23 октября 2004 г.
В.К. Ананьев, район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи
Йăлана кĕнĕ тăрăх, паян эпир ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене чыслатпăр тата çак куна халалласа Тырпул уявне ирттеретпĕр. Çавăнпа та çак ятпа асăннă отрасльте ырми-канми вăй хуракансене чун-чĕререн тата ăшшăн саламлатăп, малашне татах та ÿсĕмлĕрех ĕçлеме çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей, тулăх пурнăç сунатăп.
Ял хуçалăхĕ пирĕн район экономикин тĕп никĕсĕ пулса тăрать. Паян çĕршыври ял хуçалăхĕ пысăк йывăрлăхра, пирĕн районта та çак отрасльте вăй хуракансем ял çынни умĕнче тăракан чăрмавсемпе тĕрĕсмарлăхсене хăйсем çинче туяççĕ, вĕсене çĕнтерсе пыма тăрăшаççĕ. Агропромышленность комплексĕнче хастар, хăйсен ĕçне чунтан парăннă, ответлăха туйса тăрăшакан çынсем ĕçлени отрасле ăнăçлă аталантарма, ÿсĕмсем тума пулăшать.
Наука çитĕнĕвĕсене алла илни, агротехникăна пăхăнса ĕçлени, çакăнпа çыхăннă мероприятисене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлани, çĕнĕ, пысăк репродукциллĕ сортсемпе усă курни çанталăкăн кирек епле условийĕсенче те пысăк тухăç илме май пуррине малта пыракан хуçалăхсен тĕслĕхĕ кăçал та тепĕр хут кăтартса пачĕ. Тырпул тухăçĕпе пирĕн район кăçал республикăра малтисен ретĕнче. Вăтам тухăç 19 центнерпа танлашнă. Тырпул тухăçĕпе «Ударник» сăнавлă производство хуçалăх (ертÿçи П.П. Давыдов, тĕп агрономĕ Г.А. Павлов) мала тухрĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кунта вăтамран 34,5 центнер тухăç пачĕç. Çавăн пекех Чапаев яч. хис. (32,66 ц), «Герой» (25,0 ц), «Восток» (24,4 ц), Ильич яч. хис. (23,0 ц) хуçалăхсенче те тухăç япăх мар. Çав вăхăтрах «Волга», «Хлебороб», «Юнга», К. Иванов яч. хис., «Тораево» хуçалăхсенче тыр пул тухăçĕ районăн вăтам кăтартăвĕнчен те пĕчĕкрех. Ку ĕнтĕ асăннă хуçалăхсенче тырпул туса илмелли технологире пысăк çитменлĕхсем, агротехника мероприятийĕсене пурнăçланă çĕрте палăрăмлă кăлтăксем пурри çинчен калать.
Пысăк репродукциллĕ сортсем кăçал уйрăмах лайăх тухăç пачĕç. Акă, «Сундырский» хуçалăхра 35 гектар çинчен 38,6-шар центнер «московская-39» кĕрхи тулă, 38 гектар çинчен 40-шар центнер «приокская» çурхи тулă, «Ударник» хуçалăхра 31 гектар çинчен 40-шар центнер «биос-1» урпа, 30 гектар çинчен 49-шар центнер «козырь» сĕлĕ, 25 гектар çинчен 50-шар центнер çĕнĕ культура – нимĕç пăрçи – пухса кĕртнĕ.
Çитĕнтернĕ тырпула вырса тирпейленĕ çĕрте В.В. Семенов («Ударник») В.Н. Осипов (Е. Андреев яч. хис), О.Г. Федотов («Оринино»), Н.Л. Евдокимов (Ленин яч. хис.), В.А. Толикин («Свобода»), В.Ф. Добрянский (Суворов яч. хис.) комбайнерсем уйрăмах пысăк хастарлăх кăтартрĕç.Кÿршĕлĕх туйăмĕ, йывăр вăхăтра пулăшу пама хатĕр пулни кăçалхи вырмара уйрăмах палăрчĕ. Хăйсен хуçалăхĕсенче ĕçе вĕçленĕ хыççăн «Оринино», «Ударник», «Герой», «Сундырский», Ильич яч. хис. хуçалăхсен комбайнĕсем кÿршĕллĕ хуçалăхсене тырă вырса кĕртме пулăшрĕç. Асăннă хуçалăхсен ертÿçисемпе комбайнерĕсем тав сăмахĕсем чăннипех тивĕçлĕ.
Пирĕн район республикăра çĕр улми туса илессипе палăрса тăракансенчен пĕри. Кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 1504 гектар çинче çитĕнтернĕ, вăтам тухăç 113 центнер пулчĕ. Кăçалхи çанталăк условийĕсене шута илсен, тухăç пысăкрах та пулмаллаччĕ. Акă, «Ударник» хуçалăхра «удача», «елизавета», «чародей», «луговской» сортсем гектартан 250-280 центнер таран тухăç пачĕç, хуçалăхĕпе вара çĕр улмине кашни гектартан вăтамран 230 центнер пухса кĕртнĕ. Ленин яч. хис. хуçалăхра та «иккĕмĕш çăкăр» вăтамран 199 центнер таран тухăçпа савăнтарчĕ.
Хуçалăхсем пулас тырпул никĕсне хывас енĕпе те япăх мар ĕçлерĕç. «Ударник» хуçалăх 400 гектар, Мичурин яч. хис. хуçалăх 3399 гектар, «Оринино» хуçалăх 300 гектар, «Лидер» хуçалăх 230 гектар кĕр тыррисем акса хăварчĕç. Чылай хуçалăхра кĕрхи çĕртме тăвассине кирлĕ пек туса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче юлашки гектарсем çинчи пахча-çимĕç культурисене пухса кĕртеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, уй-хир ĕçĕсем вĕçленеççĕ.
Çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç отраслĕ те чи малти вырăнта тăмалла. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне иртнĕ тăхăр уйăхра 54,5 центнер аш-какай, 270 центнер сĕт туса илсе, кашни ĕнерен 2677 килограмм сĕт суса илсе пирĕн район республика шайĕнче те малтисен ретĕнче. Анчах та чылай хуçалăхра выльăхсен хисепĕ чакни, продукци илесси сахалланни пăшăрхантаракан пысăк сăлтавах. Хуçалăхсен ертÿçисен кун пирки пуçа çавăрсах шутламалла.
Уяв уявах пултăр, анчах малашне ăнăçлăрах ĕçлесе пыма хавхалантарса тăтăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"