13 октября 2004 г.
2005 çул – Парксемпе садсен çулталăкĕ
Çыннăн хăй пурнăçĕнче йывăç лартмалла, çурт тумалла, ача çуратса ÿстермелле. Çакă вăл халăх ăс-хакăлĕ. Ăна пурнăçа кĕртекен хăй хыççăн ырă йĕр хăварать. Ун пеккисем ял сумне çĕклеççĕ, халăх кăмăл-туйăмне йĕркелеççĕ, ыттисемшĕн малашлăх çулне палăртаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ çитес çула Парксемпе садсен çулталăкĕ тесе палăртнăран, Кашмашри Перловсемпе Çатракассинчи Козловсем тата вĕсен ĕçĕ куç умне тухрĕ. Сиплĕ сывлăш кăкăр тулли.
Кашмаш ялĕ ĕлĕк сĕм вăрман ăшĕнче ларнă тенине халĕ ĕненекен те сахал. Уй варринчи инçетлĕхе кунтан алă тупанĕ çинчи пекех асăрхама пулать. Кашмаш шывĕ ăçтан пуçланса кайнине, вăл кукăр-макăр йĕр хăварса Муркаш юханшывне кĕнине куратăн. Çулсем иртнĕ май ял хуçалăхĕ аталаннăран таврари вăрман çаралсах пынă. Йывăçсем пĕтнĕрен (вĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче нумай каснă) таврари çĕре шыв эрозийĕ çиме пуçланă. Çапла вара Кашмашсен иртнĕ ĕмĕр варринчех вăрман лартас шухăш тĕвĕленнĕ. Енчен те çын ĕçе тытăнмасан, шухăш вăл шухăшпах юлать. Кашмашра вара çав шухăш 40 çул каяллах ĕçе çаврăннă. Ăна пуçараканне те ку тăрăхра кашниех пĕлет. Вăл – 40 çул Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта истори, физкультура, нимĕç чĕлхи, ĕç урокĕ вĕрентнĕ Авенир Иванович Перлов.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ шкулта вĕренекенсене тăван тавралăха юратма вĕрентессине хăйĕн чи пысăк тивĕçĕ вырăнне ъунă. Çак пархатарлă ĕçе хисеплесе Авенир Иванович хăй тĕллĕн тата ытларах шкул ачисемпе йывăçсем ларнă лаптăксене Кашмашсем паян Перлов вăрманĕ теççĕ.
Кашмаш çырмисем сарлака та вăрăм. Варсем тăршшĕпе Перловпа унăн вĕренекенĕсем миçе пин тĕп йывăç лартса чĕртмен-ши, миçе гектар çĕре ишĕлесрен чарман-ши; Паян вара кунти тавралăх ытарайми, йăлтах – урамсемпе çырмасем те, кил-çуртсем те – йывăçсем айĕнче.
«Кашмаш çырми-çатрине вăрман айне тумалла», - çапла тĕллев лартнă хăй пурнăçĕнче çут çанталăк тусĕ А. Перлов. Шкул ачисем, учительсем тата тăван тавралăха юратакан ытти вуншар çынсемпе пĕрле вăл çав тĕллеве пурнăçланă, анчах...
- Тавралăхри çĕр эрозийĕпе кĕрешесси тата вăрман лартасси вăхăтлăх ĕç мар. Паян пĕр çĕре йывăçсем лартатăн, ыран тепĕр çĕрте çĕр ишĕлме пуçлать. Çапла вара пурнăçăма çĕр эрозийĕпе кĕрешсе ирттернĕрен паян çĕнĕ варсем вăй илнине, пĕчĕк çырмасем тарăнланнине тата çырма-çатрасенче хуçăлнă-хăрнă йывăçсем урлă-пирлĕ выртнине курсан чун ыратать, - каласа парать Авенир Иванович хăй сăмахĕсене тĕслĕхсемпе çирĕплетсе. Ара, çапла пулмасăр, килти пахчара йывăç тĕмсен хăрăх тураттисене те çуллен иртсе тăратпăр та анкарти хыçĕнчи çĕр те ял лаптăкĕ, ял вара пирĕн пĕрлехи кил. Апла пулсан ăна та пуçтарса-тирпейлесех тăмалла. Сăмах май, ял администрацийĕсен çакăнта алă çитермеллех.
- Вăрман лартас ĕç епле пуçланчĕ? - ыйтатăп Авенир Ивановичран. Ватă учителĕн хуравĕ те хатĕр.
