Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ун ячĕпе Шупашкарта палăк кирлех

24 мая 2013 г.

Иртнĕ эрне кун Муркаш районĕнчи Купăрля хăнасене йышăнчĕ, çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Сăлтавĕ-и? Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн «Хыпарăн» никĕслевçи, унăн пĕрремĕш редакторĕ, этнограф, историк, фольклорист, ăсчах, энциклопедист Николай Никольский çуралнăранпа çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче 135 çул çитрĕ. Çавна май унăн тăван тăрăхĕнче анлă мероприяти иртрĕ. Чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлне яланах асра тытать, малашне те чĕрере упрĕ.

Муркаш район пуçлăхĕ Игорь Николаев, район администрацийĕн ертÿçи Ростислав Тимофеев, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен ĕçченĕсем, таврапĕлÿçĕсем, кÿршĕ регионсенчен çитнĕ хăнасем, Н.В.Никольскин ентешĕсем, тăванĕсем унăн ячĕллĕ парка пухăнчĕç.

Митинг Иван Христофоровăн «Тăван халăхшăн ун ĕçĕсем» юррипе уçăлчĕ /сăвви Лидия Туктинан, кĕвви Юрий Жуковăн/. Никольский бюсчĕ умĕнче Чăваш Енĕн сумлă çыннисем, хисеплĕ хăнасем тухса калаçрĕç. Кашниех Николай Васильевичăн ĕç-хĕлне ырларĕ, вăл тăван ен кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнине палăртрĕ. Ростислав Тимофеев унăн ячĕ ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнине, историе пĕлни малашлăха утма май панине çирĕплетрĕ. Чăваш халăхĕн ăслăлăхпа ÿнер академийĕн ертÿçин Евгений Ерагинăн шухăшĕпе килĕшмесĕр тăраймăн: «Купăрля - тăван халăхăн ăслăлăх вырăнĕ». Çак ял чăвашсен пĕрремĕш профессорне çуратса çитĕнтернĕ. Алексей Леонтьев иртнĕ çирĕм çул хушшинче Николай Никольский пурнăçне чылай тĕпченине, кĕнекесем кăларнине, ăсчахăн ал çырăвĕсен 4 пуххи кун çути курнине пĕлтерчĕ.

Пушкăртстанран çитнĕ Иван Тарасов Николай Никольский ячĕ 7 çутта кăларуçă ретĕнче тăнине каларĕ. Чĕмпĕртен килнĕ Николай Розов та Муркаш районĕн мухтавлă ывăлĕн ĕçĕ-хĕлĕ вилĕмсĕррине палăртрĕ. Никольскин тăванĕ Николай Пантелеймонов та ăна ăшшăн аса илчĕ. Митинг Никольский бюсчĕ тата стела умне чĕрĕ чечексем хунипе вĕçленчĕ. Уяв вара малалла тăсăлчĕ.

Сосновкăри вĕрентÿпе культура комплексĕнче пленарлă лару иртрĕ. Муркаш район пуçлăхĕ Игорь Николаев каланă тăрăх - вăл ача чухне Николай Никольский çинчен сахал илтнине, паллă çын пулнине пĕлменнине пытармарĕ. Халĕ вара унăн ятне тивĕçлипех çÿллĕ шайра тытаççĕ. Ростислав Тимофеев район çыннисем ентешне сума суса вăл утнă çулпа - аталану çулĕпе - пынине, район пуласлăхĕшĕн малашне те вăй-хала парса ĕçлессине пĕлтерчĕ.

Николай Никольский ятне упраса ку таранччен, чăнах та, чылай ĕç тунă. Çакăн çинчен тепĕр хут калани ытлашши пулманнине аса илтерчĕ Алексей Леонтьев хăйĕн сăмахĕнче. «Хыпар» пуçарнипе, тăрăшнипе Никольский çуралнăранпа 115 çул çитнине Купăрляра уявланă, Атăлçи халăхĕсен тĕпчевçин ячĕпе пирвайхи хут анлă мероприяти ирттернĕ. Ял çултан çул илемленет: çул сарнă, пĕвене юсанă. Ăсчахăмăр çуралнăранпа 120 çул çитнĕ тĕле тăван тăрăхĕнче унăн бюстне лартнă. 125 çуллăх юбилейне уявланă тапхăрта тăван килĕ пулнă вырăнта стела вырнаçтарнă, тĕслĕх библиотека уçнă, музей Никольский ячĕпе хисепленет.

Çапах çакăнпа кăна чарăнмалла маррине çирĕплетрĕ Алексей Петрович. Шупашкарта Никольский проспекчĕ пур, педагогика колледжĕ те унăн ячĕллĕ. Анчах унăн палăкĕ ку таранччен те çук-ха. Алексей Петрович çак ĕçе пуçăнмаллине палăртрĕ.

- Тен, фонд йĕркелемелле-и е ятарлă счет уçмалла-и - çак ыйтăва татса памалла. Укçа пухма мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ пулĕ? Тен, пилĕк çул та иртĕ. Апла пулин те чăваш халăхĕ çак ĕçе хутшăнасса, пĕрле нухрат пухса Никольский палăкне çĕклессе шанатăп. Çавăн пекех ал çырăвĕсене те халăх патне çитересчĕ. Виçĕ чĕлхепе - чăвашла, вырăсла, французла - ваттисен сăмахĕсен, юмахсен ал çырăвĕсене кĕнекен кăларни кăмăллă пулĕччĕ, - терĕ «Хыпарăн» тĕп редакторĕ.

Пленарлă ларура Чăваш халăх академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин Алексей Леонтьева Н.В.Никольский ячĕллĕ орденпа чысларĕ. Çак хисепе академи членĕ Алексей Симулинпа физикăпа математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Борис Алексеев та /сăн ÿкерчĕкре/ тивĕçрĕç. Евгений Евстафьевич каланă тăрăх - Никольский çуралнă тăрăха, сăваплă вырăна кашнин пĕлмелле. Вăл чăваш интеллигенцине çутлăх тапхăрĕнчен ăслăлăх тапхăрне куçарнă.

Георгий Матвеев Николай Никольские çармăссен паллă ывăлĕпе Макар Евсевьевпа танлаштарчĕ. Иккĕмĕшĕн ячĕ маларах сарăлнă. Апла пулин те халĕ чăваш ывăлне аслă ÿсĕмрисем кăна мар, çамрăксем те çĕклеççĕ. Вĕсен йышĕнче - Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педколледжра вĕренекенсем. Уявччен пĕр кун маларах вĕсем Купăрляра пулнă. Унти тавралăха хут çине сăрăпа куçарнă. Çав ÿкерчĕксене колледж директорĕ Валерий Сапожников район пуçлăхне парнелерĕ. Алина Иванова вĕренекен вара тăван ял çинчен илемлĕ юрă шăрантарчĕ.

«Никольский вулавĕсем» конференци 6 секцие пайланса ĕçлерĕ. Тухса калаçакансен хушшинче çамрăк ăру та пулни савăнтарчĕ. Çакă та Никольский ячĕ кашнин чĕринче пурăннине кăтартмасть-и-ха? Акă «Никольский еткерĕ» секцире Муркашри вăтам шкулта ăс пухакан Татьяна Купцова ентешĕ халăх медицинине пĕлнине тĕпченĕ. Николай Васильевич ялти пахчинче 360 ытла тĕрлĕ ÿсен-тăран ÿстернĕ, вĕсемпе çынсене сипленĕ. Таня асламăшĕ те курăксене пĕлет иккен, вĕсемпе сиплет. Вăл мăнукне Никольский хальхи медицинăра мĕнле вырăн йышăннине тĕпчеме сĕнÿ-канашпа пулăшнă.

Купăрляра пурăнакансем савăнăçлă мероприятие хастар хутшăнчĕç, ентешĕпе мăнаçланнине пĕлтерчĕç. Ирина Михайлова тĕпчевçĕн кун-çулĕнчи хăш-пĕр вăхăта аса илчĕ. 6 теçетке çултан иртнĕ Алевтина Осипова вара Никольские ача чухне курнă кăна мар, унпа калаçнă та.

- Кĕркунне атте чирленĕччĕ. Аппапа Вальăпа мана Николай Васильевич патне эмел илме ячĕ. Вăл пире сивĕ çанталăкра çара уран çÿренĕшĕн ятларĕ, атте валли тĕрлĕ курăк пачĕ. Вĕсен сачĕ питĕ пысăкчĕ. Йăмăкăм Лена пĕчĕк чухне унта пан улми татма кĕнĕ. Йăпшăнса çÿренĕскере канма тунă хÿшĕре пулнă Николай Васильевич курнă, пÿрнипе юнаса хăйĕн патне чĕннĕ. «Вăрламалла мар, ыйтсан пан улмине хамах паратăп», - вĕрентнĕ вăл.

Çапла, ырă та пуян чунлă çын пулнă вăл. Уява пухăннă çынсене итленĕ-курнă май çакна калас килет. Николай Никольский ячĕ кашнин чĕринче упранать тĕк, эппин, унăн ĕçĕсем кăна мар, вăл хăй те пурăнать, вĕрентсе, пулăшса пырать.

 Елена ТРОФИМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика