27 ноября 2004 г.
Октябрĕн 19-мĕшĕнче район прокуратури каллех суту-илÿ точкисенче пулса, тĕрĕслев ирттерчĕ. Хальхинче Юнкăпуçĕнчи кафепе куллен кирлĕ таварсем сутмалли магазинта, Калмăкри куллен кирлĕ таварсем сутмалли магазинта (Мăн Сĕнтĕр райповĕн), «Алан» кафере, Ярапайкассинчи, Юнкăпуçĕнчи, Шурчари, Çатракассинчи куллен кирлĕ таварсен сутмалли магазинсенче (Муркаш райповĕ), Н.П. Семеновăн «Санта» магазинĕнче 18 çула çитмен çамрăксене алкоголь продукцийĕпе пирус сутнипе сутманнине тĕрĕслерĕ.
Çакна палăртмалла, 18 çула çитмен çамрăксене алкоголь продукцийĕпе пируса сутма юраманнине пĕлсех, çÿлерех асăннă 8 магазинпа кафесем федераллă законодательствăна пăсаççĕ.
Каллех район прокуратури айăплисен тĕлĕшпе РФ административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан Кодексăн 14.16 (3-мĕш пай) тата 14.15 статйисеече пăснăшăн административлă майпа йĕркене пăсни çинчен ĕç пуçарнă: алкоголь, спирт пур тата табак продукцине ваккăн сутмалли правилăсене пăснăшăн. Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райпо Канашĕсен председателĕсене асăннă законодательствăна пăсма юраманни çинчен асăрхаттарнă тата вĕсен уйăхра çак çитменлĕхе пĕтермелле, çакăн çинчен прокуратурăна пĕлтермелле.
Административлă ĕçсене районти шалти ĕçсен пайĕнче тата Шупашкарта Росторгинспекцинче пăхса тухнă хыççăн айăлисене пурне те административлă майпа ответ тыттарнă. 500 тенкĕрен пуçласа 4000 тенкĕ таран штраф тÿлеттернĕ.
Икĕ кун умлăн хыçлăн ирттернĕ рейдра çакнашкал 12 факта тупса çирĕплетнĕ. Ку вара компетентлă органсем çÿлерех асăннă законодательствăна суту-илÿ предприятийĕсенче мĕнле пăхăннине тĕрĕслеменнине, ку ыйтăва куçран вĕçертнине кăтартса парать. Çавăн пекех райпо ертÿçисем хăйсен магазинĕсенче саккуна ан пăсчăр тесе тăрăшманни пирки те калаççĕ çак тĕслĕхсем.
Çул çитмен çамрăксене алкоголь тата табак продукцийĕсене сутассипе тупса палăртассипе тата çак çитменлĕхе пĕтерессипе Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен ертÿçисем мĕнле мерăсем йышăнни пирки хаçатăн çитес номерĕсенче паллаштарăпăр.
Унсăр пуçне районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçине районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕн анализĕсем тăрăх саккуна пăсса хутăштарнă спирта сутакансене тупса палăртассине ÿстерме хушса хăварнă. Йышăннă мерăсене çавăн пекех ирттернĕ мероприятисен результачĕсене район прокуратуринче декабрĕн 15-мĕшĕнче сÿтсе яваççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"