Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне вăрлакана тытнă

17 ноября 2004 г.

 

Юлашки вăхăтра районти уйрăм çын хуçалăхĕсенчен ĕнесем вăрланă тĕслĕхсем çине-çинех тĕл пулчĕç. Çавна пулах килте  ĕне выльăх усракансем канлĕхне çухатрĕç тесен те йăнăшах пулмасть пуль. Пĕтĕмпе çакнашкал 21 тĕслĕх пулчĕ районта. Халĕ вĕсене лăш! Сывласа яма пулашакан хыпар. Çак кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем вăрланă выльăх ашне сутакан «биснесмена» ярса тытнă. Çакăн пирки тĕплĕнрех каласа пама эпĕ районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçин кадрсем енĕпе ĕçлекен çумĕнчен Е.И. Плечовран ыйтрăм.

- Юлашки тĕслĕх иртнĕ шăмат кун каç Катькасра пулса иртрĕ. Вăрă пĕр уйрăм çын хуçалăхĕнчен харăсах ĕнине, пăруне, вăкăрне вăрланă. Оперативлă ĕçлени районти шалти пайĕн ĕçченĕсене преступлени тăваканăн йĕрĕ çине тухма пулăшрĕ. Ăна тытнă чухне вăл ĕне ашне реализацилеме ĕлкĕрейменччĕ, вăкăра кил хуçисене тавăрса панă. Пăруне халлĕхе тупайман-ха.

- Ĕне выльăхсене вăрлакансем миçен; Ăçти çынсем вĕсем?

- Хальлĕхе пĕр çынна тытнă. Вăл Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать. Хăй Етĕрне районĕнче çуралнă.

- Ĕне выльăхсене вăрланă ытти тĕслĕхсем те унăн почеркĕ мар-и?

- Ку тĕслĕхсĕр пуçне вăл Калайкассинчи уйрăм çын хуçалăхĕсенчен ĕне çухалнине те йышанна. Следстви малалла пырать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика