06 ноября 2004 г.
Шăпах çапла каларĕ Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан В.Г. Воробьева иртнĕ кĕçнерни кун хăйне РФ Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕн управляющийĕ Х.М. Тимофеева коллективпа пĕрле Мăн Сĕнтĕрти филиалта 10 пин тенкĕ парнеленĕ чух. Мĕншĕн тивĕçрĕ тетĕр-и çакăн пек пысăк парнене 76 çулхи пенсионерка; Перекет банкне шаннăшăн. Кун пек ырă утăма Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕ пĕрремĕш тумасть. РФ Перекет банкĕ Йĕркеленнĕренпе 163 çул çитес умĕн çак чыса кам тивĕçнине тĕплĕн шутларĕç коллективра. Вуншар çул Перекет банкĕн пулăшăвĕсемпе усă куракансем хушшинче ĕнтĕ шăпах В.Г. Воробьева. Вăл кунта 1955 çулта уçнă счечĕ Паян та вăйра. Хăвăрах шутласа пăхăр: 50 çула яхăн Валентина Гордеевна Перекет банкĕн вкладчицы.
- Тавах Сире пире шаннăшăн, - терĕ кинемине Харитина Мироновна.
- Пенсие те Перекет банкĕ урлă илетĕп. Ку çав тери меллĕ. Хăçан кирлĕ çавăн чухне илме пулать хăвна кирлĕ суммăна, - тет кинеми. – Ниçта кайса вăхăта ирттермесĕрех электроэнергипе, газпа усă курнăшăн, ытти услугăсемшĕн те тÿрех тÿлеме пулать ç тет Валентина Гордеевна. Ăна районта пĕлмен çын çук та пулĕ. 1968 çулта ăна «Рассвет» хуçалăхне ертсе пыма шанаççĕ. Кайран «Сундырский» ят парсан та 3 çул унăн директорĕнче вăй хурать 1976 çулччен. Хыççăн 8 çул ОКЦ директорĕ пулса ĕçлет. Кĕскен, çынпа калаçма, вĕсене ĕçлеттерме пĕлекен ертÿçĕ пулнă вăл. Паян та çулне кура мар çивĕч-ха вăл.
Куртăр пуль, Перекет банкĕпе туслă пулни кĕтмен телей патне илсе пырать. Эппин, ытлараз усă курăр унăн пулăшăвĕсемпе. Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕнче те, унăн Мăн Сĕнтĕрти филиалĕнче (ăна В.И. Николаев ертсе пырать) халăхпа тарават, хăй ĕçне пĕлекен маттур специалистсем ĕçлеççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"