30 октября 2004 г.
Кăçал район администрацийĕпе Чăваш Патшалăх университечĕ Хушшинчи килĕшÿпе уçăлнă лицей 5 çул тултарчĕ. Çавăнпа та кăçал лицее вĕренме кĕнисене хăнăхнă йĕркепе лицеистсен шутне кĕртни те илемлĕрех, кăмăллăрах пулчĕ.
Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕ. Районти культура çурчĕ. Лăпкă кĕвĕ янăрать... Акă, уява ертсе пыракансем сцена çине районти тĕрлĕ шкулсенчен пухăннă вуннăмĕш классене чĕнеççĕ. Пĕтĕм ырă сăмах лицеистсем çинчен: чыслă пулмалла, Раççее юратмалла-шанмалла, унăн ирĕклĕ пуласлăхĕшĕн ăс пухмалла, вĕренмелле, вĕренмелле, вĕренмелле, харпăр хăй ăсĕпе те ĕçĕпе çитĕнÿсем патне çул хывмалла.
Вуннăмĕшсене лицеистсен йышне кĕрсе лицей директорĕ Н. Смирнов обряд ирттерет, вунпĕрмĕшсем çĕнĕ лицеистсене палăрăмлă çĕлĕксем тăхăнтартаççĕ, вуннăмĕшсем хăйсем лицеист ятне ямасса тупа тăваççĕ.
...Кĕвĕ, хăнасен саламĕсем, курма пынă ашшĕ-амăшĕсен ăшпиллĕ сăмахĕсем. Çапла вара лицеистсен йышне тепĕр икĕ класс хутшăнчĕ. Хамăра шаннине тÿрре кăларма тăрăшатпăрИсточник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"