10 ноября 2004 г.
Юлашки çулсенче преступленисен шучĕ ÿссе пырать. Çав шутран йывăр преступленисем те. Ку вăл Раççейĕпех, республикипех çапла. Пирĕн районта та Кăçалхи 10 уйăхра, акă, пĕтĕмпе 390 преступлени тунă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтри кăтартуран ку 22,6 процент чухлĕ нумайрах. Пĕтĕм преступленисенчен 72,4 процентне уçса панă. Çак таранччен тунă преступленисенчен 173-шĕ – вăрлани, вĕсенчен 76-шне уçса панă. Вĕлерни – 14 тĕслĕх!!!
Наркомани пирĕн район тăрăх çÿрет ĕнтĕ. Эрех туса сутакансем ахаль те алкоголизм ăшне путса пыракансен йышне татах ÿстереççĕ: чарса чарăнмаççĕ. Саккунпа пĕрре урлă пулнисем çул çитмен çамрăксене тĕрĕс çултан пăраççĕ. Эпир ача чухне «Манăн милици мана хÿтĕлет» текен каларăш вăйраччĕ. Паян хÿтĕлет-ши вăл пире; Çак ыйту тавра калаçнă та редакцин социаллă пурнăç пайĕн ертÿçи Л. ПАВЛОВА районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн кадрсемпе ĕçлекен çумĕпе Е.И. ПЛЕЧОВПА.
- Евгений Иванович, лару-тăрăва лайăхлатас тесе районти шалти ĕçсен пайĕ мĕн тăвать?
- Пирĕн чи пирвайхи задача вăл – май килнĕ тарн общественноç вăйĕпе усă курмалла. Шкул директорĕсен, хуçалăхсен ертÿçисен, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен айккинч юлма юрамасть. Халăх пулăшмасан, пĕр милици хăй кăна йĕрке туса çтереймест.
Ак, шутлса пăхăр-ха. Пĕтĕм преступленирен çуррине яхăн – вăрлани. Мĕн чухлĕ коллективлă сад пирĕн район территорийĕнче. Вĕсен ертÿçисем йĕркеллĕ хурал тытмаççĕ. Çавна май вăрланă тĕслĕхсен йышĕ ÿссе пырать. Милици ĕçченĕсем кашни дача çуртне хуралласса çитереймеççĕ вĕт. Е районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенех илер-ха. Тимлĕрех пăхăр-ха: ĕç вĕçленет те вăл е ку техникăна çийĕнчех пуçтарса лартмаççĕ. Мĕн кăна хуçасăр йăваланса выртмасть пулĕ. Пирĕн «Шырав» ушкăн çĕрле чылай пулас преступленисене сирет, йĕркене пăсакансене тытса чарать. Çавăн пекех кашни каç шкулсемпе клубсене, магазинсемпек столовăйсене ятарлă ушкăн тĕрĕслет. Анчах вырăнти ертÿçĕсен вырăнта йĕрке тумалла. Милиципе общественноç пĕрле пулсан, малаллах тăватпăр утăмсене.
Палăртмалла, ку тĕлĕшпе халĕ лав вырăнтан тапранчĕ ĕнтĕ. Сентябрь вĕçĕнче – октябрь пуçламăшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Е.Д. Макаров пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисене пуçтарса калаçрĕ ку ыйтупа. Хуçалăх ертÿçисем районти шалти ĕçсен пайне пулăшма хатĕрри пирки пĕлтерчĕç: çунтармалли-сĕрмелли материалпа е урăх енĕпе.
Иккĕмĕш тĕллев пирĕн вăл – паян ĕçлекен хамăр сотрудниксен пĕлĕвне пахалăхлă ÿстересси. Професси шайне ÿстерме эпир майсем туса паратпăр: заочно майпа юридици пĕлĕвне илме пулать.
Паянхи куна пирĕн 5 ваканси. Паянхи çамрăксем паян васкасах милицие ĕçлеме килесшĕн мар. Вуншар çул каялла пирĕн пата ĕçе кĕме черет пысăкчĕ.
- Халăхра час-часах милици ĕçченĕсем пирки хисеплемесĕр калаçнине илтме пулать. Тен, çавăнпах паянхи çамрăксем милици ĕçченĕсен тумне тăхăнма васкамаççĕ?
- Ку вăл Муркашри милиционерсене çеç хисеплеменни мар пулĕ. Телевизорпа мĕн кăна пĕлместпĕр: йĕрке хуралĕнчи вăй хуракансем хăйсем мĕнле кăна йĕркене пăсмаççĕ. Ман шутпа, кунта пирĕн патшалăх политики тĕрĕсех мар пек туйăнать. Патшалăх шалти ĕçсен пайне мораль тĕлĕшĕнчен çирĕп çынсем ĕçе вырнаçчăр тесе тăрăшмасть. Çавăнпах ĕнтĕ кадрсем суйланă чухне вăтам звеноранах суйласа илме тивет.
- Сирĕн коллективра шалти ĕçсен службине ăнсăртран лекнĕ çынсем çук-и? Ку тĕлĕшпе сывлăш таса-и пирĕн районта?
- Пытарма кирлĕ мар, шалти ĕçсен паяĕн ĕçченĕн тумне тивĕçсĕр тăхăннисем пирĕн хушăра та пулчĕç. Мĕн тăвăн, ĕçрен хăтарма тиврĕ вĕсене. Мĕншĕн тесен Евгений Дмитриевич ыйтăва тÿрех çапла лартрĕ: кам чун-чĕререн пурнăçласшăн мар хăйĕн тивĕçне е йĕркене кĕме кăмăл çук – кун пеккисем пирĕн ретре пулмалла мар. Чăннипех те, тĕп-тĕрĕс ыйтни çакă. Палăртмалла, паян йĕрке хуралĕнче чăннипех те хăй ĕçне юратакансем вăй хураççĕ. Хамăр пакунсемшĕн пире паян намăс мар.
Автортан. Чăннипех те, яваплăха туйса татса калани çакă. Апла пулсан халăха хытă хумхантаракан ыйтусене татса парассинче те улшăнусем пур пулĕ-ха. Вĕсем çине ырă хуравсем кĕтсе Евгений Ивановичпа малалла эпĕ çак ыйтусене патăм.
- Ытти районсем пирки калама пултараймастăп, анчах пирĕн районта неформалсем çул çитмен çамрăксен ашшĕ-амăшĕсен пуçне самаях ыраттараççĕ. Ку ыйтăва мĕнле татса пама шутлатăр?
- ку енĕпе те пăр тапранчĕ ĕнтĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ вĕсене кашнине хăйĕн патне чĕнсе калаçрĕ. Малашне ку тĕлĕшпе лару-тăру лайăхланмалла.
- Çул çитмен çамрăксене тĕпсĕр тарăна тĕкекен сăлтав – наркомани. Пурнăçăн çак хăрушă чăнлăхне хирĕç епле кĕрешетĕр?
- Шел пулин те, 2002 çулта ку ыйтупа ĕçлекен специалистăн ставкине пĕтерчĕç. Шупашкарта ку тĕлĕшпе ятарлă комитет йĕркелерĕç. Паянхи куна ку тĕлĕшпе эпир ытларах наркомание хирĕçле агитаципе ĕçлетпĕр. Кирлĕ чухне хуларан специалистсене чĕнсе илетпĕр.
- Паян ялта пĕр кил урлă, нумай хваттерлĕ Хăш-пĕр çуртсенче те кашни хваттерте тенĕ пекех (тен, пысăклатса та калатăп пулĕ) спиртлă шĕвек туса «укçа çапасси» модăна кĕчĕ. Çав çынсене йĕркерен кăларакансене мĕнле йĕркене кĕртсе çитермелле?
- Ку тĕлĕшпе те ÿкерчĕк малтанхи мар. Лару-тăру лайăх енне сулăнчĕ. Евгений Дмитриевич хăй те пĕрре кăна мар вырăнти ял администрацисене кайса çÿрерĕ. Кам-кам çак «бизнеса» кÿлĕннисен хушамачĕсене тупса килчĕ-килчех. Халĕ задача çавăн пек списокрисене кашнине ярса тытмалла: административлă майпа явап тыттармалла. Кашни ирех вăл халь кашни участковăйран çакăн пирки питĕ çирĕп ыйтать. Хăй те вăйлă ĕçлет ку енĕпе: 22 сехетсĕр унăн пĕр кун та ĕç кунĕ вĕçленмест.
Тата çакна палăртма кăмăллă: сотрудниксенчен вăл çирĕп ыйтать, çав хушăрах вĕсемшĕн тăрăшать те. Коллектив кăмăллă çакăнпа. Йывăрлăха та вăл пурне те пĕр пек пайласа ярать. Ним тумасăр алла кĕсьене чиксе çÿрекенсене тÿрех асăрхать. Ку питĕ кирлĕ самант. Криминаллă лару-тăру районта лайăхланмаллах. Лайăхланатех.
Автор шухăшĕ. Чăннипех те, ăш-чикре, чун-чĕрере лăпкăрах çак сăмахсем хыççăн. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме вара районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене мĕн чухлĕ çирĕплĕх, чăтăмлăх кирлĕ. Чăтăмлăх тенĕрен, вĕсен çеç-и? Çук, йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсен – мăшăрĕсен те çителĕклех пулмалла вăл. «Çирĕп тылсăр çĕнтерÿ тума йывăр», - тет Евгений Иванович хăйсен служби пирки. Çавăнпах ĕнтĕ паянхи уявра та чи маттур милици ĕçченĕн чăтăмлă мăшăрне уйрăм парнепе хавхалантарĕç.
- Евгений Иванович, уяв умĕн маттуррисенчен те маттуррисене ятран асăнмаллах пек. Эсир унта камсене кĕртетĕр?
- Чи малтанах манăн çак хушаматсене асăнас килет: патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ертÿçи А.В. Ершов, А.П. Алексеева следователь, милици участокри уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн ертÿçи В.И. Михайлов. Ĕç - унăн пурнăçĕ, тесен, Василий Иванович мĕн тери пултарулли уçса парăнать пулĕ, тетĕп. Е тата Н.М. Цветкова илер. Ларса-тăма пĕлмест вăл. О.Л. Николаева следователь те маттур.
- Уяв саламне калас кăмăл пур пулĕ-ха?
- Районти шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсене (вĕсем пирĕн 42ĕн), ĕçтешсене, вĕсен çемйисене пурне те милици ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Пирĕн çăмăл мар ĕçре çирĕп сывлăх, çитĕнÿ, мăшăрсене – чăтăмлăхи сунатăп.
- Сирĕн коллектива килме хатĕрленекенсене мĕн каланă пулăттăр?
- Сире сержантпа офицер составĕнче кĕтеççĕ. Çартан таврăнтăр пулсан, е çара тивĕç пулсан, пирĕн пата ĕçлеме килĕр. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнисене сержантсем, ятарлă вăтам пĕлÿ илнинчен кая мар пулсан, офицерсем пулатăр. Сирĕн тÿлевсĕрех юридици пĕлĕвне илме май пур. Патшалăх гарантийĕсем, патшалăх пулăшни (тумтирпе тивĕçтерни) службăра çăмăллăх кÿрĕ. Чунна парсах ĕçлеме хатĕр çамрăксене эпир ялана хапăл тăватпăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"