06 ноября 2004 г.
2004 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче Раççей Перекет банкĕн чăваш уйрăмĕ «Пенсионный Сбербанка России» тата «Пенсионный плюс Сбербанка России» вк4ладсемпе Муркашра вылявсен тиражне ирттерет. Укçан парнесене Раççей Перекет банкĕн Муркашри 7034-мĕш номерлĕ уйрăмĕн учрежденийĕсем урлă пенси илекен – «Пенсионный СР РФ» тата «Пенсионный плюс СБ РФ» вкладсен хуçисем хушшинче выляттараççĕ.
«Пенсионный плюс Сбербанка России» вклада пенси илекенсенчен 3 çуллăха йышăнаççĕ. Ку вкладпа процент ставки, пырса иличченхи вкладпа танлаштарсан, чылай пысăкрах: вклад упранакан пĕтĕм тапхăрĕпех нимĕнпе улшăну та пулмасть. Ку вкладсемпе укçа тумалли, укçа илмелли операцисене те ирттерме пулать.
Тираж Раççей Перекет банкĕн муркашри 7034-мĕш номерлĕ уйрăмĕнче 10 сехетре иртет. Тиража счетсене 2004 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕччен уçнă пенси вклачĕсем хушшинче ирттереççĕ.
Тираж комиссийĕнче: Х.М. Тимофеева, Перекет банкĕн Муркашри 7034-мĕш номерлĕ уйрăмĕн управляющийĕ (комисси председателĕ), Е.М. Александрова – РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕн ертÿçи, Н.П. Петрова, район администрацийĕн социаллă политика управленийĕн ертÿçи, М.В. Дроздов – Раççей Перекет банкĕн 8613-мĕш номерлĕ чăваш уйрăмĕн вкладсен тата çынсен расчечĕпе ĕçлекен пайăн ертсе пыракан инспекторĕ, А.С. Маринкина – пенсионер.
Вылявсен фончĕ 15000 тенкĕпе танлашать. Пĕтĕмпе 40ĕн выляса илеççĕ: 15 выляв – 200шер тенкĕ, 15 выляв – 300шер тенкĕ, 5 выляв – 500шер тенкĕ тата 5 выляв 1000шер тенкĕ.
Тираж ирттернĕ вăхăтра Чăваш патшалăх академи капеллин артисчĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ.
Кăмăл пуррисем пурте вылява пырса курма пултараççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"