20 ноября 2004 г.
Юлашки çулсенче пурнăç лайăх еннелле чылай улшăнчĕ. Бюджет сферинче ĕçлекенсем ĕç укçине, пенсионерсем пенси укçине вăхăтра илсе тăраççĕ. Çакă вăл пĕтĕмпех налуксене вăхăтра пухнипе çыхăннă.
Ыран налук инспекцийĕн ĕçченĕсем хăйсен кунне паллă тăваççĕ. Мĕнле тĕллевсемпе пурăнаççĕ вĕсем паян; Налуксем пухас ĕç еплерех пырать; Çак ыйтусем тавра ирттернĕ хăйсен калаçăвне район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова РФ Налуксемпе тÿлевсен министерствин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 6 № инспекцийĕн патшалăх тĕп налук инспекторĕпе, РФ налук службин 3 рангри советникĕпе П.Г. Чекаловапа.
- Полина Геннадьевна, малтанах кăштах историе аса илер-ха?
- Районта налук службине 1990 çулта йĕркеленĕ. Унччен малтан вăл ĕçе райĕçтăвкомăн финанс пайĕнче туса пынă. Унта патшалăх тупăшĕсен уйрăмĕ пулнă.
2001 çулхи ноябрь уйăхĕнчен тытăнса вара эпир РФ Налуксемпе тÿлевсен министерствин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи Етĕрнери 6 № инспекцийĕ шутланса тăратпăр. Халĕ пирĕн коллективра 9 çын ĕçлет.
- Хăвăрăн тĕп тивĕçĕрсене мĕнре куратăр?
- Районăн экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕ бюджетра мĕн чухлĕ укçа пурринчен килет. Пирĕн тивĕç вара – бюджета укçа ытларах пырса кĕтĕр тесе тăрăшасси, юридически вăйра тăракансем те, уйрăм çынсем те тĕрлĕрен налуксене вăхăтра тÿлеччĕр тесе тимлесси. Налуксене вăхăтра тÿлемесен бюджетра укçа пулмасть, бюджет сферинче ĕçлекенсем те, пенсионерсем те вăхăтра ĕç укçине те, пенсие те илеймĕç. Эпир вара кун пек лару-тăру урăх ан пултăр тесе тăрăшатпăр.
- Налуксем тÿлессипе районта пĕтĕмĕшле лару-тăру пирик мĕн калама пултаратăр?
- Налуксем федерацин, республикăн тата районăн бюджечĕсене пухăнаççĕ. Район бюджетне тупăшран илекен налук, пурлăх налукĕ, çĕр налукĕ тата уйрăм çынсем тÿлекен налук пухăнать. Кăçал вĕсем пĕтĕмпе 17880263 тенкĕ пухăннă. Республика бюджетне организацисем тата уйрăм çынсем транспортшăн тÿлекен налук каять. Пĕтĕмĕшле илсен налуксене пухасси йĕркеллех пулса пырать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ку тĕлĕшпе йывăр лару-тăру пулнине хăвăр та ăнланатăр пулĕ. Ял администрацийĕсемпе илсен, нумайăшĕ çĕр тата пурлăх налукĕсене пуçса пĕтернĕ. Мăн Сĕнтĕр, Катькас, Москакасси, Ярославка ял администрацийĕсенче çак ĕçе çитес вăхăтрах вĕçлессе шанас килет. Налуксене вăхăтра тÿлени пуриншĕн те усăллă, вăл укçа пĕтĕмпех çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма каять.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"