09 июля 2013 г.
Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте пурăнакансем çак куна чылайранпа кĕтнĕ. Утă уйăхĕн виççĕмĕшĕнче кунта пысăк об<ект - информаципе культура центрĕ - уçăлчĕ. Культура çурчĕ маларахах та пулнă-ха, анчах вăл чиркÿ çуртĕнче вырнаçнă. Тĕне ĕненекенсен ыйтăвне тивĕçтерсе ăна Шупашкар-Чăваш Ен епархине тавăрса пама тĕв тытнă. Пуçламăш шкул пулнă çурт çумне вара 2012 çулта 150 вырăнлă курав залĕ çĕклеме пуçланă. Çак ĕçе "ПМК "Водоснабжения" ООО пурнăçланă. Республика 19025,5 пин тенкĕ уйăрнă, вырăнти бюджетран - 1 млн тенкĕ. Унсăр пуçне кăçал район вăйĕпе малтанхи çуртра 600 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ.
Кĕтнĕ самант тинех çитрĕ. Çĕнĕ обћекта уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.
Кĕтнĕ хăнана çак хутлăхра çеç мар, республикипех лайăх пĕлекен, çĕр-шывра та, чикĕ леш енче те палăрма ĕлкĕрнĕ «Янаш” юрăпа ташă халăх ансамблĕ савăнăçлă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕ.
Михаил Игнатьев ял, район çыннисене культурăн çĕнĕ вучахĕ уçăлнă ятпа саламларĕ. Çĕнĕ йышши технологисемпе çĕкленĕ обћект пĕлтерĕшне палăртса çапла каларĕS «Халăх пултарулăхĕ, йăли-йĕрки, культури - пирĕн иксĕлми пуянлăх. Вăл кашни çыншăн çывăх пултăр тесе тăрăшмалла. Мĕн пуррине упраса малалла аталантармалла, ăруран ăрăва паллаштарса пымалла”.
Михаил Васильевич сцена валли «тум” туянма сертификат /99850 тенкĕлĕх/ тата телевизор парнелерĕ. Республика Пуçлăхĕн парнесем, наградăсем татах пулчĕç.
Çемье тытăмне çирĕплетес тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсемшĕн районти Шаптак ялĕнче пурăнакан Александра Ивановнăпа Виталий Васильевич Никитинсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысларĕ.
Мăшăр çемье çавăрнăранпа 53 çул иртнĕ. Вĕсен кун-çулĕ районти «Знамя труда” хуçалăхпа çыхăннă. Виталий Васильевич выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, вырăнти сысна фермине 15 çул ертсе пынă. Кăтартуллă ĕçсемшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, ВДНХ кĕмĕл медальне тивĕçнĕ.
Александра Ивановна колхозра ĕçленĕ, çав вăхăтрах пилĕк ачипе тăхăр мăнукне пăхса çитĕнтерес тĕлĕшпе тимлĕхне, чун ăшшине шеллемен. Ветерансем халĕ те ĕçсĕр лармаççĕ, килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, ачисен, мăнукĕсен савăнăçĕпе хуйхине пĕрле пайлаççĕ.
Муркаш салинчи Надежда Юрьевнăпа Вячеслав Лаврентьевич Грачевсем тата Çĕн Шоккăн ялĕнчи Любовь Геннадьевнăпа Евгений Юрьевич Трофимовсем, Никитинсемпе танлаштарсан, чылай çамрăк-ха. Вĕсен çемйисем кăçал çĕнĕ «кайăксемпе» пуянланнă. Уйăх çурă каялла çут тĕнчене килнĕ Николай Грачевпа Софья Трофимова /икĕ çемьере те виççĕмĕш пепкесем/ çемьесене амăш капиталĕн сертификачĕллĕ турĕç.
Ăçта усă курасшăн вĕсемпеQ Грачевсем, сăмахран, пĕлтĕр Муркашра икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туяннă. Укçан пысăк пайĕ кредита «хуплама” кайĕ, юлни - ача сачĕшĕн тÿлеме. Трофимовсем те сертификатпа çурт-йĕр условисене лайăхлатас тĕлĕшпе усă курасшăн.
Информаципе культура центрне уçнă çĕре таврăнар-ха. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев обћекта çĕклеме пулăшнăшăн республика ертÿлĕхне тав турĕ. Ку енĕпе вырăнти бюджет та нухрат уйăрма пултарнине палăртрĕ. «Çак кăтарту çулран çул ÿссе пыни пирĕн шанăçа ÿстерет, - терĕ вăл. - Кăçал бюджет, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 22 процент чухлĕ пысăкрах. Çакă эпир ĕçе тĕрĕс, пĕлсе йĕркелесе пынине çирĕплетет».
Хăйăва каснă хыççăн ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева, хăнасене центрпа ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов паллаштарчĕ. Кунта 14 кружокпа секци ĕçлеççĕ. «Янаш” юрăпа ташă тата «Картина» вокалпа инструмент ансамблĕсем - халăх коллективĕсем.
Надежда СМИРНОВА
Источник: "Хыпар"