- Ялта çуралса çитĕннĕ ытти ачасем пекех аттепе асеттепе пĕрле ачаллах пахчара та, çырмара та йывăç лартнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсем варринче, Кашмаш варĕнче пĕве пĕвелесен (паян вăл Муркашсемпе Кашмашсемшĕн çуллахи чи меллĕ вырăн), «Свобода» колхозăн вăл вăхăтри председателĕ А. Фадеевшкул ачисене ун таврашне йывăçсем лартма хушать. Анчах йĕри-тавра карта пулманран унти йывăçсене пĕр-ик çултах ял выльăхĕсем, техника тап таса пĕтереççĕ. Анчах А. Перлов çакăнпа лăпланмасть. Ку тăрăхра ĕçленĕ Аркадий Петрович Петров лесник, колхоз пулăшнипе, ачасем тăрăшнипе çак вырăнта вăрман чĕртес ĕçе 1968 çулхи кĕркунне çĕнĕрен пуçлаççĕ, пулас вăрман валли шăтăксем чавса хураççĕ. Тепĕр çуркунне Шупашкарти сăнавлă вăрман хуçалăхĕнчен шит çÿллĕш хыр-чăрăш калчисем тунса килсе вĕсене пурнăç параççĕ, колхоз йывăç материалсем панипе усă курса ĕç урокĕсенче шкул ачисем пулас лесничество тавра карта тытаççĕ. Çăмăл пулман, паллах, çак ĕç. Паян вара Авенир Ивановичпа шутлатпăр та, шкул ачисен вăйĕпе Кашмашра пурĕ 15 гектар майлă вăрман (çапла, чăн-чăн вăрман) çитĕнет.
- Çитес çула ЧР Президенчĕ Парксемпе садсен çулталăкĕ тесе палăртнине хамăр ку ыйтупа чылай маларах ĕçленине пăхмасăрах ырлатăп. Вырăнлă йышăну ку. Вăл çут çанталăка пуянлатма пулăшать. Акă, хамăр лартса чĕртнĕ вăрманта паян хурăнĕ те, юманĕ те, хыр-чăрăшĕ те, çĕпĕр кедрĕ те (пурĕ 40 тĕслĕ ытла йывăç-тĕм) ÿсеççĕ. Çуллахи вăхăтра унта ял халăхĕ çырла-кăмпа пуçтарни, вăрманта кайăк-кĕшĕк юрлани, пыл хурчĕсем сĕрлени кăмăла çĕклет, хамăр ĕç харама кайманнине пĕлтерет, - пĕтĕмлетрĕ хăйĕн ĕçне А. Перлов.
Пĕрлехи тăрăшулăхпа 1970 çулта Кашмашра шкул лесничестви йĕркеленнĕ, ачасем «симĕс патруле» çÿренĕ, шкулта çут çанталăка хÿтĕлессипе кружок ĕçленĕ. Çултан-çул вăй илнĕ шкул лесничествин ĕç-хĕлне 1985 çулта Мускавран телевидени килсе ÿкерсе кайса кунти опыта çĕршывĕпе кăтартнă. Районти çамрăк вăрманçăсен слечĕ те Кашмашра пĕрре мар иртнĕ. Çут çанталăка сыхлас ĕçри тăрăшулăхшăн Авенир Ивановича 1984 çулхи кĕркунне Çут çанталăка хÿтĕлекен Пĕтĕм Раççейри обществăн Пысăк медалĕпе наградăланă. Вăрман лартнăшăн вăл ЧАССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотине те тивĕçнĕ. Шутлатăн та çакнашкал пысăк ĕç хыçĕнче пирĕнтен ытла нимĕнпех те уйрăлса тăман (ĕçе юратнисĕр пуçне) Авенир Иванович Перлов тăнинчен тĕлĕнетĕн. Эпĕ те тĕлĕнетĕп, çавăнпа пĕрлех уншăн мухтанатăп. Паллах, çак ĕçе Авенир Иванович пĕччен тăвайман пулĕччĕ. Çакăнта унăн мăшăрĕн, пĕрле пĕр шкулта ĕçленĕ Лариса Илларионовна учительницан тÿпи те çук мар. Хорнуй ялĕнче 1926 çулта çуралнă, ачаллах пурнăç хури-шурне курнă, анчах тăтăшах пĕлÿшĕн тăрăшнăскер йывăрлăхсене çĕнсех вырăс чĕлхипе литератури учительницин дипломне алла илнĕ, çĕршер-çĕршер ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсене Тăван çĕршыва, çут çанталăка юратма вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтри ĕç ветеранĕ тăрăшуллă ĕçшĕн медальсемпе Хисеп грамотисене те пĕрре мар тивĕçнĕ.
Физика тата ĕç учителĕ
Кам ĕç суйламасть-тиркемест тата ĕçрен пăрăнмасть, вăл пурнăçра ÿсĕм тума пултарни пирки иккĕленÿ çук. Çатракассинче пурăнакан Георгий Федорович Козлов пирки çак сăмахсем чи вырăнлисем. Паян 67 çулти аслă юлташăм ĕç ĕмĕрĕнче тĕрлĕрен ответлă ĕçсенче вăй хунă, хăйĕнчи çынлăха туптанă та туптанă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл паян ялти сумлă çынсенчен пĕри. Çÿлерех асăннă Перловсем пекех Г. Козлов та ачаранах пĕлÿшĕн тăрăшнă, ача çулĕсенчех алă çумне куршанак çыпăçтарнă. Халĕ те асрах-ха, ял çыннисене пăхса столяр-платник ĕçне хăй тĕллĕн вĕреннĕскер (ашшĕ- Федор Васильевич Козлов – районти финанс пайĕн ĕçченĕ пулнă, 7 класс пĕтернĕ хыççăн 2 çул Ленинградри йĕлтĕр фабрики валли туясен ункисене тунă. Кÿршĕ ялта (Анат Кĕнерте, Г. Козлов хăй Анатри Тăмлайра çуралса ÿснĕ) вăтам шкул уçăлсан каччă пĕлÿ тĕнчипе малалла каять, анчах алă ĕçне пăрахмасть. Çак пĕлÿ ăна Совет Çарĕнче службăра тăнă чухне те кирлĕ пулать. Унта механик-водитель тата танк командирĕ пулнăскер службăран пушаннă вăхăтра кантăк, йывăç касма, ÿкерме-çырма хăнăхать-вĕренет.
Тăрăшуллă каччă çартан таврăнсан педагогика институтне физмат факультетне вĕренме кĕрет, 4 çултан физик пулса Оринин шкулне килет. Кунта пĕр çул вăй хурсан ăна ВЛКСМ райкомĕн 1-мĕш секретарьне лартаççĕ, хыççăн КПСС райкомĕн пропаганда пайĕнче, райĕçтăвком председателĕн çумĕнче ĕçлет, алли ĕç пĕлнĕрен курăнакан агитаци материалĕсене хăйех тăвать. 1978 çулта шкула таврăнать, 4 çул Кашмашри 8 çул вĕренмелли шкула ертсе пырать, çынна ĕçлеттернипе мар, хăй ĕçлеме пултарнипе шкулта спорт площадки йĕркелет, Çатракассинчи вăтам шкула куçсан физикăпа пĕрлех техника ĕçне ертсе пыма пуçлать. Техника ĕçĕнче ачасем йывăçсем касма вĕренме пуçлаççĕ. Çулсем иртнĕ май кунти шкатулкăсем ЧР Президенчĕ валли те, Пушкăрт Республикин делегацийĕ валли те сумлă парнесем пулса тăчĕç. Пĕрлехи тимлĕхпе шкул пĕтерекенсем Г. Козлов патĕнче ăс-пĕлÿ пухса шкултан аттестатпа пĕрле 3-мĕш разрядлă столяр свидетельствипе тухрĕç.
- Ачасем çут çанталăка, ĕçе хăнăхни вĕсене пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Çакна пĕлсе ĕçлерĕм шкулта, - тет паян ветеран.
Çут çанталăк тенĕрен. Георгий Федоровичпа Галина Никифоровна (вăл паян та Çатракасси шкулĕнче ют чĕлхе вĕрентет) пĕр чĕлхе тупса хăйсен урамĕнче вăй илме пуçланă çырмана 1971 çулта вăрман лартса эрози çулне пÿлнĕ. Çак ĕçрен вăл вăхăтра «Свобода» хуçалăха ертсе пынă А. Анисимов та айккинче юлман: шырлан айккисене çирĕплетме колхоз кĕлетĕнчен нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене панă, ял Совечĕ çамрăк вăрмана картапа çавăрма пулăшнă.
- Тÿлевшĕн мар, чĕре ыйтнипе ĕçлерĕмĕр те шырлана малалла кайма чартăмăр. Халĕ те, авă, çав картасем ишĕлчĕç, юсамалла. Кам пулăшĕ-ши: ял администрацийĕ-и е?... - ыйтаççĕ паян Козловсем.
Çырмана вара, выльăхсем таптанă май, çĕр ишĕлме пуçлас хăрушлăх ярса илнĕ. Ял çыннисем (пĕр урамра пурăнакансемех) çак çырмана йывăç çулçисем картлаççĕ тесе-ши тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тултарни вара вырăнти ыйту. Ял хушшинче ÿснĕ вăрман илемлĕ пулни те ял илемех-çке. Ку та пирĕн кил.
- Пĕр йывăç кассан çиччĕ лартăр, йывăç пулсан илем пулатех, - терĕç пĕр сăмахлăн Перловсемпе Козловсем.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"