Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмсем курăмлă, анчах вĕсем чикĕ мар

23 октября 2004 г.

 

Октябрь уйăхĕнче эпир çулсеренех Ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă тăватпăр. Ку вăхăта кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленеççĕ. Çавăнпа та пĕтĕмлетÿсем тума меллĕ. Кăçалхи çул ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çăмăлах пулмарĕ. Çине-çине çунă çумăрсем çуллахи вăхăтра самаях чăрмав кÿчĕç. Апла пулин те, районти хăш-пĕр хуçалăхсем ял хуçалăх çулне ăнăçлă, лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕç.

Хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова çак кунсенче «Оринино» хуçалăх ертÿçипе Ю.Н. Шишокинпа тĕл пулса калаçнă, кăçалхи ĕçсемпе паллаштарма ыйтнă. Вăл хуçалăха 5-мĕш çул ертсе пырать, малтан кунтан инженер-строительте ĕçленĕ.

- Юрий Николаевич, кăçалхи ĕçсем пирки пĕтĕмĕшле мĕн калама пултаратăр?

- Çуркунне çитсен мĕн пукравчченех ял çыннисемшĕн канăçсăр кунсем пуçланаççĕ. Тыр-пула кĕске срокра акса хăвармалла, вĕсене йĕркеллĕ пăхса çитĕнтермелле, выльăх апачĕ хатĕрлемелле, вырма, кĕрхи ĕçсене пурнăçламалла т. ыт. те.

Кăçал эпир тĕштырă культурисене 798 гектар çинче акса хăвартăмăр, вăтам тухăç ампар виçипе 1 гектартан 18 центнер пулчĕ. 75 гектар çĕр улми лартса пĕр гектартан вăтамран 94 центнер пухса кĕртнĕ. Тĕп участокра унăн тухăçĕ 127 центнерпа танлашрĕ. Выльăх кăшманне 35 гектар çинче лартса çитĕнтернĕ. Унăн тухăçĕ те япăх мар.

- Кирек епле культурăна акса-лартса пысăк тухăç илес тесен сахал мар тимлемелле. Ку енĕпе мĕнле ĕçлесе пытăр?

- Тĕрĕсех калатăр. Сăмахран, çĕр улми пуссине виçĕ хут кăпкалатнă. Ку ĕçре Иван Гурьев çамрăк механизатор МТЗ-82 тракторпа тăрăшрĕ. Колорадо нăррисемпе фитофтороза хирĕç кĕрешнĕ, тырăсене гербицидпа сапнă çĕртме унăн ашшĕ Николай Гурьев вăй хучĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» копалкăсемпе кăларнă çĕрте Иван Гурьев, Виталий Максимов, Вячеслав Замков, Валерий Замков лайăх ĕçлерĕç. Ăна пуçтарнă çĕрте вара Муркашри лицейра, Орининти, Москакассинчи, Ильинкăри вăтам, Атапайри тĕп шкулта вĕренекенсем хастар пулчĕç. Çапла майпа çĕр улмие 9 кунта кăларса пĕтертĕмĕр. Шкулсем хăйсене валли ăна çителĕклĕ хатĕрлерĕç, укçа та ĕçлесе илчĕç.

- Ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пĕлни ăнăçусем тума май парать. Утă, силос хатĕрлес енĕпе камсем пултарулăх кăтартрĕç?

- Утă хатĕрленĕ çĕрте ятарласа çирĕплетнĕ механизациленĕ Звено ĕçлерĕ. Çулнă çĕрте косилкăсемпе Валерий Замков, Артур Вязов, ГВР, ГВК-6 кĕреплесемпе Иван Гурьевпа Валерий Ступин, рулонсем тăвакан пресс – подборщиксемпе Николай Гурьев, Анатолий Максимов, рулонсене тиенĕ çĕрте Вячеслав Замков, вĕсене турттарас енĕпе Сергей Суриков тата Славит Иванов тăрăшулăх кăтартрĕç. Кăçал обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçарма 603 тонна утă, 1746 тонна силос хатĕрленĕ. Утта тÿрех фермăсенчи хранилищĕсене вырнаçтарнă. Силос хатĕрленĕ çĕрте Илья Колбасов, Андрей Блинов, Геннадий Ершов, Иван Ершов, Илья Кольцов, Григорий Моисеев хастар пулчĕç, пахалăхшăн та тăрăшрĕç.

- Тыр-пул пухса кĕртесси çуллахи вăхăтра чи яваплă ĕçсенчен пĕри, ăна епле пурнăçларăр?

- Тырра вăхăтра, пĕр тăхтакаламасăр пухса кĕртес тесен пурин те пĕр тĕллевпе тăрăшмалла. Çакна хуçалăхри механизаторсем лайăх ăнланаççĕ. Вырмара пĕтĕмпе 6 комбайн ĕçлерĕ: «Енисей-1200»-2, «Дон-1500» - 2, СК-5 «Нива» - 2. Пĕтĕмпе 1650 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Комбайнерсем хуçалăхри тырра  вырса пĕтернĕ хыççăн ытти хуçалăхсене те çак ĕçре пулăшма ĕлкĕрчĕç. «Восток» хуçалăхра – 238 тонна, «Передовикра» - 195 тонна, «Колос» хуçалăхра – 179 тонна, Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра 47 тонна тырра вырса, çапса тĕшĕлерĕç. Ку енĕпе хастар пулнисене те уяв çитнĕ май ятранах асăнса хăварас килет. Олег Федотов «Дон-1500» комбайнпа – 782 тонна, Анатолий Кузнецов та çак маркăллă хир карапĕпе – 555 тонна, Ростислав Ильин «Енисей-1200» комбайнпа 447 тонна тырă çапса тĕшĕлеме пултарчĕç. Тырра турттарнă çĕрте Геннадий Ершов (518 тонна) тата Герман Уткин (450 тонна) хастар пулчĕç. Çакна та палăртас килет. Утă-улăм çинче ĕçлекенсене ăна пресс-подборщикпа пресласа çийĕнчех килĕсене леçсе патăмăр.

- Кĕрхи çĕртме пĕлтерĕшĕ çинче малта пыракан хуçалăхсенче тимлĕ пăхаççĕ. Сирĕн патра мĕнле?

- Кĕрхи çĕртме сухине вăхăтра тата агротехникăна пăхăнса пысăк пахалăхпа пурнăçлани çитес çулхи тыр-пулăн никĕсĕ пулать. Иртнĕ çул районти нумай хуçалăхсенче кĕрхи çĕртме сухине сахал лаптăк çинче туса хăварчĕç. Нумай уйсене дисклă сÿрепе кăпкалатнă пирки кăçал  уйсенче çумкурăкĕ хуçаланчĕ. Кĕрхи çĕртмене предплужниклă плугсемпе кăна сухаламалла. Шел пулин те, çакна тума чылай хуçалăх ертÿçисемпе механизаторĕсен вăй-хăват çитмест. «Оринино» хуçалăхра çĕртме сухине тăвакан механизаторсене ĕç пахалăхне ÿстерме тивĕçлĕ условисем туса патăмăр. Пĕр норма çĕртме сухишĕн (ДТ-75 тракторпа 4,2 гектар) механизаторсене 70 тенкĕ укçа, тÿлевсĕр 25 кг тырă, 25 кг улăм, 80 тенкĕ преми парса хавхалантарнă. Çак ĕçе 731 гектар çинче пурнăçланă, плана 100 проценчĕпех тултарнă. Анатолий Вязовпа Борис Пичужкин иккĕшĕ пĕрле ДТ-75 тракторсемпе 700 гектара яхăн çĕр сухаласа ĕç укçисĕр пуçне 6-7-шер пин тенкĕ преми илме тивĕçлĕ пулчĕç. 300 гектар кĕр тыррисем акса хăварнă.

- Уй-хир ĕçĕсенче çителĕклĕ техника пулсан кăна ĕç кал-кал пырать. Эсир юлашки çулсенче çĕнĕ техника туянма вăй-хал çитертĕр-и?

- Машинăпа трактор паркне çĕнетсе пымасан техника кивелсе пырать. çавăнпа та кун пирки эпир яланах шутлатпăр. Иртнĕ çулта МТЗ-82 - 1 трактор, «Волга-2» косилка – 1, «Енисей-1200» комбайн 1 туяннă. Кăçал та лизинг мелĕпе  тепĕр «Енисей-1200» комбайн, МТЗ-82 трактор – 2, тепĕр «Волга-2» косилка, рулон тумалли пресс, ГВР кĕрепле тата «УАЗ – фермер» автомашина туянма  май килчĕ. Малтанхи взноссемпе кăçалхи тÿлев пайĕсемпе татăлнă, парăмсем çук.

- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пирки кăштах чарăнар-ха.

- Хуçалăх кăçалхи 9 уйăхра выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессипе япăх мар ĕçленĕ: кашни ĕнерен 3867 килограмм сĕт суса илнĕ. Тамара Арапкина тата Галина Ковалева вара хăйсене çирĕплетсе панă ушкăнри ĕнесенчен 4139-шер килограмм сĕт суса илчĕç. Халь талăкне 10,5-шар килограмм сăваççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем 9 уйăхра талăкне – 966-шар грамм, пушмак пăрусем – 701-шер грамм, сыснасем – 438-шер грамм ÿт хушнă. Вăкăрсем патĕнче Светлана Вершкова, Рита Горшкова, Нина Захарова, пăрусем пăхнă çĕрте  Венера Блинова, Лидия Зайцева, Нина Яшкина, сыснасем патĕнче Любовь Морозова тата Татьяна Архипова (446-шар грамм ÿт хуштарнă) пултарулăхпа палăраççĕ. Витесене пурне те хĕле хатĕрлесе çитернĕ, дезинфекциленĕ, шуратнă. Юсав ĕçĕсене те çийĕнчех пурнăçлатпăр.

- Сире патшалăх пулăшать-и?

- Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене патшалăх пулăшмасть тесе калас килмест. Çăмăллатнă условисемпе кредитсем парать, лизанг мелĕпе техника туянма майсем пур, бюджетран та тÿреммĕнех укçа-тенкĕ уйăрса Чăваш Республикин правительстви чăн-чăн пулăшу парать. Çĕр пулăхне ÿстерме, пысăк тухăç илме минераллă удобренисемпе тата гербицидсемпе усă курнăшăн 317 пин тенкĕ, ăратлă выльăх ÿстернĕшĕн 167 пин тенкĕ илтĕмĕр. Ăратлă пушмак пăрусем сутса, 29 пуçшăн 513 пин тенкĕ укçа турăмăр.

Хуçалăхри вăтам ĕç укçи 9 уйăх итогĕсемпе вăтамран илсен, уйăхне 1617 тенкĕ пулнă. Çак кунсенче сентябрь уйăхĕшĕн патăмăр.

- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр?

- Кăтартусем япăх мар пулин те, ку вăл пирĕншĕн чикĕ калас килмест. Тыр-пул тухăçне, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерсе хуçалăхра вăй хуракансене тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлессине тĕп задача тесе шутлатăп. Ăна пурнăçлама техникăна йĕркеллĕ справка лартса, юсаса хатĕрлемелле, паха вăрлăх янтăламалла. Эпир юлашки вăхăтра «çук» тесе алă усса ларма хăнăхрăмăр. Ĕçлесен веçех пулать. Пирĕн хуçалăхра халăх ĕçлет. Вăхăтра ĕç укçи тÿлесен ыйтма та пулать.

Юлашкинчен тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕшĕн, пухса кĕртнĕшĕн, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстернĕшĕн хуçалăхри мĕн пур ĕçченсене уяв ячĕпе саламласа чĕререн тав тăватăп. 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика