Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕм çулхи техникăпа ĕçлени пур енчен те тăкаклă

30 октября 2004 г.

 

Календарь çинче 2004 çул вĕçлениччен татах икĕ уйăх пулсан та, кĕрхи уй-хир ĕçĕсем пĕтнĕрен ял хуçалăх çулталăкĕ пирки, тĕплĕнех мар пулин те, пĕтĕмлетме пулать. Тыр-пул кĕлетре, выльăх апачĕ фермăра, ял хуçалăх техники йывăр та кăткăс ĕç хыççăн паркра пулнăран малашлăха та палăртма пулать. Пурнăç урапинчен ÿксе юлас мар тесен çĕнĕ условисенче çĕнĕлле ĕçлесси пирки те ларсах шутламалла. Ĕç кăтартăвĕсем паллă, анчах вĕсем пире мĕнле алла кĕчĕç-ха; Тăкаксем ытлашши пулмарĕç-и; Çак тата ытти ыйтусем пирки хуçалăхра ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне уявлас умĕн «Ударник» сăнавлă производство хуçалăхĕн директорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Платон Павлович Давыдовпа тĕл пулса калаçрăмăр. Хускатнă ыйтусем кашнинех шухăшлаттарма тивĕçлине ăнланса паян çав калаçупа хаçат вулакансене паллаштаратпăр.

- Платон Павлович, кирек епле аталану та укçа-тенкĕ ĕçлесе илсе пурнăç шайне çĕклессипе çыхăннă. Хăвăр хуçалăхра ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне кăçал ку енчен епле кĕтсе илтĕр-ха?

- Укçа-тенкĕ кашнинех шухăшлаттарать, анчах ăна шутлама пĕлмелле: ăçтан илетпĕр ăна, мĕнле тăкаксем тăватпăр уншăн, перекетлĕрех те эффективлăрах ĕçлеме çук-и; Хуçалăхра кăçалхи тăхăр уйăхра туса илнĕ продукци калăпăшĕ 50 миллион тенкĕне яхăн. Пысăк сумма, тейĕ вулакан. Çапла, сахал мар, анчах эпир туса илекен продукцин хăйхаклăхĕ пысăкран, реализаци хакĕ ял çынни майлă пулманран таса тупăш пĕчĕкленни шухăшлаттарать. Вăл-çке çĕнĕ технологисене тулли çул пама, ĕçлекенсен ĕç укçине  çителĕклĕ ÿстерме ура хурать. Çак ыйтусене ял хуçалăхĕн малашлăхĕ тесе шутлатăп.

Каламасăр майĕ çук, ял хуçалăхĕнче продукци туса илесси йывăрлансах пырать. Кун сăлтавĕсем: пĕлтĕр çеç пĕр литр топливо 5-6 тенкĕ пулнă пулсан, кăçал вăл икĕ хут ÿсрĕ, электроэнерги хакĕсем хăрушла ÿссе кайни тырăна аласа типĕтсе тата ытти продукцие туса илес хака хăпартрĕ, патшалăхри хаксене коммерсантсем хăйсене майлă тунăран техника валли запас пайсем питĕ хакланса кайрĕç. Çак сăлтавсем пĕрле пулса тыр-пул, выльăх апачĕ туса илмелли тăкаксен хакĕсене ÿстерчĕç. Тĕш тырăпа çĕр улми туса илмелли хаксем çулталăк хушшинче 50 процента майлă хăпарчĕç. Çав вăхăтрах ял хуçалăх продукци хакĕ пысăкланмарĕ. Çакă аталану çулĕнче çĕнĕлĕхсем шырама хистет. Эпир вара, йышăнас пулать, çĕнĕ условисенче ĕçлеме хăнăхса пыраймастпăр. Ытларах ĕлĕкхи система шайĕнче ĕçлетпĕр. Энерги перекетлемелли технологие пурнăç улшăнăвĕпе тан илсе пымастпăр. Акă, 15-20 çул каялла сĕрмелли-çунтармалли материалсене мĕн чухлĕ пĕтернĕ – паян та çавăн чухлех. Ку вăл, сĕрмелли-çунтармалли материалсен хакĕпе пăхсан, хăрушă япала. Çак çул-йĕр эпир туса илекен продукцин хăйхаклăхне ÿстерет. Ăна шута илсе хамăр коллективра тĕрлĕ шайра ертсе пыракан специалистсен, конкретлă механизаторсемпе рабочисен ĕлĕкхи ĕç психологине кая юлмасăр улăштармалла.

- Сирĕн ĕçлĕ шухăшсем пĕр вырăнта тăманран эсир ял хуçалăхĕнчи çĕнĕ технологисем çинчен шутлани пирки те иккĕленместĕп. Пире пурсăмăра та аталанура ура хурса пыракан çак ыйту пирки хăвăр шухăшăрсене пĕлтермĕр-и?

- Вăрттăнлăх мар, малашлăха çĕнĕ технологисемсĕр пăхма çук. Акă, тĕш тырăпа пăрçа йышши тата ытти ял хуçалăх культурисем туса илес çĕрте перекетлĕ ĕçлеме майсем пур. Анчах эпир кунта çителĕксĕр ĕçлетпĕр. Тĕслĕхрен, уй-хир ĕçĕнче комбинированнăй агрегатсемпе (пĕр механизаторах çĕре хатĕрлет, акать, пусăрăнтарать т. ыт. те) усă курмастпăр. Малашне йÿнĕ хăйхаклăхлă ял хуçалăх продукцийĕ туса илес пулсан, çавсем çине тимлĕрех пăхмалла. Ун чух çеç ял хуçалăхĕ рынок системинче тивĕçлĕ тытăнса тăрĕ. Хуçалăхсенче комбинированнăй агрегатсемпе хăватлă техника пулсан, ĕçлекен механизаторсен шучĕ 3-4 хут сахалрах кирлĕ пулĕччĕ. Апла пулсан, вĕсен ĕç укçи те çавăн чухлĕ ÿсĕччĕ: паян пирĕн механизаторсем 3-4 пин тенкĕне ĕçлесе илеççĕ пулсан, çĕнĕ технологи çулĕпе кайсан, вĕсен уйăхри ĕç укçи те 10-15 пин тенкĕ çитĕччĕ. Çĕнĕ çак технологи ĕçе тухса курăнакан çеç механизаторсенчен те хăтăлма пулăшĕччĕ: паян пирĕн хуçалăхра 60 механизатор пулсан, ун чухне пысăк тухăçлă техникăпа ĕçлеме çак çĕр çинчех 18-20 механизатор та çитмелле. Кунта Чулхула облаçĕнчи «Белавка» хуçалăх тĕслĕхне хамшăн ырă шутлатăп. Çак хуçалăх пирĕн «Ударникпе» пĕрех, анчах вĕсен 4 пин гектар çĕрĕ çинче 18 механизатор ĕçлет. Çакă çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме май пуррине кăтартать. Ку паянхи пурнăç чăнлăхĕ.

- Çĕнĕ технологисем кивĕ техникăпа пурнăçа кĕреймеççĕ ĕнтĕ.

- Кун пирки те каласа хăварас килет. Хамăр хуçалăхпа илсен, паянхи куна пирĕн патăмăрта кивелнĕ техника шучĕ пысăк. 20 çулхи техникăна юсаса тăма кăна вуншар-çĕршер пин тенкĕ укçа кирлĕ. Вăл вара йĕркеллĕ ĕçлейменрен ăна саплаштараймасть те. Сăмахран, Матьăк уйрăмĕнчи Н. Гавриловăн ДТ-75 тракторне юсама кăçал 75 пин тенкĕ укçа тăкакларăмăр, анчах çак «хурçă ут» 75 пин тенкĕлĕх ĕç тăваймарĕ. Çакнашкал тăкаксемпе сывлама та май çук.

Пирĕн хуçалăхра, каларăм ĕнтĕ, механизаторсен хисепĕ пысăк. Кунта кĕскен ĕçшĕн тÿлесси çинче те чарăнса тăрам. Хуçалăх дирекцийĕ юлашки çулсенче ĕç укçине икĕ хут ÿстерчĕ. Вăл икĕ пайран тăрать: тĕп ĕç укçи тата пурнăçланă ĕçшĕн хушса тÿлемелли. Çав хушса тÿлемелли укçа шучĕ тĕп специалистсемпе участок ертÿçисем ĕçшĕн тÿлессине кирлĕ пек туса пыманран (ĕçе асăрхани-тĕрĕслени пулманран) тĕп ĕç укçи шутнех кĕрсе кайрĕ: механизатора е уй-хир ĕçченне, е выльăх пăхакана, хăй ĕçе мĕнле пурнăçланине пăхмасăрах, тепĕр чух хушса тÿлемелли укçана  тÿлемелле мар çĕртех тÿлени хуçалăх экономикине хавшатать. Çав укçана ĕç нормине пурнăçланишĕн, ĕç дисциплинине тивĕçлĕ тытнишĕн пама пăхни иккĕмĕш плана юлать. Кун пек пулмалла мар. Халĕ каланине механизаторсем çине куçарсан... Панкли уйрăмĕнче, тĕслĕхрен, механизаторсем парка пырса хăйсене кăтартаççĕ те киле каяççĕ. Эпир вара вĕсем ĕçе кирлĕ пек тумасан та ĕç укçине 100 проценчĕпех тÿлетпĕр, хушса тÿлемелли виçене те кĕртетпĕр. Тĕрĕссипе апла пулмалла мар. Çавăнпа та малашне ку ыйту çине çирĕпрех пăхăпăр, мĕншĕн тесен пĕтĕм çитменлĕхсем ĕç çине хамăр мĕнле пăхнинчен пуçланаççĕ. Кунта тепĕр тĕслĕхе те хушса калам: кăçал хуçалăхри пĕр тракторист (ятнех каламастăп) хăйне шанса панă трактора 124 кун юсарĕ. Уншăн ăна туллин тÿленĕ. Вăл вара юсав хыççăн 57 кун кăна ĕçлерĕ. Ăçта кунта малашлăх; Кун пек ĕçлесен çук вăл.

- Кăçалхи вырмара хуçалăх комбайнерĕсем уйрăмах çаврăнăçуллă пулни курăнчĕ.

- Палăртма кăмăддă, комбайнерсем кăçалхи вырмана виçĕ эрнере вĕçлерĕç. Кун пекки нихăçан та пулман. Вырма ĕçĕсене хуçалăхра вĕçлесе тырă-пулă çапса илме Чкалов яч. хис., «Свобода», «Чемеево» хуçалăхсене пулăшрĕç.

Вырмара Йÿçкасси уйрăмĕнчи Владимир Семенов, Вăрманкас уйрăмĕнчи Изосим Васильевпа Владимир Матвеев экипажĕсене палăртмалла. В. Матвеев вара кивĕ Дон-1500 «хир карапне» тĕпрен юсаса вырмара 900 тонна тырă çапса илме пултарни механизатор ăсталăхне кăтартать.

Кунта çак шухăша палăртса хăварас килет. Паян час-часах çĕршывшăн ĕçлетпĕр, теççĕ. Анчах пирĕн харпăр хăйшĕн ĕçлемелле. Çакна валли эпир хуçалăхра кунне 300-500 тенкĕ ĕçлесе илме условисем (нормăсем) туса панă.Тар юхтарса вăй хурсан, айкка каймасăрах, тăван килтех пысăк укçа ĕçлесе илме пулать. Анчах çынсем çавна ăнланса ĕçлени яланах курăнса каймасть.

- Ял хуçалăх ĕçĕ уй-хирте вăй хуракансемпе механизаторсен ĕçĕ çеç мар. Выльăх отраслĕ те кунта пысăк вырăн йышăнать.

- Çĕр çинче, хуçалăх аталанăвĕнче кашни ĕçĕн пĕлтерĕшĕ тата вырăнĕ пур. Анчах малалла каяс тесен харпăр хăйĕн вăйĕпе ĕçĕ çине çеç таянмалла. Нумай отраслĕ хуçалăха тытса пыма пĕртте çăмăл марри пурнăç чăнлăхĕ: пĕр отрасль пысăк тупăш парсан, тепри ăна «çисе ярать». Çак шайлашусăрлăх тăкаксене ÿстерсе пырать, анчах пирĕн ĕçлемеллех. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ тата вĕсенчен продукци илнĕ çĕрте усă курмалли тĕрлĕ оборудовани хакĕсем ÿссе кайни ытлă-çитлĕ продукци илме пысăк чăрмавсем кăларса тăратать. Акă, сарайсенчен тислĕк кăлармалли транспортер маларах çулсенче 30-40 пин тенкĕ пулнă пулсан, халĕ 70 пин тенкĕ тăрать. Ăна туянас тесен мĕн чуль продукци илмелле; Кун çумне ăна ĕçлеттерме каякан электроэнерги хакĕсене хушсан... Çакна курса ку ĕçре те юлашки çулсенче çĕнĕ технологи – выльăхсене тарăн айсарăм çинче тăратса тислĕке  бульдозерпа тĕксе кăларасси - çине куçма пуçларăмăр.

Выльăхсене пăхасси те иртнĕ вуншар çул хушшинче питех улшăнман-ха, фермăсенче ĕлĕкхиллех ĕçлетпĕр: сысна ферминче. тĕслĕхрен, выльăхсене паян кун та апат пĕçерсе паратпăр, тăкак тÿсетпĕр. Ку технологие тахçанах улăштармалла ĕнтĕ. Çĕнĕ технологи шайĕнче пыракансем сыснасене типĕ апат тата шыв уйрăммăн парсан тырă сахалрах расхутланнине, йÿнĕ хăйхаклăхпа ытларах продукци илме май пуррине практикăра кăтартаççĕ. Ку технологие эпир те хамăр хуçалăхри сысна фермисенче çывăх вăхăтрах çул уçма шутлатпăр. Çакăн уссине çак тĕслĕхпе çирĕплететĕп: паян эпир 1 килограмм сысна какайĕ туса илме 7-8 килограмм апат единици тăкаклатпăр пулсан, çĕнĕ технологипе вăл тăкак икĕ хут чакать. Çакнашкал технологисем нумай. Вĕсене вĕренмелле-тишкермелле те алла илмелле. Çавăн чухне çеç выльăх отрасльне тăкак çулĕнчен пăрма пулĕ.

- Тавтапуç, Платон Павлович, çĕнĕ шухăшсемшĕн.

- Ку шухăшсем эпĕ çуратнисем мар, пурнăç çапла ыйтать. Калаçăвăмăр вĕçленнипе усă курса хуçалăх ĕçченĕсене пурне те ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен кунĕ ячĕпе (календарьте вăл октябрĕн 10-мĕшĕ, эпир ăна паян тăватпăр) ăшшăн саламлатăп. Хуçалăхра туса панă ĕç условийĕсемпе пурте туллин усă курса тулăх пурăнасса шанатăп. Пурне те сывлăх пултăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика