Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă типĕ пуçланчĕ

25 февраля 2015 г.

Февралĕн 23-мĕшĕнче Аслă типĕ пуçланчĕ. Вăл Мăнкун умĕн 7 эрне - 49 кун - пырать. Турра ĕненекенсем типĕ тытмалли йĕркене пĕрремĕш тата Мăнкун умĕнхи эрнесенче уйрăмах çирĕп пăхăнаççĕ.

Таса тунтикун апат пачах та çимеççĕ. Ытти вăхăтра - тунтикун, юнкун, эрнекун - пĕçермен апат çиеççĕ /шыв, улма-çырла, пахчаçимĕç.../, ытларикун, кĕçнерникун - вĕри апат çусăр, шăматкун, вырсарникун - ÿсентăран çăвĕ хушса пĕçернĕ апат.

Пулхавăшнире /Благовещени/, Кăчкă праçникĕнче пулă çиме юрать. Талăкра мĕн чухлĕ апат кирлине кашни çын хăй палăртать. Ватăсем, чирлĕ çынсем, ачасем тата çире пур хĕрарăмсем Аслă типĕ вăхăтĕнчи йĕркене çирĕп пăхăнмасан та пултараççĕ.

Кулленхи рационран аш-какайран, сĕтрен, пулăран хатĕрленĕ апатсене кăларса вĕсене паха çимĕçсемпе улăштарма тăрăшмалла. Çакнашкаллисен шутĕнче - варени, çĕрулми, шалча пăрçи, пăрçа, тăварланă хăяр-помидор таврашĕ, пахчаçимĕçрен хатĕрленĕ салатсем. Хĕл вĕçĕнче - çуркунне пуçламăшĕнче хваттертех ешĕл çимĕç лартса-акса ÿстерме пулать.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика