20 ноября 2004 г.
Пĕчĕк предпринимательство бизнес ĕçĕ хальхи вăхăтра çав тери актуаллă. Çавăнпа та вĕсене çак енĕпе малтанхи пĕлÿ пани уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпех ĕнтĕ республикăра «çамрăк предприниматель шкулĕ» вырăна тухса семинар-вĕрентÿсем ирттерни паянхи çамрăк ăрушăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра çамрăксенчен чылайăшĕ хăйсен ĕçне тытăнса çак енĕпе ÿсĕмсем тăвасшăн.
Иртнĕ эрнере районта «Республикăри бизнес-центр» ГУП преподавателĕсемпе пĕрле (центр ертÿçипе – Д.В. Александровпа тата М.В. Черепанова преподавательпе) çамрăксемпе шкул ачисем валли «çамрăк предпринимательсен шкулĕн» семинар-вĕрентĕвне ирттернĕ.
Районта пĕчĕк бизнес мĕнле аталанни пирки район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайĕн ертÿçи Э.И. Симакова каланă. М.В. Черепанова предприниматель ĕçĕпе тренинг ирттернĕ. Унта хутшăннисем хăйсен идейисен 6 çул-йĕрĕпе паллаштарнă, çĕнĕ сĕнĕвĕсене пĕлтерсе ку тĕлĕшри пĕлĕвĕпе тавракурăмне кăтартнă.
Семинар вĕрентÿ çамрăксемшĕн усăллă иртнĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"