Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курмалла

06 ноября 2004 г.

 

Çулталăк вĕçленсе пырать. Пурнăç шав малаллах каять. Çак тапхăр районшăн ахаль иртмерĕ. Нумай çĕнĕ объектсем хута кайрĕç, вуншар киле çут çанталăк газĕ çитрĕ.

ЧР Президенчĕ 2003 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче «Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине 2003-2004 çулсенче вĕçлесси çинчен» 13 № Указ кăларчĕ. Çак ĕçе хăвăртлатма патшалăх çынсене çăмăллатнă условисемпе кредит та парать. Çурт-йĕр лартакансене те пурнăç условийĕсене лайăхлатма субсидисемпе кредитсем парса пулăшаççĕ.

Çитес çул вара халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтермелле, хыççăн çулсем тумалла. Патшалăх ялсене социаллă аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Пирĕн районта мĕнле пыраççĕ çак ĕçсем, çынсем патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ-и; Çак ыйтусем тавра ирттерню хăйĕн калаçăвне район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçипе В.Г. Никитинпа.

- Владимир Германович, газ кĕртессипе кăçала валлм мĕн палăртни пурнăçланать-и?

- Хальхи вăхăтра 177 ялтан 161-шне çут çанталăк газĕ çитнĕ. Ку вăл мĕн пур ялсен 91 проценчĕ пулать. Газ пăрăхĕсене пĕтĕмпе 815 километра яхăн хунă. Çут çанталăк газĕпе 13390 çуртпа хваттертен 10 пине яхăн çемьере усă кураççĕ. Иртнĕ 10 уйăхра 63 километр газ пăрăхĕсем хута кайнă, 610 çуртпа хваттере «кăвак çулăм» çитнĕ. Кăçал пĕтĕмпе çут çанталăк газне 1200 çуртпа хваттере çитермелле. Халь подрядчиксем темиçе ялта ĕçлеççĕ. Çулталăк вĕçлениччен мĕн палăртни пурнăçланатех пулĕ тесе шутлатпăр. Газ кĕртме татах 521 киле монтаж тунă. Ку ĕçсем халĕ малалла пыраççĕ. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе тата газ кĕртессипе тимлекен подрядчиксемпе ĕçе хăвăртлатма иртнĕ эрнере канашлу ирттертĕмĕр, пĕтĕмĕшле лару-тăрăва тĕплĕн тишкертĕмĕр.

- Ку тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ хăш ял администрацийĕсенче ытларах?

- Газ кĕртес ĕçе хăвăртлатни вăл çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă. Малтан палăртнă тăрăх кашни ялтах çынсен 50 процентĕнчен кая мар «кăвак çулăмпа» усă курмалла. Хальхи вăхăтра ку кăтарту районĕпе 68 процентпа танлашать. Ку тĕлĕшпе чи пĕчĕк кăтарту – Шашкар ял администрацийĕнче  - 11 процент кăна. Ильинка (41 процент), Мăн Хураçка (46 процент), Москакасси (46 процент), Турай (46 процент) ял администрацийĕсенче çулталăк вĕçлениччен юлнă кунсемпе туллин усă курмалла, çаврăнăçуллăрах пулмалла, мĕн палăртнине пурнăçламалла.

- Газ кĕртме çынсем кредитпа усă кураççĕ-и?

- Çапла. Кăçал патшалăх газ кĕртессине хăвăртлатма çынсене çăмăллатнă кредит парать. Районта ăна пĕтĕмпе, Чр Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 439 çын, çав шутра кăçал 215 çын – 3662390 тенкĕлĕх (пĕтĕмпе 8001092 тенкĕ) илнĕ. Газ кĕртессин хăвăртлăхĕ çине хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче вăхăтра ĕç укçи парайманни, унăн виçи пĕчĕк пулни те витĕм кÿреççĕ. Анчах та çулталăк вĕçлениччен вăхăт пур-ха. Кăмăл пуррисем кăçал ăна çăмăллатнă условисемпе илсе юлма пултараççĕ. Çак кредита илни усăллă, вăл виçĕ çулта хăйĕн хакне кăларать. Кăçал çăмăллатнă условипе кредит илейменнисен тепĕр çул уншăн 3 хут ытларах тÿлеме тивет, мĕншĕн тесен çак программа кăçал кăна ĕçлет.

Кредита 18-70 çулсенчи çынсене 19 процентпа 5 çуллăха параççĕ. 15,8 пин тенкĕ илме уйăхри вăтам ĕç укçи 1300 тенкĕ кирлĕ. Енчен те уйăхри тупăш вăтамран 1650 тенкĕ пулсан, кун пек чух кредитăн чи пысăк суммине – 20 пин тенкĕ таранах илме пулать. Кредитшăн уйăхне 340 тата 430 тенкĕ тÿлемелле.

Çакна та палăртсах калас килет: газ кĕртме кредит илекен унăн 19 процентне мар, 6 процентне кăна тÿлет. Ытти 13 процентне республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Вăл указпа тĕллевлĕ – газ кĕртме строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçлама, оборудовани илме, газ котельнăйне тума кăна усă курмалла. Çак енĕпе тимлекен ял администраци пуçлăхĕсен ĕçе хăвăртлатма çынсем хушшинче ăнлантару ĕçĕсене ытларах ирттермелле, ку ĕçе старостăсене явăçтарсан та лайăх. Çынсем патшалăх çăмăллăхĕсемпе усă курса юлччăр. Тепĕр хут калатăп, вăл çăмăллăхсем çитес çул пулмаççĕ.

- Çурт-йĕр лартасси те ялти çынсемшĕн яланах малти вырăнта тăрать. Ку тĕлĕшпе çынсем патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ-и;

- Социаллă çурт-йĕр лартассипе хальхи вăхăтра республикăра 4 программа ĕçлет. 70 процент таран субсидипе усă курса çурт тума кăçала валли вырăнти бюджет укçи 5141,8 пин тенкĕ уйăрнă. Муркашра Парковăй урамра пурăнмалли çуртăн иккĕмĕш подъездне тăваççĕ. Çак субсидие 18 çынна панă, урăхла каласан çавсен укçипе çурт тунă çĕрте усă курнă.

Ипотека кредичĕн программипе кăçала валли 3808 пин тенкĕ уйăрнă. çулталăк пуçланнăранпа ипотека кредитне пама 30 çыннăн докуменчĕсене пăхса тухнă. Вĕсенчен 28-шне «Чувашкредитпромбанка» янă, 7 çемье çак кредита илнĕ (1469 пин тенкĕ). Шурча, Москакасси, Оринин, Турай, Хорнуй, Чуманкасси, Шашкар Юнкă, Ярославка ял администрацийĕсенче çак кредита пĕр çемье те илмен.

Патшалăх çамрăк çемьесене те пурăнмалли çурт-йĕр лартма е хваттер илме çăмăллатнă условипе кредит парать. Ун пирки 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ «Çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвне парассине вăйлатмалли мерăсем çинчен» 51 № Указ йышăннă. Çав указпа килĕшÿллĕн 19 çамрăк çемье 3734,4 пин тенкĕ кредит илнĕ. Кăçал пĕтĕмпе 9 çемье çамрăк çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлатма республика бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар субсидие 485,8 пин тенкĕ илнĕ.

Республикăра çавăн пекех «2010 çулччен ялсене социаллă аталантарасси» тĕллевлĕ программ ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн ялта çурт лартакансене каялла тавăрмалла мар субсили параççĕ. Кăçала валли 4850 пин тенкĕ уйăрнă пулсан, çак субсидие илме 27 çемьене (2905,2 пин тенкĕлĕх) свидетельствăсем панă. Тепĕр 17 çемьен докуменчĕсем ЧР Ял хуçалăх министерствинче тĕрĕслевре (1944,8 пин тенкĕлĕх).

Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Хăш-пĕр ял администрацийĕсенче çак кредитсемпе субсидисене илессипе нумай тăрăшаççĕ (Йÿçкасси, Уйкас Янасал, Ярапайкасси) пулсан, теприсем ку тĕлĕшпе пачах тимлемеççĕ. Патшалăх пулăшăвĕ те вĕçемсĕр мар. Усă курман суммăна районтан татса илсе ытти районсене параççĕ. Ку никамшăн та килĕшÿллĕ мар. Çурт лартакансем кашни ялтах пур. Ăна хăвăртрах туса пĕтерсе хута ярас тесен ипотека кредитне илни те усăллă. Ăна хальхи вăхăтра 19 процентпа параççĕ, çынсем 6 процентне кăна тÿлеççĕ. Ял администрацийĕсен çак условисемпе çурт лартакансене паллаштармалла. Çынсем ку ыйтупа пирĕн пата, район администрацийĕн капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленине те пыма пултараççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика