06 ноября 2004 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче акнă-лартнă ял хуçалăх культурисене, пĕтĕмĕшле илсен, уй-хиртен тирпейлесе кĕртрĕç. Шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсенче çапса илме ĕлкĕреймен нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсем пур-ха. Çанталăк шăнтсан-тирпейленсен вĕсене пухса илме те майсем пулаççех ĕнтĕ, çапах та ку ĕçе çакăн пек вăраха ямалли сăлтавсем те пулман кăçал. Çаврăнăçуллă хуçалăхсенче пĕтĕм вырма ĕçĕсен комплексĕ йĕркеллĕ пурнăçланса пычĕ, тăкак-çухатусем те ун пекех палăрăмлă вырăн йышăнмарĕç. Вырма тапхăрĕнче кăçал çанталăкĕ те ял çынни еннерех çаврăнчĕ, пысăк чăрмавсемех кÿмерĕ.
Çапах та шухăша яракан самантсем сахал мар, уйрăмах вăрлăх хуçалăхне илес пулсан. Паха вăрлăх пысăк тухăç никĕсĕ текен чăнлăха ăшран кăларман пулсан. Ку вара хуçалăхсен ертÿçисене те, тĕп агрономĕсемпе ытти специалистсене те, мĕнпур ĕçченсене те пĕр пекех пырса тивмелле. Майлашăнса пыракан лару-тăрура вара канлĕх валли вырăн çукрах.
Кăçалхи çур акине районти хуçалăхсем ака кондицине тивĕçтерекен 86 процентлă, çав шутра пĕрремĕшпе иккĕмĕш класа ларакан 47 процентлă вăрлăхпа тухрĕç. Мĕнпур вăрлăхăн 12 проценчĕ элита репродукцине тивĕçтерекенни, 63 проценчĕ 1-4 класли пулнă. Сакăр хуçалăхра пĕтĕм çуртрисене кондициллĕ вăрлăхпа кăна акнă. «Оринино» хуçалăх ака лаптăкĕсене йăлтах паха вăрлăх варăнтарнă. «Ударник», «Герой», «Свобода» хуçалăхсем те ку енĕпе пысăк тăрăшулăхпа палăрнă. Çак лаптăксенчен илнĕ тухăç та япăх мар. Çитес çул валли тухса тăракан лару-тăру вара пăшăрхантарать.
Маларах палăртрăм ĕнтĕ, кăçал хирти тыр-пула тирпейлĕ пухса кăтрмешкĕн çанталăк пысăк чăрмавсем кăларса тăратман. Çитес çул акмашкăн паха вăрлăх хатĕрлеме хуçалăхсен йĕтемĕсем çинчех майсем çителĕклĕ пулнă. Анчах та кунта паянхи палăрăмлă самантсем çинче чарăнса тăмах тивет. Пытарма кирлĕ мар, чылай хуçалăхра тырă аламалли-сăвăрмалли техника кивелсе çитнĕ. Комбайнсем вырса илнĕ тырра йĕркеллĕ тирпейлемешкĕн хуçалăхсенче ĕç аллисем çитменни те, йĕтемсем çинче ĕçлекенсемпе тивĕçлĕ ĕç килĕшĕвĕсем туманни те ĕçе япăхтарчĕ кăна.
Кăçалхи çурхи тата çу уйăхĕсен малтанхи кунĕсем çумăрлăрах тăни лару-тăрăва татах кăткăслатрĕ. Укçа-тенкĕ çукки тата ытти сăлтавсем çине йăвантарса, хăш-пĕр хуçалăхсенче çум курăкĕсемпе кĕрешессине, гербицидсемпе усă курассине хăй еккипе ячĕç. Вырма çитсен вара йĕтемсем çине уйран çумлă тыр-пул килме тытăнчĕ. Вăрлăха кирлĕ пек тасатса хатĕрлеме аласем çитмеççĕ. Хуçалăхсен йĕтемĕсем çинче вăй хуракан опытлă машинистсен йышĕ те юлашки çулсенче хавшарĕ. Çавăнпа та çитес çулхи çур акине мĕнле вăрлăх хатĕрленин пĕтĕмлетĕвĕсем хальлĕхе пĕртте савăнтараканнисем мар.
Акмашкăн хуçалăхсене пĕтĕмпе 50380 центнер вăрлăх кирлĕ. Çакăн чухлĕ хисеп пур, анчах вăл уйрăм хуçалăхсем вăрлăха кирлинчен ытларах хатĕрленĕрен кăна. «Нива», «Хлебороб», К. Иванов яч. хис., «Волга», «Динамо» хуçалăхсенче вăрлăх палăртнă чухлĕ çук. Паянхи куна «Нива», «Динамо», «Колос» хуçалăхсенче тĕп агрономсем те çук пулсан, пулас тухăç никĕсĕшĕн камран ыйтайăн?
Районти вăрлăх инспекцийĕнче тĕрĕслеттернĕ хисепрен (50380 центнер) 15854 центнерĕ кăна (31 процент) ака кондицине тивĕçтерет. Лару-тăру «Герой», «Восток», «Передовик», «Ударник», «Юнга» хуçалăхсенче кăна ăнăçлăрах. Ултă хуçалăхра кондициллĕ вăрлăх пачах çук. Тĕрĕслеттернĕ вăрлăхран пĕтĕмпе те 6896 центнерĕ çеç пĕрремĕшпе иккĕмĕш класлă пулни ытлах та çителĕксĕр. Хальлĕхе акма хатĕрленĕ вăрлăхăн 69 проценчĕ ака кондицине лармасть. Ку таранччен эпир нихăш çул та çакăн пек килĕшÿсĕр кăтарту патне çитменччĕ. Тасалăх енĕпе, çум курăк вăррисемпе «пуян» вăрлăх тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемеллисен шутне Ленин яч. хис., «Тораево», «Сеятель», Ильич яч. хис., Е. Андреев яч. хис., К. Иванов яч. хис., Мичурин яч. хис., Чапаев яч. хис., «Чемеево», «Волга», Чкалов яч. хис. хуçалăхсем кĕни ертÿçĕсемпе тĕп агрономĕсене шухăшлаттармаллах.
Çуркунне вăрлăха имçамламасăр акнăран «Нива», Мичурин яч. хис., Чкалов яч. хис,. «Колос» хуçалăхсен çурхи тулă вăрлăхĕ вутпуççи чирĕпе уйрăмах аптăрать. Çуртри вăрлăхсем ака кондицине тивĕçтерменни (уйрăмах шăтаслăх енĕпе) уйран килекен тырăна вăхăтра типĕтме-алама алă çитменнипе, типĕтмелли агрегатсем çителĕксĕр пулнипе те çыхăннă.
«Герой», «Юнга», Е. Андреев яч. хис. тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем хальхи вăхăтра вăрлăхлăх тырра тепрĕ хут алас-тасатас ĕçе кÿлĕнчĕç. Ытти хуçалăхсен те ку енĕпе çаврăнăçулăх кăтартмалла. Такамшăн мар, хăйсемшĕн. Çитес çур аки валли паха, пысăк тухăç паракан сортсемпе культурăсен вăрлăхĕсене хатĕрлессипе те çине тăрса ĕçлемелле. Сăмахран, клейковина хисепĕ пысăк «ирень» (кăçал ăна «Герой» хуçалăхра акса пăхнă), «пирамида» çурхи туллăн сорчĕсене Çĕрпÿри наукăпа тĕпчев институтĕнче туянма пулать. Хуçалăхсем хăйсем хушшинче те тивĕçлĕ килĕшÿсем тума пултараççĕ. Паха вăрлăх хатĕрлессишĕн вара кашни хуçалăхрах тимлĕх те тимлĕх кирлĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"