03 ноября 2004 г.
Сĕлĕ хăмăлĕ çинче «хурçă ут» анан пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне хутлать, хыççăн тарăн суха касси выртса юлать. Вăхăт шăвать, кĕçех хĕвел те анса ларасшăн васкаса таврана хĕрлĕ тĕспе витерчĕ, нумай та иртмерĕ, таврана хура чаршав та хупласа илчĕ. Трактор вара çаплипех, фара çуттипе усă курса, хура тăпра кассисем хăварса йăранлать. Акă, уйра юлашки суха касси те выртса юлчĕ, унтан «хурçă ут» ана пуçĕсенче тĕплĕн сухаласа тухрĕ. Çакăн хыççăн тин унăн хуçи кабинăран уçă сывлăша тухрĕ, хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă юлчĕ. Унтан кабинăна кĕрсе ларчĕ те шанса панă техникăна лартмашкăн трактор парне çул тытрĕ.
Ку вăл «Ударник» ОПХри чи опытлă та ăста трактористсенчен пĕри Алексей Пантелеймонович Давыдов пулчĕ. Хăй ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе сакăр класс пĕтернĕ хыççăнах Етĕрне районĕнчи Советскинчи профессипе техника училищине тракториста вĕренмешкĕн çул тытнă вăл. Çулталăкран стракторист правине илсетăван хуçалăха ĕçлеме таврăнать. Трактор çине пĕрремĕш хут ларса тухнипе вăл халĕ те лайăх астăвать, кăсăклă самантсене аса илсен кулса та илет.
Çул хыççăн çул иртет, майĕпен ăсталăх та, опыт та пухăнать. Хуçалăх дирекцийĕн хушăвĕсене пурнăçласа, Алексей Пантелеймонович ДТ-75 маркăллă тракторпа суха тăвать, ял хуçалăх культурисем акма-лартмашкăн тăпра кăпкалатса хатĕрлет, тырă акать, ытти ĕçсене те тăвать. Пĕтĕмлетсе каласан, чăн-чăн çĕр ĕçченĕ пулса тăрать. Çакна çурхи уй-хир ĕçĕсенче хуçалăхра малти вырăнсене тухни те, хаклă парнесене тивĕçни те лайăх çирĕплетет. Сухаçăсен районти ăмăртăвĕсенче те маххă паман вăл, чи малтисен ретĕнчех пулнă.
Çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те ĕç сахал мар хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакана Алексей Пантелеймонович Давыдов валли: çур аки, кĕр аки, кĕрхи çĕртме т. ыт. те. Хĕллехи вăхăтра вара фермăсене утă-улăм турттарса парать, хăйĕн трактор умĕнчи çĕççипе çул уçать.
Пархатарлă ĕçĕсемшĕн А.П. Давыдова Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕн хисеплĕ ятне панă. Пурнăç урапи çинче улттăмĕш теçетке ларса пыракан Алексей Пантелеймонович вăтăр çул «хурçă ут» çинче ĕнтĕ. Ĕç хыççăн вара ăна килте юратнă мăшăрĕ Валя тата икĕ ывăлĕ яланах ăшă кăмăлпа тата хапăлласа кĕтсе илеççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"