Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ачана тарăн пĕлÿ парассишĕн

17 ноября 2004 г.

 

ЧР Президенчĕ 2004 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче «Вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмне улăштарассине тивĕçтермелли хушма мерăсем çинчен» 15 № Указ йышăнчĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă-ха? Паян пурнăç çав тери хăвăрт аталанса, улшăнса пырать. Халăх хуçалăхĕн кашни отраслĕнчех халĕ тарăн пĕлÿллĕ, ăста специалистсем кирлĕ. Ку вара шкулсенчен те нумай килет. Вĕрентÿ системи умĕнче паян пысăк та конкретлă задачăсем тăраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ЧР Правительстви вĕрентÿ ĕçне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать.

Вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмне улăштарнин тĕп тĕллевĕ – шкулăн хальхи модельне туса хурса вĕрентÿ пахалăхне çĕнетсе лайăхлатасси, кашни ачана вĕрентÿ пулăшăвĕпе усă курма пĕр пек условисем туса парасси, мĕн пур ресурссемпе тухăçлă усă курасси тата вĕрентÿ системине ертсе пырассине лайăхлатасси.

Шкултан вĕренсе тухакан кашни ача конкуренцие чăтма пултартăр, хăйне килĕшекен професси суйласа илсе, вĕренсе пурнăçра хăйĕн выранне туптăр, тетпĕр.

Çак задачăсене пурнăçлассине районта «2003-2005 çулсенче районти вĕрентÿ системине аталантарасси» тата «2007 çулчченхи тапхăрта районти вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçне çĕнетсе лайăхлатасси» программăсенче палăртнă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн районти вĕрентÿ системинче аталану енĕпе чылай ĕçсем пулса иртрĕç. Шкулсен пурлăхпа техника бази пуянланса пырать, компьютерсем хушăнаççĕ. Ялсенчи социаллă пурнăç та лайăхланчĕ: çулсем туни, газ кĕртни те çак енĕпе ырă пулăмсем. Районта хальхи вăхăтра ачасене база шкулĕсене турттарма 10 автобус пур, 10 шкулта ачасене профиллĕ пĕлÿ пама хатĕрлеççĕ, 5 шкулта вĕсене 7 енпе профиллĕ пĕлÿ параççĕ. Вăл шутра: гуманитари, естествăлла наукăсем, филологи, физикăпа математика, биологипе хими, техника, ял хуçалăх технологийĕн енĕсемпе.

Çак профильсене суйласа илнĕ чух районти ĕç рынокĕн спецификине, кадрсемпе епле тивĕçтернине тата пурлăх базине шута илетпĕр.

Анчах та унпа пĕрлех çак пулăма та шута илмех тивет. Районти шкулсенче ачасен хисепĕ чакса пырать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕпе танлаштарсан, кăçал вĕренекенсен хисепĕ 281 ача чухлĕ чакнă, класс-комплектсем 35 сахалланнă.

39 шкултан 27-шĕ – пĕчĕк комплектлă, вĕсенче пĕр учитель темиçе предмета вĕрентет.

Республикипе илсен, пĕр класра вăтамран 17,4 ача пулсан, пирĕн районта вĕсен хисепĕ 15,7 ачапа танлашать.

Шкулсенче вĕренекенсен хисепĕ сахал пулни вĕсене тытса тăма укçа уйăрасси çине те витĕм кÿрет. Çавна май пĕр ачана вĕрентесси те хакла ларать. Çуткÿл, Якаткасси, Ильинка, Тивĕш, Атапай шкулĕсенче вăл пĕр ача пуçне 9733-12000 тенкĕпе танлашать пулсан, нормативпа килĕшÿллĕн пĕр ача пуçне бюджетра 7262 тенкĕ кăна пăхса хăварнă. Çав вăхăтрах пĕчĕк комплектлă шкулсенче вĕрентÿ результачĕ те пур чухне те паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтермест.

Çак сăлтавсене шута илсе ĕнтĕ, шкулсен тытăмне улăштармалли республикăри программăпа килĕшÿллĕн, районта вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçне çĕнетсе лайăхлатассипе тимлетпĕр. Çав тĕллевсене пурнăçлама районта шкул округĕсем 4 пулаççĕ: Муркашри, Мăн Сĕнтĕрти, Калайкассинчи тата Йÿçкассинчи вăтам шкулсен базисем çинче. Пĕтĕм тĕнчери çĕнетÿпе аталану банкĕ база шкулĕсене нумай çĕнĕ оборудованипе, вĕрентÿ материалĕсемпе тивĕçтерчĕ. Çав шкулсене профиллĕ вĕрентÿ пама ачасене ытти шкулсенчен автобуспа турттараççĕ, тĕп пĕлĕве вара вĕсем хăйсем пурăнакан вырăнти шкулсенче илеççĕ.

Хальхи вăхăтра, районĕпе илсен, 38 вĕренекен пуçне пĕр компьютер лекет пулсан, база шкулĕсенче - 35 ача валли пĕр компьютер. Ялти вĕрентÿ центрĕсене  1,5 млн тенкĕлĕхе яхăн суммăлăх компьютерсемпе ытти электронлă оборудовани килнĕ. Иртнĕ çулта шкулсем валли 430 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕ илнĕ пулсан, кăçал вĕсем тĕп шкулсене 627 пин тенкĕлĕх килмелле. Нумаях пулмасть Сосновкăри вĕрентÿпе культура комплексĕнче те çĕнĕ спорт зал хута кайрĕ. Шкулсене учебниксемпе тивĕçтересси те палăрмаллах лайăхланчĕ (104-106 процент).

Туса ирттернĕ ĕçсем, тивĕçлĕ мерăсем йышăнни вĕрентÿ ĕçĕн пахалăхне палăрмаллах лайăхлатма май пачĕç. Çакна пĕрлехи патшалăх экзаменĕн результачĕсем те уçăмлăн çирĕплетеççĕ. Уйрăм предметсемпе экзаменсене çулран-çул  лайăхрах тытакансен хисепĕ те ÿссе пырать. Акă, сăмахран, математикăпа пĕрремĕш çул вĕренекенсен 34,6 проценчĕ лайăх паллăсем илнĕ пулсан, кăçал «4» тата «5» паллăсем илекенсен хисепĕ 59,3 процентпа танлашрĕ, вĕренме кĕрекенсен йышĕ те 61 процентран 66 процента çитрĕ.

2004-2005 вĕренÿ çулĕ умĕн, районти программăпа килĕшÿллĕн 6 шкула реорганизациленĕ. Малашне те, демографилле лару-тăрăва пăхса тухса, ашшĕ-амăшĕсен йышăнăвне шута илсе, çак ĕçе малалла тăсма тивет.

«Раççей Федерацийĕнчи вырăнти самоуправление йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн, вĕрентÿ ĕçне мĕн пур учрежденисенче йĕркелесе пырассине малашне муниципаллă районсен пурнăçлама тивет.

Çавăнпа та база шкулĕсене суйласа илнĕ чухне эпир çав окургра вăтамран миçе çын пурăннине, шкул микрорайонĕн кашни ялĕнче пурнăкансен хисепне, ĕçлекен кашни 100 çын пуçне миçе ача лекнине шута илетпĕр. Унсăр пуçне, район бюджетĕнчен 1 ача пуçне мĕн чухлĕ укçа уйăрнине те шута илмесĕр тăма пултараймастпăр, миçе ача вĕренни шкула тытса тăма май панине те палăртатпăр.

Район администрайцийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ вĕрентÿ ĕçĕн пахалăхне лайăхлатса пыма малалла та шкулсен тытăмне улăштарассипе ĕçлеме шутлать. Ку енĕпе пĕчĕк комплектлă уйрăм шкулсене пĕр шкула пĕрлештерни* хăш-пĕр пуçламăш шкулсене хупса унта вĕренекенсене çывăхри вăтам е тĕп шкула куçарни* пĕчĕк комплектлă пуçламăш шкулсене вăтам е тĕп шкулсен филиалĕсем туса хуни* пуçламăш шкулсене ялсене сыхласа хăварса вĕсене вăтам е тĕп шкулсен составне кĕртни* шкул статусне упраса хăварса профиллĕ пĕлÿ пама хатĕрлессине е профиллĕ пĕлÿ парассине йĕркелеме шкулсен ассоциацине туса хурасси вырăнлă пулмалла.

ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви çапла шутлать: енчен те çав микрорайонта 1-9 классенче вĕренекенсем – 110 ача, 1-11 классенче 140 ача пулсан, унта çĕнĕ шкул тума юрать, Анчах та, ачасем çураласси паянхи шайрах пулсан, малашне шкулта вĕренекенсен хисепĕ 30 процент таран чакма пултарать.

Вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмне улăштарасси ансат ĕç мар. Çавăнпа та кунта пурне те шута илсе тĕрĕс йышăну тумалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика