морозов паллаштарчĕ. Кунти çичĕ Ялта хальхи вăхăтра1800е яхăн çын пурăнать. Территоринче икĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăх: Чапаев яч. хис. тата Чкалов яч. хис. пĕрлешÿллĕ ял хуçалăх кооперативĕсем. Ял администрацийĕ хăйĕн кулленхи ĕçне старостăсен, ветерансен, хĕрарăмсен тата общественноçăн канаш çине шанса туса пырать.
Ку тăрăхра та юлашки вăхăтра ялсен инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе сахал мар ĕçсем пурнăçланă. Иртнĕ çулта 3 яла газ янă. Сăмах май каласан, ку территоринчи çитсене РФ Пенси фончĕ те пулăшнă. Пурнăç шайĕ пĕчĕк, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен суммин РФ шайĕнчен те пĕчĕкрех пулсан, ун пек çемьесене социаллă панă. Районĕпе вăл пулăшăва 36 çын илнĕ пулсан, çав шутран чуманкасси ял администрацийĕпе – 15 çын.
Анчах та, унсăр пуçне ку ял администрацийĕн территорийĕнче татса памалли ыйтусем те çук мар-ха. Вĕсем пĕтĕмпех ялсен инфраструктурине аталантарассипе: çулсем тăвассипе, шывпа тивĕçтерессипе т. ыт. те çыхăннă.
Исетерккĕ Ялĕнче çул тата плотина пĕрле тумалла. Ăна валли проектне хатĕрленĕ, экспертиза витĕр тухнă. Ку ялта икĕ башня ĕçлемест, вĕсене юсамалла, тасатмалла. Çĕньял Апашра ял патне çити çул тума проектпа смета документацине хатĕрлеме тытăннă. Пĕтĕмĕшле каласан, кашни ялтах çулсем тумалла, хăш-пĕр ялсенче пĕвесене юсамалла. Отарккă ялĕнче пĕр урама электричесвто кĕртмелле, тепрĕ урама – газ. Шывпа тивĕçтерессипе те ĕçлемелли пур.
Татса памалли ыйтусем сахал мар, ку тĕлĕшпе ял администрацийĕ тăрăшни курăнать. Ял старостисем те активлă кунта. Вĕсем куллен тухса тăпакан ыйтусене ял администрацийĕпе пĕрле татса параççĕ, нумай ĕçсене пурнăçлаççĕ.
Чапаев яч. хис. хуçалăхра хальхи вăхăтра Г.В. Романов ертсе пырать. Анчах та кунта яланлăх ертÿçĕ Суйламалла, хуçалăх экономикине малалла тĕреклетессишĕн тăрăшмалла. Хуçалăхра ĕçсем япăх мар пыраççĕ Пулин те, мал ĕмĕтпе ĕçлемелле, пурин те яваплăха туймалла.
Уйкас Янасал ял администрацийĕнче пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн итогсене Сосновкăри вĕрентÿпе культура комплексĕнче пĕтĕмлетрĕç. Унта, ытти çĕрти пекех, бюджет сферинчи учрежденисен ертÿçисем, ял старостисем, хуçалăхри специалистсем хутшăнчĕç. Уйкас Янасал ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Егоров кунти ĕçсемпе паллаштарчĕ. Кунта 7 ял пулсан, кашнинчех çут çанталăк газĕ çунать. Халĕ вара Ваçкасси ялĕнчи çĕнĕ урама газ ямалла, пăрăхĕсене хунă, Сосновкăра та 300 метра яхăн газ пăрăхĕсем хумалла. Кăçал газ кĕртессие 23 çын кредит илнĕ. Çынсен 67 проценчĕ газпа усă курать.
Уйкас Янасалти çĕнĕ урама электричесвто кĕртмелле. Ытти çĕрти пекех кунта та ялсенче çул тăвассипе, шывпа тивĕçтерессипе ыйтусем пур, проектпа смета документацине хатĕрлеме тытăннă. Çынсене газ кĕртме пухнă укçана каялла тавăрасси, Купăрлясене ял урамĕсене çутăпа тивĕçтересси кăсăклантараççĕ.
Ильич яч. хис. хуçалăх ертÿçи И.В. Николаев хăйĕн тивĕçĕсне тÿрĕ кăмăлпа, чуна парса пурнăçлать. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăха тытса пыма çăмăл мар. Йывăр пулин те, кунта ялсенчи социаллă пурнăç тивĕçлĕ шайра аталанса пырать. Вăл вара пĕтĕмпех халăхшăн. Кăçал кунта строительство ĕçĕсене те сахал мар пурнăçланă, халĕ хуçалăх правленийĕн çĕнĕ çуртне тăваççĕ. Ял хуçалăх техники те кивелсе пырать. Малала каяс тесен пурин те пĕрле тăрăшмалла. Хуçалăх экономики çирĕп пулмасан, бюджет сферинчи учрежденисем те аталанаймаççĕ. Ял администрацийĕн пуçлăхĕпе хуçалăх ертÿçи пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени вара пурне те савăнтарать.
Турай ял администрацийĕн территорийĕ те пĕчĕк мар. Кунта 11 ял, 930 хуçалăх, вĕсенче 2370 çын пурăнать, çав шутра ĕçлемелли çулсенчисем 988 çын.
Кăçал кунта газ кĕртессипе чылай тăрăшнă, 20 километра яхăн газ пăрăхĕсене хута янă, çав шутра Çаран Çырми, Çуткÿл тата Мăн Токшик ялĕсене. Ку тĕлĕшпе çак ялсен старостăсем сахал мар тимленĕ. Анаткасси фельдшер пунктне кăçалах газ кĕрет
Ку территоринчи кашни ялтах урамсене каçхине электричество çутипе тивĕçтерессишĕн тăрăшмалла. Бюджетран лимитпа кашни ял администрацинех укçа уйăрса панă. Тушкасси ялĕнче клуб ĕçлемест, кунти пуçламăш шкул çуртне те пушă лартмалла мар, унпа мĕнле усă курасси пирки шутламалла.
Суворов яч. хис. хуçалăх юлашки çулсенче хавшаса пыни пурне те канăçсăрлантарать. Унăн çĕнĕ ертÿçи В.С. Андреев, кăçалхи ĕçсемпе паллаштарнă май, çитменлĕхсем çинче те чарăнчĕ. Темле йывăр пулсан та, майлашса пурăнмалла, ĕç укçине тÿлемелле, парăмсене те татмалла. Халăх ĕçлет, ÿркенмест.
«Тораево» хуçалăхра та лару-тăру çăмăл мар, парăмсем те пысăк. Кăçал тĕш тырă тухăçĕ те пĕчĕк пулнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ку территорисенчи хуçалăхсенчи лура-тăру çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Патшалăх лайăх ĕçлекен, ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсене пулăшать: ăратлă выльăх ĕрчетнĕшĕн, çĕр пулăхне лайăхлатнăшăн, элита вăрлăх хатĕрленĕшĕн. Вăйсăр хуçалăхсем çине вара йывăрлăхсем татах та ытларах тиенеççĕ. Анчах та хуçалăха аякран килсе ĕçленипе пурнăç малалла каймасть, хамăрăнах ытларах тăрăшмалла. Хуçалăхри харпăрлăхăн пайĕ кашни çынрах пур. «Ку ман мар, колхозăн», тесе ÿрĕу-сÿрĕк ĕçлени хамăра сиен кÿниех пулать. Çак психологие кашнин тĕпрен улăштармалла. Ю.А. Иванов кунта пурнăçламалли ĕçсем çинче те чарăнчĕ. Хуçалăхсен тĕп усадьбисем патне асфальт çул çитмелле, шыв проблемине татса памалла. Тĕп ыйту вара - çынсен ĕçлес кăмăлне ÿстересси. Мĕнле ĕçлесе малалла менле пурăнасси пирки шутламалла. Çÿлтен татăлса анасса кĕтсе лармалла мар. Район бюджечĕ мĕнле пуласси те хамăр ĕçленинченех килет.
Хорнуй ял администрацийĕнче пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллашнă хыççăн тĕл пулу çивĕч лару-тăрупа иртрĕ. Нумай ыйтусем канăç памаççĕ Ку тăрăхри çынсене: автобус рейсĕсене кĕскетни, Хорнуй клубне тăвасси, фельдшер пунктне юсасси, çынсем спирт сутса халăх ăсçтăнне минретни, çулсем тăвасси т. ыт. те. Ку территоринчи çынсен те малашлăха пăхса ĕçлемелле, ĕçлес кăмăлĕсене ÿстермелле. Çынсем 60 сотка çĕр çинче ĕçлесе пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçĕ пирки манни килĕшÿллĕ пулăм мар. Ялсен социаллă аталанăвĕ хуçалăх мĕнле ĕçлесе çирĕпленсе пынипе тÿреммĕнех çыхăннă. Çавăнпа та çак чăнлăха тепĕр хут аса илтерес килет: мĕнле ĕçлетпĕр - çапла пурăнатпăр. Эпир япăх пурăннăшăн никам та айăплă мар.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"