Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей вĕренÿ министрĕ Ольга ВАСИЛЬЕВА: Шкул пулсан ял пурăнать!

14 сентября 2016 г.

Ĕнер, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Чăваш Енре «Ял шкулĕн вĕрентекенĕ — Раççей аталанăвĕн векторĕнче» Пĕтĕм Раççейри ял вĕрентекенĕсен 3-мĕш съезчĕ иртрĕ. Унăн ĕçне хутшăнма Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева килчĕ. Съезда Раççейĕн 62 регионĕнчен 505 педагог хутшăнчĕ.

Ял вĕрентекенĕсен анлă форумĕ пуçласа 2013 çулта Мускавра иртнĕ. Икĕ çул каялла делегатсене Тамбов облаçĕ йышăннă. Черетлĕ пухăва мĕншĕн пирĕн республикăра ирттерме шут тытнине вара тавçăрма йывăр мар: Чăваш Енре юлашки çулсенче вĕренÿ тытăмне аталантарассипе курăмлă улшăну чылай пулса иртет.

Пĕлÿ çурчĕ кăна мар

С ъ е з д ă н п л е н а р л ă п у х ă в н е К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче ирттерчĕç. Ăна Раççей Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова ертсе пычĕ. Президиумра — Раççей вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пулăшуçи Олег Машковцев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Вячеслав Никонов, К.Г.Разумовский ячĕллĕ Технологисемпе управлени Мускав патшалăх университечĕн ректорĕ Валентина Иванова.

Михаил Игнатьев килсе çитнĕ аякри хăнасем, йĕркелÿçĕсем умĕнче паянхи Чăваш Ене пĕтĕмĕшле сăнласа пама пуçличчен тин çеç министр должноçне йышăннă Ольга Васильевăна пирĕн регион тăвакан утăмсене пысăка хурса хакланăшăн, республикăна пысăк шанăç кÿнĕшĕн тав турĕ. Регион тăнăçлă аталанса пынине, ăна авалтан çирĕпленнĕ йăласем тĕревленине палăртрĕ. Республикăри халăхăн 39 проценчĕ ялсенче пурăннă май ку хутлăхра инфратытăма çĕнетессипе çыхăннă улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. Садиксем тăвассипе, спортзалсене çĕнетессипе юлашки çулсенче пулнă ырă кăтартусене асăнчĕ. Республикăн чăн пуянлăхĕ унăн çыннисем тесе палăртнă май вĕсен ăс-тăн аталанăвĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулма тăрăшнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Паянхи кун вĕренÿ тытăмне аталантарассин пĕр енĕ профориентаци ĕçĕ пулнине кура хальхи вăхăтра хута яракан çĕнĕ проектсене, уйрăммăн илсен, çитĕнекен ăрăвăн инженери хутлăхĕнчи пĕлĕвĕсене ан-лăлатассипе çыхăннă программăсем пуçарнине палăртрĕ.

Технологисемпе инфратытăм вĕренÿ тытăмĕн аталанăвĕшĕн тем пек пĕлтерĕшлĕ пулсан та сумлă вырăнта педагог пулмаллине шута илсе Михаил Игнатьев съезда пухăннă мĕнпур вĕрентекене хăйсен ĕçне, ачасене юратнăшăн, ĕçре чăн-чăн профессионал пулнăшăн тав турĕ.

Олег Машковцев вĕренÿ тытăмне тухăçлă ĕçлеттерес тесен татса памалли çивĕч ыйтусене пайăр-рăн асăнчĕ. Сăмахран, паян пурне те калаçтаракан ыйту — вĕрентекенсен шалăвĕ. Полпред пулăшуçи тĕрĕсех çирĕплетет: чылай регионта учительсен ĕç укçине ÿстерессине сехетсен тиевне пысăклатнипе кăна тивĕçтернĕ. Шалăвăн хавхалантару пайне кама мĕнлерех тÿлесси тавра та иккĕленÿ- тавлашу çуратакан смантсем чылаййине каларĕ Олег Александрович.

Пленарлă пухура Вячеслав Никонов сăмах илчĕ. Патшалăх Думинче шăпах вĕренÿ тытăмне аталантарассишĕн çине тăраканскер, ку енĕпе çĕршывăн историне те, паянхи лару-тăрăва та никамран лайăх пĕлет тесен — тĕрĕсех. Эппин, ялти вĕрентекен чăннипе кам пулнине аван чухлать, унăн миссийĕн анлăшĕ ачасене пĕлÿ парассипе кăна чикĕленменнине тарăннăн ăнланать.

— Шкул пур тăк — ял та пулать, вăл пулмасан вара... — терĕ Вячеслав Алексеевич Раççейре пысăк хуласем темĕн чухлĕ пулин те вĕренекенсен йышĕн ытларах пайĕ ялта пурăннине шута илсе.

Калаçу хуларан аякри шкул пĕлÿ çурчĕ кăна мар, вырăнти халăха пĕрлештерекен социокультура центрне çаврăнни тавра кăшăлланчĕ. Калăпăр, спортзалсене тĕплĕ юсанă май вĕсенче ачасемсĕр пуçне вырăнта пурăнакан çынсем те сывлăхне пиçĕхтерме пултараççĕ. Раççей Парламенчĕн ĕçченĕ малашлăхра хайхи социокультура чăн-чăн центрĕсем кивелнĕ, юхăннă шкулсенче йĕркеленейменнине те палăртрĕ, çавна май федераци программипе килĕшÿллĕн çитес 10 çулта Раççейре çĕнĕ 500 шкул хута ямалли, вĕсенче вĕренекенсем валли 6,5 млн вырăн пулмалли çинчен асăнчĕ.

Раççей Патшалăх Думин Экономика политикин, инноваци аталанăвĕн тата предпринимательлĕх комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков юлашки çулсенче çĕршывăн сумлă вузĕсенче ялти шкултан вĕренсе тухнă студентсем йышланнине, çакă ППЭ пуриншĕн те пĕр пек майсем уçнипе пĕрлех педагогсен профессионаллăхĕ ÿснипе те çыхăннине палăртрĕ.

Съезда «Раççей шкул ачисен юхăмĕн» ертÿçи Сергей Рязанский хутшăнни ачасемпе çамрăксен тин çеç пуçарса янă организацийĕ малашлăхра ял шкулĕсемпе пушшех тачă çыхăну йĕркелес тĕллевлине систерет. Сергей Николаевич юхăм мĕнлерех енсемпе аталанассине палăртрĕ. Паллах, патриот воспитанийĕ, ачасене харпăр хăйне аталантарма майсем йĕркелесси тĕпре пулĕç.

Алă çупсах йышăнчĕç

Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева сăмах илессе залра ларакансем мĕнлерех чăтăмсăррăн кĕтнине вулакан та чухлать пулĕ. Ăна сăмах париччен съезд модераторĕ Алена Аршинова съезда килнисене мĕн пĕтĕçтернине асăнса кайнă май çапла каларĕ:

— Ĕçтешсем, пире пурне те шанчăк пĕрлештерет. Çав шанчăк вара çĕнĕ должноçа тин çеç йышăннă Ольга Юрьевнăпа çыхăннă.

Министр хайĕн калаçăвне ял шкулĕн аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ самантсем тавра йĕркелерĕ.

— Пуçламăш шкул — пĕлÿ парас ĕçĕн никĕсĕ. Çавна май сахал комплектлă мĕнпур шкула сыхласа хăварассишĕн çине тăмалла, — терĕ вăл.

Залра ларакансем министр каланипе килĕшсе тăвăллăн алă çупрĕç. Çакăн хыççăнах делегатсем тахçантанпах кĕтнĕ шухăша та илтрĕç: Ольга Юрьевна пуçламăш классенчи ачасене пур шкулта та — Калининградран пуçласа Инçет Хĕвелтухăç хутлăхĕнчисем таранах — пĕртен-пĕр никĕс програм-мăпа вĕрентмеллине пусарсах каларĕ. Вĕрентекен ĕçне бюрократла кĕшĕлтетÿпе — кирлĕ-кирлĕ мар отчетсем çырассипе — чăрмав кÿмелле марри çинчен ыйту çирĕп тăратни çинчен пĕлтернине те педагогсем савăнсах йышăнчĕç.

Министр съезда хутшăнакансене дискусси лапамĕсенче хастар ĕçлеме, чăннипех кирлĕ резолюцисем йышăнма ыйтрĕ.

Лапамсем тенĕрен, пленарлă пухăвăн пĕрремĕш пайĕ хыççăн делегатсем пилĕк ушкăна пайланчĕç. Ялсенче вĕренÿ тытăмне лайăхлатасси, ял тата хула шкулĕсенчи ачасем валли пĕлÿ илме пĕр пек майсем йĕркелесси, ялта ĕçлекен вĕрентекенсене социаллă пулăшу парасси, ял шкулĕсенче инçет вĕренĕве йĕркелесси — тавлашу лапамĕсенче çак ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Ирина ПУШКИНА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика