03 ноября 2004 г.
Район прокуратури хуçалăхсен предприятисемпе организацисен ертÿçисем ĕç законодательствине мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесех тăрать. Ĕç укçине вăхăтра тÿленипе тÿлеменнине. Акă сентябрь çурринчен пуçласа октябрь тăршшĕпех ирттернĕ тĕрĕслев хыççăн Административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан 5.27 статйипе (1 пай) килĕшÿллĕн 8 ĕç пуçарасси пирки постановлени кăларнă. Ку списока «Дружба», «Лидер», Ильич ячĕпе хисепленекен, «Чемеево», «Динамо», «Передовик» хуçалăхсен, «Юнга» агрофирма ертÿçисем кĕреççĕ. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче халăха ĕç укçи 2-3 уйăх паман, 4 уйăх таран ĕç укçи тÿлеменнисем те пур. Прокуратура асăннă хуçалăхсен ертÿçисен ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме хушма постановленисем çырчĕ.
Çакна та палăртмалла. Район прокуратури кашни эрнерех ĕç законодательствине пăснине пĕтерессипе тимлекен ĕç ушкăнĕн ларăвне ирттерет. Юлашки лару октябрь варринче пулса иртрĕ. Унта шăпах çÿлерех асăннă хуçалăх ертÿçисенче. Вĕсене ноябрĕн 5-мĕшĕччен парăмсене татма хушса хăварчĕç. Çак вăхăта вĕсен халăха ĕç укçине парса татмасан, УПК 144-мĕш статйипе килĕшÿллĕн тĕрĕслев ирттермелле пулать. Ун хыççăн вара РФ УК 145-1 статйипе килĕшÿллĕн вĕсен тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçармалла пулать.
Прокуратура ĕçченĕсем ертÿçĕсем ĕç законодательствине епле пурнăçланине (ĕç укçине тÿлессипе) тĕрĕслеме тăтăшах вырăна тухаççĕ. Çак ĕçе патшалăх ĕç инспекцийĕн, район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн РФ Финанс министерствин Чăваш Республикинчи КРУ специалисчĕсем те хутшăнаççĕ.
Хальхи вăхăтра çÿлерех асăннă сăлтава пула Мичурин ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ П.Ф. Серафимов çавăн пекех «Дружба» ертÿçинче вăй хунă В.С. Дашков тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă.
Халăха вăхăтра ĕç укçи тÿлессипе паян «Геройра» та лару-тăру çав тери япăх. Çак çитменлĕхсене пĕтерме пур мерăсене те йышăнма тивет. Çавăнпа та хуçалăх ертÿçине В.К. Тюрина çак кунсенче дисквалификацилес ыйту та тухса тăма пултарать.
Район прокуратури малашне те халăха ĕç укçине вăхăтра тÿлес ыйтăва куçран вĕçертмест: предприятисемпе организацисен ертÿçисем ĕç законодательствине епле пурнăçланине контроллесех тăрĕç, айăплисене явап тыттарма тивет.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"