Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшши пурин валли те çитет

27 ноября 2004 г.

 

Кашни çыншăн çутă тĕнчере амăшĕнчен хакли никам та çук. Ача та амăшĕн ăшшине туйса ÿссе, пĕрремĕш сăмахне «анне» тесе калать.

Сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăракан чăваш хĕрарăмĕ килти пурнăçа та тытса пырать, обществăлла производствăра та ырми-канми тăрăшать, ачисене те тĕрĕс воспитани парса ÿстерессишĕн вăхăтне те, вăй-халне те шеллемест.

Чăн-чăн хĕрарăмăн, амăшĕн çапла пулмалла та. Сахал-и пирĕн районта йĕркеллĕ ывăл-хĕр ÿстерсе ура çине тăратнă çемьесем. Вăл чи малтан амăшĕнчен, çемье ăшшине тытса пыма пĕлнинчен, килĕшÿпе ăнланулăх пурринчен килмест-и вара.

Обществăри улшăнусем, пурнăçри йывăрлăхсем çемье пурнăçĕ çине те витĕм кÿреççех паян. Çавăнпах пулĕ халĕ 5-6 ача çуратакан хĕрарăмсем нумай мар районта. Ача çут тĕнчене килни, паллах, пысăк савăнăç, телей. Анчах та унăн пурнăçĕшĕн, пуласлăхĕшĕн  ашшĕ-амăшĕ яваплă-çке. Ăна валли çирĕп, ырă кăмăл, пуян чун-чĕре, вашаватлăх, чун ăшши сахал мар кирлĕ.

Чуманкасси ял администрацийĕнчи Отарккă ялĕнче Игнатьевсен çемйи пурăнать. Нина Акиндиновна Пачкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чуманкассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенчипе паянхи пурнăçа ниепле те танлаштараймастăн. Ун чухне саккунĕсем те пачах урăхла пулнă. Нина та 16 çултах сысна фермине ĕçлеме каять. Йывăр ĕç тиенет çамрăк хĕрĕн хулпуççийĕ çине. Кунта 2 çул тăрăшнă хыççăн Отарккăри сĕт-çу ферминче 30 çул дояркăра вăй хурать вăл. 40-шер ĕне сунă вĕсем çав вăхăтра. Ачаран ĕçе хăнăхса ÿснĕ Нина Акиндиновна йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пынă, выльăхсене юратса пăхнă. Ĕçри хастарлăхшăн медальсене те тивĕçнĕ вăл.

Унăн мăшăрĕ те, Александр Игнатьевич, чылай çулсем хушши фермăра выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте тăрăшать.

Игнатьевсем виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем те ашшĕ-амăшĕнчен ырă тĕслĕх илсе ÿснĕ, нимĕнле ĕçрен те пăрăнман. 4-шĕ çемьеллĕ ĕнтĕ. Кашниех хăйне килĕшнĕ специальноçа туяннă. Надежда – медсестра, Ирина – сутуçă, Вера – штукатур-маляр, Гена – электрик, Николай – мастер-бригадир, Григорий – столяр-плотник.

Нина Акиндиновна пурнăçĕ çăмăл пулман. Хуньамăшĕ пĕрлешнĕ хыççăн нумай пурăнман. Ачисене пăхма та вăхăчĕ сахал пулнă унăн. Вĕсем вара çитĕнче пĕрин хыççăн тепри амăшне пулăшма фермăна чупнă. Халĕ те виçĕ ывăлĕ ĕне сăваççĕ, «хĕрарăм ĕçĕ» тесе тиркесе тăмаççĕ. «Ачасене килте воспитани парса ларма вăхăт пулман, вĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарма тăрăшнă эпир», - тет Н.А. Игнатьева.

Улми улмуççинчен аякка ÿкмест, теççĕ халăхра. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхсан, çитĕнсен никам та пурнăçра çухалса каймĕ, хăйĕн вырăнне тупĕ. Çакна çирĕплетсех калас килет паян ĕçчен те ырă кăмăллă ачасене çитĕнтерекен çемьесене курсан.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика