Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » База шкулĕсен пурлăхпа техника бази пуянланать

03 ноября 2004 г.

 

«Вĕрентÿ системине реформăласси» проектпа килĕшÿллĕн районта шкулсен тытăмне улăштарас ĕç пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ – хальхи шкулăн çĕнĕ модельне туса хурса, мĕн пур ресурссене явăçтарса вĕрентÿ пахалăхне ÿстерсе пырасси. Мĕншĕн тесен кунсерен улшăнса, малалла кайса пыракан пурнăç шкулсем умне пысăк та яваплă задачăсем лартать.

Вĕрентÿ ĕçне лайăхлатма республикăра пĕтĕмпе база шкулĕсем 27 йĕркеленĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ пирĕн районта: Мăн Сĕнтĕрте, Калайкассинче тата Йÿçкассинче.

«Вĕрентÿ системине реформăласси» проекта пурнăçлама Пĕтĕм тĕнчери çнетÿпе аталану банкĕ заемсем парса укçа-тенкĕпе тивĕçтерет. Унпа вара база шкулĕсене тĕрлĕ оборудованипе пуянлатаççĕ, юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Проекта реализацилесси 2006 çул вĕçлениччен пырать. Çак тапхăрта кашни шкула 200000 долларлăх ытла вĕрентÿ оборудованийĕпе, тĕрлĕрен пособисемпе тивĕçтермелле.

Хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова çаккунсенче Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул директорĕпе К.Д. Спиридоновпа калаçнă, мĕнле оборудовани килнипе кăсăкланнă.

- Константин Дмитриевич, Мăн Сĕнтĕрте база шкулне туса хунин пĕлтерĕшне мĕнре куратăр?

- Çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшас тесен, вĕсен тарăн пĕлÿ илме тивĕçлĕ условисем пулмалла. Уйрăмах аслă классенче тарăн пĕлÿ парасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. База шкулĕсене йĕркелени шăпах çак тĕллевсене пурнăçлама май парать. Уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентни, профиллĕ пĕлÿ пани тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрсе вăл е ку специальноçа туянас енĕпе уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкултан 70 çамрăк тухрĕ: иккĕн – ылтăн медальпе, пĕр çамрăк – кĕмĕл медальпе. Вĕсенчен 57-шĕ тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче малалла пĕлÿ пухса пурнăç валли профессисем алла илеççĕ.

- Кăçал сирĕн шкула тĕрлĕ оборудовани нумай килчĕ-и?

- Çапла, шкулăн пурлăхпа техника бази самаях пуянланчĕ. Октябрĕн 23-мĕшĕнче кăна 107 пин тенкĕлĕх вĕрентÿпе методика  литератури, видеофильмсен комплекчĕсем, электронлă вĕрентÿ материалĕсем, тĕрлĕрех таблицăсем т. ыт. те илсе килтĕмĕр.

Çулталăк пуçланнăранпа 1 миллион тенкĕлĕх ытла тĕрлĕ оборудовани килнĕ. Вĕсен шутĕнче компьютерсем, тĕрлĕ оборудовани, çав шутра спорт залĕ валли те, йывăçран тĕрлĕ изделисем хатĕрлемелли мастерскойсем т. ыт. те. Хальхи вăхăтра пирĕн шкулта 18 компьютер, компьютер класĕсем иккĕ. Шкула килнĕ мĕн пур материалсемпе, оборудованипе усă курма тăрăшатпăр. Çак проектпа килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра шкулта юсав ĕçĕсем пыраççĕ: çуртăн çивиттине тата 4 кабинета юсама палăртнă. Ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче шкул автобусĕ те килмелле.

База шкулĕн ачасене тарăн пĕлÿ пама майĕсем пысăк, çавăнпа та кунта юнашар ялсенчен те аслă классене вĕренме хаваспах çÿреççĕ. Педагогсен коллективĕ вара пурнăçпа тан пыма, мĕн пуррипе усă курса ачасен тарăн пĕлÿ илме тĕрлĕ информацисем ытларах пама тăрăшать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика