24 ноября 2004 г.
Ноябрĕн 25-мĕшĕнче районти çамрăксен спартакиади пулать. Ăна çамрăксене физкультурăпа спорт занятийĕсене анлăн явăçтарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевпе ирттереççĕ. Ăмăртăва ял администрацийĕсенчи çамрăксен командисем хутшăнаççĕ. Унта 14-30 çулсенчи 6-шар çамрăк пулмалла.
Программăра. 1-мĕш номерлĕ блокра эстафета иртет. Мечĕкпе чупмалли эстафетăна 3 каччă, 2 хĕр хутшăнать. Уйрăм заданипе ирттерекен эстафетăра та 3-шер яшпа 2-шер хĕр пулмалла.
2-мĕш блокра армспортпа (1 яш, 1 хĕр), мечĕке çапса кĕртессипе (1 яш е 1 хĕр), скакалкăпа сикессипе (пĕрер хĕрпе каччă), туртăнассипе (яшсем), урайĕнчен алă вĕççĕн туртăнассипе (хĕрсем), канат туртассипе ăмăртаççĕ.
Спартакиада район центрĕнчи вĕрентÿпе культура, сывлăха çирĕплетес центрĕн çĕнĕ спорт залĕнче 10 сехетре пуçланать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"