Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачисемшĕн çунать-çке амăшĕн чунĕ

27 ноября 2004 г.

 

Пахчаналла тухакан сăрламан картлашка хăмисем тап-таса та сап-сар çуталса выртаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ тирпейлĕ иккенне кăтартакан куç тĕлне пулакан чи пирвайхи паллă ку. Ахальтен каламан çав ĕлĕкех ялта пурăнакансем : «Петр арăмĕ вăл кашни кунах урай çăвать», - тесе: çичĕ ачи пĕчĕк чухнех çыпçăннă çак ырă сăмахсем Тренккăра пурăнакан Христина Максимовна Васильева çумне. Хăй та ларса канма пĕлменскер, ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарчĕ вăл. Тулти ĕçсене пĕтерсе кĕрсе, пĕр хушă çăм чаваларĕ. Унтан çăм арлама ларчĕ. Ара, амăш чĕри мар-и; Хĕрĕ-ывăлĕ валли те, 9 мăнукĕ валли те тем чухлех çыхса тултарчĕ ĕнтĕ вăл нускисем. Ĕçчен аллисем вара çаплах çак ĕмĕтпе йĕкене тытаççĕ. Пÿртĕн малти сцени çинчен амăшĕ çине пилĕк хĕрĕпе икĕ ывăлĕ куларах, ăшă куçсемпе тав туса пăхаççĕ:

- Тавах, аннеçĕм пире çуратса тĕрĕс çул çине кăларнăшăн, - текен вĕсен сăмахĕсем хăйсем айкра чух та сăн ÿкерчĕксенчен  вуланаççĕ.

Эх, çак пĕр пÿлĕмлĕ пÿртре 7 ача утса-чупса  çÿренĕ чух пÿрт туп-тулличчĕ. Кам сĕтел хушшинче, кам кăмака çинче урок тăватчĕ. Пĕр-пĕрне чавсапа тĕксе те пĕрре те вăрçăнман ун ачисем. Сăпайлăха, ĕçченлĕхе вĕрентетчĕ çав Христин аппа ачисене те. Çынпа ыр кăмăллă пулма. Хăй вара Христин аппа никама та ку таранччен сив сăмах каласа курман. Çынпа хутшăнма пĕлекен çын.

- Çав Петр арăмĕ Пĕр витре сăрасăр, пĕр пысăк чашăк кукăлĕсĕр хăнана каймасть вара, - теççĕ ялта ун пирки.

Килте те вăрçă-харçă пулман вĕсен. Мăшăрĕ ĕçкеленĕ Чух, кăшт хытăрах калаçма пуçласан, Христин аппа пÿлсе ăна çапла калатчĕ.

- Э-Эй, ачасем умĕнче ан сăмахла. Атя, çенĕке, калас тенине унта каласа пĕтер, - тетчĕ. Ачисене вара ырă кăмăллă амăшĕ çакăн пек вĕрентетчĕ.

- Урокра эсир килти çинчен ан шухăшлăр. Тимлĕ пулăр. Эпир хамăрах майлашатпăр.

Амăшĕн сăмахĕсене асран кăлармарĕç ачисем. Шкулта та лайăх вĕренчĕç. Шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче ачисем çинчен ырăпа асăннинчен хакли амăшĕшĕн мĕн пултăр; Христин аппашăн та чĕрене симпыл сĕрнĕ пекехчĕ вĕсем. Тĕрĕс воспитани илсе пурнăçри хăйсен вырăнне тупрĕç вĕсем: çиччĕшĕ те çичĕ çĕрте вĕсем халь. Асли Коля Нижний Тогилта пурăнать çемйипе. Çар училищи пĕтерчĕ вăл.  Халĕ полковник ĕнтĕ. Хĕрĕ Роза шкултан ылтăн медальпе тухрĕ. Аслă пĕлÿ илчĕ: физикăпа математика учителĕн дипломне илчĕ. Муркашра çемйипе пурăнать. Лена та педагогика çулĕпе кайрĕ Шупашкарти шкулта ачасене нимĕç-акăлчан чĕлхисене вĕрентрĕ. Халĕ хăй ĕçĕпех ĕçлет Мускавра. Катя вара Йошкар-Олара магазинта вăй хурать. Гена Мускавра крановщикра вăй хурать. Таня вара Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче  ĕçлет. Галя – повар «Гигантра» халĕ пĕчĕк пепкине пăхать.

Христина Максимовнан ачисем паян пурте хăйсем атте-анне. Калама кăна çăмăл вăл 7 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă теме. Ун чух ача çуратсан тÿлевлĕ отпуск паман вĕт хальхи пек. Ачисене пĕчченех киле пăрахса уя ĕçе тухнă. Кăнтăрла пăрçа çулакансем канма ларсан, Христин аппа чуппипе килелле ача çитерме. Унтан каллех уя чупатчĕ каялла. Кÿршĕре ватă çынсем пурччĕ те, çавсене тепĕр чух:

- Май пулсан, каÿкаласа пăхăр-ха тетчĕ.

- Ачусене кам пăхать вара; - хĕрхенсе ыйтатчĕç Христин аппаран ял çыннисем.

Вăл вара шÿтлерех çапла хуравлатчĕ:

- Маçакпа мамак (лешсем вилнĕ ĕнтĕ) пур. Пăхмалла мар-и; - тетчĕ. Хăйĕн чĕри хĕсĕнсе ырататчĕ: «Ах, сăпкарана çакăнса лармарĕç-ши;» текен шухăш чĕрене çуратчĕ.

Кĕçĕн икĕ ачи ку енĕпе телейлĕрех пулчĕç. 5 ача çуратнă хыççăн тепĕр 5 çултан çуратрĕ вăл вĕсене. Аслисем ку вăхăтра шкула çÿретчĕç ĕнтĕ. Христин аппа вара вĕсене черетпе кашнине ача пăхма шкултан хăваратчĕ. Учительсем те шкулта çакна хăнăхрĕç ĕнтĕ:

- Паня Кольăн е Розăн черет иккен, - тетчĕç.

- Тавах учительсене мана ăнланнăшăн, - тет паян Х.М. Васильева паян çав вăхăтсене аса илсе. Шкулта «4» тата «5» паллăпа вĕренекен хастар Васильевсене  вĕрентекенсем çапла майпа уроксене сиктернĕшĕн ятламан.

Пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса ÿсрĕç Васильевсен ачисем. Ашшĕн алли те çыпăçуллăччĕ: платникра ĕçлетчĕ. Амăшĕн тирпейлĕхĕ кашни кун куç умĕнчеччĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ шкул ачисене прививка тумалла пулсан Христин аппа килне пуçтаратчĕ Фельдшер.

- Вĕсен килĕнче яланах больницăри пек тап-таса, - тетчĕ вăл та.

Ачисем те нимле ĕçрен те хăраман çав. Асли, Коля, килти кишĕр-сухан йăранĕсене пурне те ку санăн, ку санăн тесе пайласа паратчĕ. Кашниех ĕçлетчĕ вара хăй çумне çирĕплетнĕ лаптăк çинче. Колхозра яланах Христин аппа  кăшман çумлама та 2-шер пай илетчĕ. Коля студент чухне те, каникула килсен, çулла йĕтем çине ĕçлеме çÿретчĕ. Студент тенĕрен, Коля çар училищине кайма пуçтарăнсан, ăна хăтарса та пăхрĕ. Ара, асли – пулăшакан пулчĕ тесе савăннăччĕ-çке-ха вăл. Анчах макăрсах вĕренме каятăп текен ывăлне чармарĕ вара вăл. Симĕс сухан сутса тунă 27 тенкĕ укçи пурччĕ. Çавăнпа тухса кайрĕ Коля вĕренме.

Вăл вăхăтра Ильинкăри пристане ялти халăх апат-çимĕç сутма çÿретчĕ. Хăярпа çэрулми пĕçерсе кайсан та, шутсăр лайăх сутăнатчĕ, - аса илет çав вăхăта Христин аппа.

- Анне, 70 пуç укçа юлчĕ, - çырчĕ Кăштах вăхăт иртсен çырура вĕренме кайнă ывăлĕ. Хыпăнса ÿкнĕ Амăшĕ каллех пахчана тухсан симĕс сухан кăкласа килчĕ те Ильнкăна пристане кайрĕ. Сухан сутса тунă 25 тенкине ывăлне ярса пачĕ. Ывăлĕ кайран Минска командировкăна кайма гражданкси тум кирлĕ  тесен те Христин аппан проблемине пристань татса пачĕ: 2 банка пĕçернĕ сĕт, 2 витре çĕр улми пĕçерсе сутма кайрĕ: 100 тенкĕ ывăл патне почтăпа кайрĕ.

Ытти ачисене мĕнле вĕрентсе ура çине тăратнă тетĕр; Колхозри ĕç укçипех малалла кайма хĕнтерех çав. Килти хуçалăхран сĕт, çĕр улми е урăх мĕн те пулин сутатчĕ те ачисем валли консерв, кăлпасси туянса килетчĕ. Выльăх-чĕрлĕхне те ялта мĕн усрама май пур, йăлт усранă Васильевсем: ĕне, вăкăрĕ, сысни, сурăхĕ.

- Петр арăм сĕт сутса та укçа тума пĕлет, - ĕçлекен çын майне-шывне тупма пултарнине палăртса калатчĕ ун чух судьяра ĕçлекен Т.А. Кабетов ачисене. Инçех пурăнмаççĕ кÿршĕсем пĕр-пĕринчен.

- Майлашăнса пурăнатăп ĕнтĕ çапла, - тет сăпайлăн Христин аппа.

Паян та çапла пурнăçа йĕркелесе пырать вăл. Ĕçлеме ÿркенмест. Пенси укçийĕ колхозра ĕçленĕскерĕн нумаях мар. Кăçал, ав, çырла сутса диванпа креслăсем туянчĕ. Ачисем вакăрах чух лартрĕ Те вăл виктори çырлине, халĕ те унпа аппаланма пăрахмасть. Ара, мăнуксем килсен хăналама та кирлĕ-çке. Кăçал ав, тата киле газ кĕртрĕ. Ывăлĕ – Гена Мускавранах илсе килчĕ сварщиксене.

Амăшне пăрахмаççĕ çав ывăлĕсемпе хĕрĕсем. кăçал, ав, январьте кĕçĕн хĕрне качча панă чух та амăшĕн укçине пĕрре те тăкакламарĕç вĕсем. Йăлт аппăш-пиччĕшĕсем тăрăшрĕç. Çакăн пек килĕштерсе пурăннине мĕн çиттĕр ĕнтĕ. Ĕмĕчĕсем те пысăк-ха. 66 çулхи Христин аппан вите-лаçа çĕнетесшĕн, çĕн çурт çавăрма та кăмăл пур. Хĕр чухнех йывăр ĕçре пиçĕхнĕскер (вăрман та каснă, 7 ачаран 3ĕн çитĕннĕ вĕсем): лăпкăн ларма пултараймасть вăл. Ара, хăв çуратса ÿстернĕ ачасем сума сусан, мăнуксем пурнăçа илем кÿрсен, урăхла епле пултăр-ха.

Ачасене тĕрĕс воспитани парассинчи мĕнле вăрттăнлăха алла илнĕ-ши вăл;

- Чи кирли – ачасем сывлăхлă пулни, дисциплина кирлĕ. Эпĕ ачасене вăрçман, - терĕ вăл. Калаçăвĕнче вара паянхи пурнăç проблемисем пăшăрхантарни сисĕнет. Хальхи çамрăксене  алкоголизм, наркомани сыхласа тăни ыр кăмăллă Христин аппа чĕрине те ыраттарать.

Хăй вара кашни кунах Турăран ачисем валли ыр кун-çул ыйтать.

Ачасене çуратса мĕн куç хупăничченех амăшĕн ачисем çинчен шухăш каймасть, - тет Христин аппа, çын ырланă май. Ачисене кăкăр çитернĕ амăшĕ  кĕл-туни ачисене çитет, теççĕ. Христин аппан кĕлли те ачисене, мăнукĕсен çулне уçса пытăрччĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика