Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн çăлтăрлă ача амăшĕ

27 ноября 2004 г.

 

Утмăл çул каялла, 1944 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче, СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн Указĕпе çĕршывра «Ача амăш героиня» ордена çирĕплетнĕ тата унпа  пĕрле – вунă е ытларах ача çуратса ÿстернĕ, тĕрĕс воспитани панă амăшĕсене «Ача амăш героиня» хисеплĕ ят парассине. Кунсăр пуçне çав указпах çичĕ, сакăр е тăхăр ача çуратса вĕсене тĕрĕс воспитанипе ÿстернисене наградăлама виçĕ степеньлĕ «Ача амăш мухтавĕ» орден, 5-6 ача çуратса ÿстернисене чыс тума 1-2 степеньлĕ «Ача амăш медалĕ» кун çути курнă. Шутлатăн та, çĕршывра юлнă вăрçă пынă вăхăтра çар орденĕ-медалĕсемпе пĕрле заводсенче ача амăшĕн гражданла паттăрлăхне чыслама орден-медальсем шăратни хăйех тепĕр паттăрлăх.

«Ача амăш героиня» ордена тата çак хисеплĕ ята çĕршывра пуринчен малтан 1944 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче  Мускав облаçĕнчи Мамонтовка поселокĕнчи Анна Савельевна Алексахина тивĕçнĕ. Вăл 12 ача çуратса ÿстернĕ, тĕрĕс воспитани панă. Ноябрĕн 1-мĕшĕнче ăна çак ятпа СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕ М. Калинин пăхăр хĕвел пайăркисем çинчи ылтăн çăлтăрлă 1-мĕш номерлĕ ордена панă. Фронтра вара çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн нимĕç фашисчĕсемпе хаяр çапăçусем пынă.

Çав кунран пуçласа «Ача амăш героиня» орден тата ача амăшĕн гражданла паттăрлăхне хисеплес-чысласси анлă сарăлнă. Пирĕн районта та çав ылтăн çăлтăра тата «Ача амăш мухтавĕ» орденпа «Ача амăш медальне» вуншар хĕрарăм тивĕçнĕ. Хамăн анне те, Кашмашра пурăнакан Зоя Павловна Белова, 5 ача çуратса тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕшĕн «Ача амăш медальне» илнĕрен тата нумай ачаллă çемьери пурнăç интереслĕрех те çутăрах пулнине, ача амăшĕн анлă тимлĕхне ачаран курнăран ача-пăча çуратса тĕрĕс-тĕкел ÿстерес ĕçре ылтăн çăлтăра тивĕçнисен пурнăçĕпе çывăхарах паллашма Шетмĕпуç ял администрацийĕнчи Тивĕш салинчи Анна Андреевна Александрова патне кайрăм, çак паттăрлăха тивĕçнисем умĕнчи хамăрăн ĕмĕрхи парăма курса ун патне пĕрре мар, икĕ хут çитсе килтĕм. Халĕ Анна Андреевна кун-çулĕ манăн алă тупанĕ çинче. Çакнашкал ырă тĕслĕх  пирĕн обществăра иксĕлмессе, ача амăшĕн паттăрлăхĕ пурнăçа таврăнасса шанас килет.

- Хама паттăр теес килмест. Мĕн пурнăç ыйтнă, мĕн Турă пÿрнĕ çавна пурнăçланă, ĕçре те, пурнăçра та халăхран юлман. 10 ача çуратса ÿстернĕшĕн – вĕсенчен паян ачалăхра пĕçерккĕ лектеркеленишĕн каçару ыйтатăп – халĕ пĕртте ÿпкелешместĕп. Хам та Турра ĕненнĕрен тата ман тавра çавнашкал паха туйăмлă çынсем пулнăран 4-мĕш хут йывăр хĕрарăм пулнă хыççăн ача пăраха шут çуралсан çак  ĕç çынна вĕлерни пулнине чунпа ăнланса сивĕ шухăша айккалла сиртĕм. Паян манăн 10 ача, (7 ывăлпа 3 хĕр) аслисĕр пуçне кашниех мăшăрлă, 20 мăнук тата 2 правнук. Кашнийĕнех хăйĕн кĕтесĕ пулсан та, пĕр çемьепе пурăнатпăр, йывăрлăхсемпе савăнăçсене пĕрле пайлатпăр, - ачисемпе пурнăç ăннин савăнăçне пытармасăр каласа парать ноябрĕн 29-мĕшĕнче 82  çул тултаракан – шухăш-кăмăлĕсемпе  калаçăвне курсан ун чухлĕ параймăн – Анна Андреевна Александрова.

А. Александрована çак пурнăçра Турри пулăшнă теес килет. Шетмĕпуçĕнче 4 ачаллă (вăл – пĕрремĕш) хресчен çемйинче çуралнăскер ачаранах çĕр ĕçне юратнă, ĕçпе пурнăç илемне юратни, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшни кăна йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнине чĕрене хывнă.

Анна ялти çичĕ класлă шкула пĕтерсен, колхозри ревкомисси председателĕнче ĕçленĕ ашшĕ колхоз председателĕн тÿрĕ чунлă мар ĕçне çиеле кăларнăшăн вĕсем хушшинче тухса кайнă вăрçăран пăрăнса 1937 çулхи çулла халăх куçăвĕпе пĕрле çак çемье те Çĕпĕре пурăнма тухса каять.

- Аттен урăхла майĕ пулман-тăр. Ара, унăн тĕрĕслĕхĕшĕн пирĕн кил-çуртра вут тивертме шутланисенчен сыхланса атте-анне тата эпĕ çĕрĕ-çĕрĕпе кил тавра  шăнкăрав çакса кил-çуртра сыхлаттăмăр. Пĕррехинче, çав усалсем чăнах та «хăнана» килчĕç. Атте йĕркеленĕ шăнкăрав сасси тата хамăр сыхă тăни пире инкекрен сирчĕ. Хыççăн ку ревкомисси председателĕпе вăрлама çуккине сиснисем ăна вĕлерес шухăш çуратнă... Пĕтĕмĕшле лару-тăрăва хак парса Çĕпĕре тухса кайрăмăр, - аса илет тĕнче вăрçи пуçланас умĕнхи колхозри йĕркесене Анна Андреевна.

Çĕнĕ çĕрте амăшĕ – Кликерия Федорова – сысна ферминче, ашшĕ – Андрей Федорович Федоров – тимĕрçĕре ĕçлеме пуçлаççĕ. Куçса кайнисен чунă çав-çавах тăван Шетмĕпуç енне туртăннăран 1941 çулхи апрельте ашшĕ Аннăпа пĕр шăллĕне яла çĕр улми лартма ярать. Выльăх-чĕрлĕхсем пулнăран тата вĕсене сутайманран хăйсем Çĕпĕртех юлаççĕ. Икĕ уйăхран хаяр вăрçă пуçланать. Çĕпĕрте вăрçăран инçетерех тесе ĕç армине кайнă ашшĕ çемйине унтах хăварать. Çав шухăшпах Анна шăллĕне каялла Çĕпĕре ăсатать. Тăван тăрăхра пĕччен юлнă хĕр, ачаран ĕçе тата йывăрлăхсене çĕнме хăнăхнăскер, колхозри уй-хир бригадине ертсе пыма пуçлать, 1942 çулта арçын-трактористсем фронтра кайса пĕтнĕрен механизатора вĕренме каять, хыççăн Ишлейри МТСри 7-мĕш бригадăра (вăл Шетмĕпуç тăрăхĕшĕн яваплă пулнă) механизаторта ĕçлет. Çулталăк хыççăн МТСри ГСМ учетчицине куçать. Ашшĕнчен тĕрĕслĕхшĕн кĕрешессине вĕреннĕскер хăйне 2 пичке краççын (вăл вăхăтра краççын çутă çăлкуçĕ пулнă) улталама тăнине çиеле кăларсан тата çак ĕçри айăплă универбаза заведующине 7 çуллăха тĕрмене хупсан, колхоза уй-хир бригадин бригадирне таврăнать.

...Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Вăрçă чарăнать. Салтаксем киле таврăнаççĕ. Çĕнĕ Кун пуçланать. 1947 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче Анна фронтран çĕнтерÿпе таврăннă Тивĕш каччине Иван Александрович Александрова качча тухать. 1948 çулта пĕрремĕш ача (хĕр) çуратать. Çĕпĕрте юлнă амăшне те, шăллĕсене те Анна текех курайман. Ашшĕпе йăмăкĕ вара тăван ене таврăнса кунта çĕре кĕнĕ.

Ашшĕнни пекех Анна Андреевнан та тĕрĕслĕхшĕн çунни тата ответлăх малти вырăнта тăнă. Качча килсен хăйне Тивĕшри ферма заведующине  лартсан, тăрăшуллă ĕçпе вилме вырнтă 6 ĕнене ура çине тăратса, сысна çурисем йышлă вилнине чарса 5 çул хушшинче ферма ĕçне малалла ярсан, тата «ăшă» вырăншăн «кĕрешÿ» пуçлансан, Анна ферма ĕçне пăрахса уй-хир бригадирне куçать, бригадăна кĕске вăхăтрах малтисен ретне кăларать.

Хуçалăх ĕçĕнчен юлман хĕрарăм 4-мĕш ача çуратнă хыççăн уй-хир бригадинче рядовой ĕçчен, нумай çул доярка, пăрусем пăхакан пулса ĕçлет. Çавăнпа пĕрлех çемье пурнăçне малалла аталантарать, ачасен йышне Турă пани тесе вуннăна çитерет. Кĕçĕннине – Любăна – 1969 çулта пурнăç парать.

- Ачасене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе вĕсен ĕçĕпе савăнăç курса пурăнма Турри хăй пулăшрĕ. ачасене Турăна хисеплеме, юратма вĕрентни вĕсене тĕрĕс воспитани пама мехел çитерчĕ, - тет пĕрле пухăннă ачисемпе мăнукĕсен пĕр пайĕ çине ăшă кăмăлпа пăхса Анна Андреевна Александрова.

Ашшĕ-амăшĕн тĕллевлĕ тăрăшулăхĕ харама кайман. Сергейпа Павел тĕн шкулĕсенче 5-шер çул, Анатолий 3 çул вĕреннĕ. 10 ачаран виççĕшĕ (Аля, Анатолийпе Сергей) ялта тĕвĕленнĕ, ыттисем – хулара. Александровсем тĕне çывăх тăнине вĕсен килĕсенче тĕн кĕнекисем йышлă пулни тата йăла-йĕркесем тĕнпе çыхăнса пыни кăтартса-çирĕплетсе пачĕ. Тĕн пĕлĕвне кура А. Александрован ывăлĕпе кинĕ – Павелпа мăшăрĕ – Чăваш радиойĕпе чăвашла-вырăсла тĕн передачисем ертсе пыраççĕ.

Ачисем тулли пурнăçпа, Турă сывлăшĕпе пурăннишĕн, Туррăмăрăн «ан вăрла», «элек ан пар», «аçу-аннÿне юрат», «тăван халăхна хисепле», «вăрçа кĕрсе ан кай» тивлечĕсене туллин пурнăçланишĕн тата вĕсене тытса пынишĕн амăш чунĕ паян кăмăллă, савăнăçлă, телейлĕ. Хăй хыççăн çĕр çине тарăн та пуян йĕр хăварнăшăн çĕршыв правительстви 1970 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнчи указĕпе Анна Андреевна Алексанрована «Ача амăш героиня» орденпа наградăласа тата çак хисеплĕ ята парса чыс туни вырăнлă пулнине чунпа курса ĕнентĕм, Александров - çамрăккисемпе пĕрле савăнтăм.

  

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика