Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев - ĕçсĕррисене пулăшасси

27 октября 2004 г.

 

Ваттисем мĕн авалтанах: «Ĕç çынна илем кÿрет», тенĕ. Хальхи саманара хăш-пĕр çынсем, уйрăмах çамрăк çулсенчисем, çак каларăш çине хăйне евĕрлĕ пăхаççĕ Пулин те, асăннă чăнлăха ниепле те хирĕçлеймĕн. Харпăр хăй вăйĕпе ĕçлесе тунă укçа-тенкĕ çыннăн кăмăлне тивĕçтерет. Вăл кун пек чух ыранхи кун шанчăкне çирĕп туйса, пысăк хастарлăхпа тăрăшать.

Ĕçсĕр çын вара пачах урăх шухăш-кăмăлпа пурăнать, хăйне никама кирлĕ мар пек туять, вăй-халне ĕненми пулать. Телее, хальхи вăхăтра кун пек тĕслĕхсем сахаллансах пыраççĕ. Ĕçлес кăмăллă çын хăйне валли кирек ăçта та ĕç вырăнне тупатех. Районта ĕçпе тивĕçтерекен центр та вĕсене ку тĕлĕшпе нумай пулăшать. Кăçал ку тĕлĕшпе ларуçтăру еплерех, мĕнле пулăшу парать районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕррисене; Çак ыйтусем тавра ирттернĕ хăйĕн калаçăвне район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçипе Т.А. Антоновапа.

- Тамара Афанасьевна, кăçалхи 9 уйăхри пĕлтерĕшлĕрех кăтартусемпе паллаштарăр-ха;

- 2004 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче районти ĕçпе тивĕçтерекен центра тивĕçлĕ ĕç шыраса 881 çын килнĕ. Вĕсенчен 843-шне, ĕç шыракансем тесе, учета тăратнă. Çав шутра 14-18 çулхи 550 вĕренекен, вĕсем çуллахи каникул кунĕсенче тата вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлесшĕн пулчĕç. Ниçта та ĕçлемен 293 çынран 275-шне ĕçсĕррисем тесе йышăннă.

Иртнĕ тăхăр уйăхра çынсене ĕçпе тивĕçтермелли тĕп çул-йĕрсене пурнăçлас тĕлĕшпе сахал мар тăрăшнă.

- Вĕсем пирки тĕплĕнрех пĕлтерсемĕр;

- Калас пулать, нумай енĕпе мĕн палăртнипе ăнăçлă пурнăçланă. Шкулта вĕренекен, çул çитмен çамрăксене 530 вырăнне 550шне вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă (103,8 процент). Çынсене ĕçе вырнаçма пулăшма тĕрлĕрен мероприятисем ирттерсе 709 çынна ĕçпе тивĕçтерме тăрăшнă (103,4 процент). 88 çын валли тĕрлĕрен обществăлла ĕçсем йĕркеленĕ (110,0 процент). 37 çынна харпăр хăйĕн ĕçне йĕркелеме пулăшнă, вакансисен ярмарккине 2 ирттерню т. ыт. те.

- Ĕçсĕррисен хисепĕ ÿсет-и е чакать; Сирĕн пата камсем ытларах килеççĕ;

- 2004 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕррисен шутĕнче 112 çын учетра тăнă пулсан, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 93 çын юлнă, ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,45 чухлĕ пулнă. Учетра тăрака6нсенчен хĕрарăмсем – 81 çын (87,1 процент), 16-29 çулсенчи çамрăксем – 55 (ĕçсĕррисен 59,1 проценчĕ).

Çулталăк пуçланнă тĕле 13 ваканси пулнă пулсан, октябрюн 1-мĕшĕ тĕлне – 17 ваканси. 9 уйăхра ĕçпе тивĕçтерекен центра 684 ваканси килнĕ пулсан, 680-шне йышăннă, çав шутра 605 вакансине - ĕçпе тивĕçтерекен центр янипе. Ытти вакансисемпе çынсене предприятисем хăйсемех ĕçе илнĕ.

вакансисем ытларах транспортпа çитме йывăр ял хуçалăх предприятийĕсенче килеççĕ. Вăл вырăнсенчен центра ĕç шыраса та сахаллăн пыраççĕ. Пирĕн патра пĕр тĕрлĕ вакансисем пулсан, ĕç шыракансен вара вăл специальноçсем çук. Сăмахран, инженер-технолог, инженер-энергетик, инженер-механик, ветеринари врачĕ, электрогазосварщик, техник-электрик, токарь, фрезеровщик, шлифовщик специальноçĕсемпе ĕçлеме çынсем кирлĕ.

- Кун пек çынсене çав-çавах мĕнле те пулин ĕçе вырнаçтарма майсем шыратăр пулĕ;

- Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра килекен кашни çынна эпир тимлĕн итлеме, ăнланма, май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Мĕншĕн тесен вĕсен шăпи пире те пăшăрхантарать. Хамăр тивĕçе тĕрĕс ăнланса эпир май килнипе вăхăтлăх та пулин çынсене вăл е ку ĕçпе тивĕçтерме, е урăх профессие вĕренме яратпăр. Сăмахран, обществăлла ĕçсене вырнаçтаратпăр.

Кăçал ĕçсĕррисенчен учетра тăракан 88 çын обществăлла ĕçсене хутшăннă. Вăл шутран 58çшĕ – хĕрарăмсем (65,9 процент), 16-29 çулсенчи çамрăксем – 24 (27,3 процент). Кăçал обществăлла ĕçсене хутшăннисене тÿлеме 71,3 пин тенкĕ тăкакланă, çав шутра федераци бюджетĕнчен – 27,6 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен – 27,4 пин тенкĕ.

Çакна та каласа хăварас килет. Ĕçсĕррисене обществăлла ĕçсене явăçтарма эпир предприятисемпе договорсем тăватпăр. Сăмахран, çул çитмен çамрăксене ĕçпе тивĕçтерме 1 кварталта 19 договор турăмăр, вĕсемпе килĕшÿллĕн çуллахи вăхăтра 550 тĕрлĕ çĕрте çамрăк ĕçлерĕ. Çул çитмен çамрăксене ĕçе вырнаçтарнă чухне эпир чи малтанах тăлăх, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă, тулли мар, нумай ачаллă, е ĕçсĕррисен çемйинчи ачасене, право йĕркине пăсакан, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссире учетра тăракансене, пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьери ачасене ĕçе вырнаçтарма тăрăшатпăр. Çакăн пек çемьесене кăштах та пулин пулăшу, социаллă хÿтлĕх пултăр тетпĕр.

- Урăх профессисене вĕренме ярас ĕç мĕнле шайра;

- Кăçалхи 9 уйăхра тĕрлĕ профессисене вĕренме ĕçсĕррисене 82 çынна янă, вĕсенчен 36-шĕ – хĕрарăмсем (43,9 процент), 16-29 çулсенчи çамрăксем – 66 980,5 процент). 70 çын вĕренсе пĕтернĕ, хыççăн пурте хăйсем тĕллĕнех ĕçе вырнаçнă. Хальхи вăхăтра районта ĕç рынокнче чи кирлĕ ĕçсем çаксем: аслă пĕлÿ илнĕ, опытлă, ПЭВМ операторĕнче тата «1С бухгалтерия» программăпа ĕçлеме пултаракан бухгалтер, агроном, ветеринари врачĕ, трактористсем, съемщиксем.

Кăçал ытти облаçсене 28 çын ĕçлеме тухса кайнă пулсан, çав шутран ĕçсĕррисем – 3н. Çулталăк пуçланнăранпа ĕçсĕррисене пособисене, вĕренме янисене  стипендисене вăхăтрах тÿлесе тăратпăр.

Самани улшăннăçемĕн ĕç рынокĕнче те улшăнусем пулса иртеççĕ. Тĕрлĕ вăхăтра ĕçсĕррисен хисепĕ тĕрлĕрен пулма пултарать. Пирĕн тивĕç вара - ĕçсĕррисене май килнĕ таран ытларах ĕçпе тивĕçтересси, çак енĕпе вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика