24 ноября 2004 г.
Ноябрĕн 22-мĕшĕнче пирĕн района Самара хулинчи ЭКОС фончĕн президенчĕ С.В. Лебедянцев тата С.В. Симак эксперт килсе кайнă. Вĕсен тĕллевĕ районти вĕрентÿ учрежденийĕсен çĕнĕ моделĕсемпе – вĕрентÿпе культура центрĕсемпе паллашасси пулнă.
Самара хăнисем районти вĕрентÿ пайĕн представителĕсемпе тата вĕрентÿпе культура центрĕсен ертÿçисемпе пĕрле Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче пулса унăн ĕç опычĕпе паллашнă.
Муркаш районĕнче вĕрентÿ системине çĕнетсе лайăхлатассипе нумай ĕçсем туса ирттереççĕ. Вĕрентÿпе культура центрĕсене туса хуни – вĕсен пĕр тĕслĕхĕ. Самара представителĕсем çак центрсене законодательство шайĕнче çарĕплетме пулăшма шутлаççĕ. Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕн ĕçĕпе хăнасем кăмăллă юлнă.
Юлашкинчен Сосновкăрах «çавра сĕтел» евĕр канашлу ирттернĕ. Районти вĕрентÿпе культура центрĕсен ертÿçисем Самара хăнисене кăсăклантаракан нумай ыйтусем çине хуравланă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"