Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне кашнин пĕрре

27 ноября 2004 г.

 

1998 çулхи ноябрь уйăхĕнче РФ Президенчĕ ятарлă указ йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, кăçалхипе çиччĕмĕш хут эпир ноябрĕн юлашки вырсарни кунĕнче Амăшĕн кунне паллă тăватпăр.

Пирĕн пурнăçра çак уяв хутшăннин тĕп тĕллевĕ – амăшĕн обществăри социаллă пĕлтерĕшне  ÿстересси* хĕрарăмсен, амăшĕсен проблемисене, ачалăх телейĕн, çемьери килĕшÿпе çирĕплĕхĕн никĕсĕн ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси.

Пирĕн патшалăх нумай ачаллă, пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьесене пулăшать, социаллă гарантисем парать.

Çăмăл мар хальхи вăхăтра çемьене тытса пыма. Çак йывăрлăх уйрăмах хĕрарăмăн черчен хулпуççийĕ çине тиенет. Пирĕн районта, пултаруллă та хастар хĕрарăмсем сахал мар. Вĕсем ÿстернĕ маттур ывăл-хĕрсем район чапне çÿле çĕклеççĕ, хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне куллен аталантарса пыраççĕ. Çакăн пек хастар амăшĕсене вуншар асăнма пулать паян. Мĕнле пурăнаççĕ вĕсем хальхи вăхăтра, мĕнле çăмăллăхсемпе усă кураççĕ; Çакăн пирки каласа пама ыйтнă хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх управленийĕн специалисчĕпе Ю.П. Пугачевапа. Вăл çемьесемпе ĕçлесе пырать.

- Юлия Порфирьевна, хальхи вăхăтра пирĕн районта нумай ачаллă çемьесем нумай-и?

- Пирĕн район пĕчĕк мар. Юлашки çулсенче ача çуратакансем чаксах пыраççĕ пулин те, нумай ачаллă çемьесем те сахал мар. Хальхи вăхăтра пĕтĕмпе районта нумай ачаллă çемьесем 699 шутланаççĕ. Вăл шутра – 3 ачаллисем – 567, 4 ачаллисем – 97, 5 ачаллă çемьесем – 24, 6-7 ачаллисем – 11. Вĕсенче пурĕ 2277 ача пăхса ÿстереççĕ.

Шел пулин те, тулли мар çемьесем те пур. Вĕсем мĕнпурĕ – 570, çав шутра 3 ачаллисем – 59. Вăл çемьесенче 824 ача ÿсет.

- Инвалид е тăлăх ачасене пăхса çитĕнтерекен ачасем пур-и районта?

- Çапла, тĕрлĕ сăлтавсене пула инвалид ачасем те пур çемьесенче. 183 çемьере пĕтĕмпе 193 инвалид ача ÿсет паян. Ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасем те хальхи вăхăтра районта 47 шутланаççĕ.

- Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх управленийĕ Вĕсемпе мĕнле ĕçлесе пырать, мĕнле çăмăллăхсемпе усă кураççĕ паян пурнăç шайĕ пĕчĕк, нумай ачаллă çемьесем?

- РФ Президенчĕ 1992 çулхи майăн 5-мĕшĕнче «Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парас тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсем çинчен 431 номерлĕ указ кăларнă. Унсăр пуçне 1992 çулхи февралюн 15-мĕшĕнче ЧР Верховнăй Совечĕ «Чăваш Республикинчи çемьесене тата хĕрарăмсене социаллă пулăшу памалли хушма мерăсем çинчен» ятарлă постановлени йышăннă. Çак документсен тĕллевĕ – нумай ачаллă, пурнăç шайĕ пĕчĕк, çемьесене ятран конкретлă пулăшу парасси. Вĕсемпех ĕнтĕ эпир районти нумай çемьесене тĕрлĕ енĕпе çăмăллăхсем паратпăр.

Акă, сăмахран, 4 тата унран ытларах ача пур çемьесем тата 3 ачаллă тулли мар çемьесем врач çырса панă рецептпа 6 çула çитмен ачасем валли эмелсене тÿлевсĕр илеççĕ. Унсăр пуçне, коммуналлă пулăшусемшĕн – хутса ăшăтнăшăн, шывпа, канализаципе, газпа, электроэнергипе усă курнăшăн та нумай ачаллă çемьесене 30 процент чухлĕ сахалтарах тÿлеттереççĕ. Нумай ачаллă çемьере ачасене шкулсенче те тÿлевсĕр апат çитереççĕ.

- Паянхи кăткăс пурнăçра татса памалли ыйтусем кулленех тупăнса тăраççĕ. Нумай ачаллă çемьесенче вĕсем ытларах та. Урăх енчен вĕсене мĕнле пулăшу паратăр?

- Çапла. Кăна тĕрĕсех калатăр. Эпир те ăна лайăх ăнланатпăр, кулленхи ĕçре шута илетпĕр. Çитĕнекен çамрăк ăрăвăн сывлăхĕ, пуласлăхĕ пире те канăçсăрлантарать. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьесенчи условисене тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр, май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр.

- Вĕсем çинче тĕплĕнрех чарăнар-ха?

- Каларăм ĕнтĕ, нумай ачаллă çемьесем тĕрлĕрен çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Акă, сăмахран, вĕене газшăн тÿлессипе 3570,4 пин тенкĕлĕх, электроэнергишĕн – 71,3 пин тенкĕлĕх çăмăллăхсем панă. Çавăн пекех пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьери ачасене сывлăха çирĕплетме 131 путевкăпа тивĕçтернĕ. Кун пек çемьесене гуманитари пулăшăвне те паратпăр, кăçал ăна 170 ача илнĕ. Укçан та май килнĕ таран пулăшатпăр. Кăçал 7 çемьене 4,8 пин тенкĕ, япаласем (кĕпе-тумтир т. ыт. те) 15 çемьене 14,2 пин тенкĕлĕх панă.

Районта ырă кăмăллă çынсем сахал мар. Вĕсен хушшинче предприятисемпе организацисен ертÿçисем те, уйрăм предпринимательсем те пур. Кăçалхи январĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 27-мĕшĕччен районта ыр кăмăллăх марафонĕ ирттертĕмĕр.Çав тапхăрта 12 пин тенкĕне яхăн укçа, 4,5 пин тенкĕлĕх тĕрлĕрен тавар – апат-çимĕç продукчĕсем т. ыт. те пухăнчĕ. Унпа пĕтĕмпех пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьесене пулăшма усă курнă.

- Сире çемьесен пурнăçĕнче мĕнле те пулин пăшăрхантаракан ыйтусем пур-и?

- Кашни хĕрарăма çут çанталăк хисеплĕ те пархатарлă тивлет панă – ăрăва малалла тăсассине. Урăхла каласан, хĕрарăмăн, ача амăшĕн, çуратнă ачине лайăх пăхса, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Çак тивĕç пурнăçра ытларах хĕрарăмсем çине тиенет.

Анчах та районта ăнăçсăр çемьесем те пур. Хĕрарăмсем амăшĕн тивĕçĕ çинчен манса, эрехпе иртĕхеççĕ, ачисем вара выçăллă-тутăллă, нуша курса ÿсеççĕ. Çав вăхăтра хăйсен ырă чĕрисемпе ют ачасене пăхса çитĕнтерекен хĕрарăмсем те сахал мар. Кашни ача йĕркеллĕ аталанса, телейлĕ ачалăхра ÿстĕр тесен вырăнти администрацисенчи çемьесемпе ĕçлекен комиссисен, хĕрарăмсен канашĕсен ытларах тимлемелле.

- Районта Амăшĕн кунне  мĕнле ирттереççĕ?

- Кашни ял администрацийĕнчех ырă ĕçĕсемпе хисепе тивĕçнĕ, маттур ывăл-хĕрсем ÿстернĕ амăшĕсем сахал мар. Вырăнти хĕрарăмсен канашĕсем, ял администрацийĕ культура ĕçченĕсемпе пĕрле пулса Амăшĕн кунне халалласа тĕрлĕрен мероприятисем ирттерĕç.

Юлашкинчен çакна калас килет. Упрар, хисеплер, пулăшар аннесене. Вĕсем пире кунсерен чун ăшшине параççĕ, пурăнма вăй-хăват хушаççĕ. Нумай пурăнччăр вĕсем çут тĕнчере.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика