22 мая 2013 г.
Шÿт туйăмĕ, юрă-кĕвĕ, юрату, кăмăл çирĕплĕхĕ ĕмĕр тăршшĕпех унпа юнашар пулнă. Паян та тăхăр вуннăри вăрçăпа ĕç ветеранĕ чун хавалне çухатман. Сăмахăм - Муркаш районĕнчи Юнкăра çуралса ÿснĕ Григорий Илугин пирки.
Пилĕк ачаллă çемьере ÿснĕ Кĕркури çумне пĕчĕк чухнех ĕç куршанак пек çыпăçнă. Вырăнти шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн тăван колхозра ĕçленĕ. 1942 çулта ăна почтальон сумкине шанса параççĕ. «Ун чухне почтăна Мăн Сĕнтĕртен пирĕн патăмăра лашапа турттаратчĕç. Манăн участок пысăкчĕ, ялтан яла ывăнма пĕлмесĕр чупаттăмччĕ», - аса илет халĕ ватă. Анчах вăрçă çулĕсенче почтальонра ĕçлесси çăмăл пулманнине те пытармасть. Çывăх çыннисене вăрçа ăсатнă хĕрарăмсене хурлăхлă хыпар пĕлтерме мĕнешкел хевте, вăй-хăват кирлĕ пулнă...
1942 çулта пуш уйăхĕнче Григорий Никифорович вăрçа тухса кайнă. Краснодарти пулеметпа миномет училищинче вĕреннĕ хыççăн Дон, каярах Сталинград фрончĕсенче çапăçнă. Сталинград хулине ирĕке кăларма хутшăннă. «Пĕрре, вилнисен хушшинче аманнă салтак пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтрĕм. Суранне çыхса ярас тесе кайрăм та - хама та ураран, пуçран амантрĕç. Сталинграда ирĕке кăларсан тăшмана хăваласа Харьков еннелле кайрăмăр. Дон çинче каллех амантрĕç: пуля пĕçĕ витĕр тухрĕ. Çĕнтерĕве Латвире кĕтсе илтĕмĕр. 1945 çулхи юпа уйăхĕнче киле таврăнтăм. Мана курсанах анне макăрса ячĕ»,- куç умне кăларать çав çулсене шур сухал. Паттăр салтак кăкăрне Мухтав тата Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕсем илем кÿнĕ.
«Вăрçă хыççăн колхозра тимĕрçĕре тăрăшрăм. Çак ăсталăха аттерен Никифор Михайловичран вĕреннĕ. 3-4 çулта чухнех эпĕ тимĕрçĕ лаççине чупма пуçланă. Атте вĕркĕче кантрапа çыхса паратчĕ те туртса тăраттăмччĕ. Вăй çитместчĕ, вăл вара пĕр вĕçĕм: «Атя, вăйлăрах вĕртер!» - тетчĕ. Çапла, 1952 çулчченех тимĕрçĕре вăй хутăм. Етĕрнери училищĕре пĕлÿ илнĕ хыççăн трактористра ĕçлеме тытăнтăм. Чăн малтан Волгоградра кăларнă, çăпаталлă хурçă ут çине лартăм. «Санăн ДТ-54 икĕ трубаллăччĕ», - тесе халĕ те кулаççĕ ялти тантăшăмсем. Пĕринчен тĕтĕм тухатчĕ, тепре хам пирус мăкăрлантарса пыраттăм. Каярах вара ДТ-75 трактор пачĕç. Манăн шухăшăмпа, çăпаталлă хурçă ут урапаллинчен лайăхрах. Вăл çĕре хытармасть. 30 çул колхоз хирне сухаларăм. «Сана çĕнĕ трактор паратпăр, ĕçле те ĕçле», - пăрахатăп тесен ÿкĕте кĕртесшĕн пулчĕ бригадир. Эпĕ вара уçă сывлăхшăн тунсăхлани пирки пĕлтертĕм. ДТ-54 трактор халĕ те хушăран тĕлĕкре тĕлленет. Çĕрле суха тунă чухне çывăрса каяс мар тесе юрласа яраттăм. Пĕлнĕ юрăсене шăрантарнă хыççăн хам шухăшласа кăлараттăм. «Курăк та шăтнă, кайăк та юрлать», - йышшисем çуралатчĕç вара. Сассăм хитреччĕ манăн. Çамрăк чухне ларма тухсан та хĕрсемпе юрланă. Харьковра госпитальте выртнă чухне аманнисем валли «Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт», «Çырма хĕрне ансассăн та» юрăсене шăрантараттăмччĕ. «Тата юрлăр-ха!», - тилмĕретчĕç вĕсем. Аса илÿ ытамне путнă Григорий Никифоровичăн сăн-пичĕ çуталнăçем çуталса пырать.
Ылтăн алăллăскер кĕçех хăйне слесарьте тĕрĕслет. Сÿре-çуна, сеялкăсене, ытти агрегатпа техникăна юсать. «Тĕрлĕ профессие парăнтарнă эсир, çавах та хăшĕ ытларах кăмăла килнĕ?», - чăнласах пĕлес килчĕ манăн. «Чăн та, пурне те килĕштернĕ, юратса пурнăçланă», - туххăмрах хурав пачĕ ватă.
Григорий Илугин 1946 çулта хăйсен ялĕнчи Христинăна качча илнĕ. Мăшăр виçĕ хĕрпе икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ. Пĕр-пĕрне кăмăлласа пурăннă. Шел, Христина Григорьевна 2000 çулта пурнăçран уйрăлнă. Пĕр ывăлĕпе хĕрĕ те вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çапах та пуян-ха паян Григорий Никифорович. 14 мăнукĕпе 4 кĕçĕн мăнукĕ хĕпĕртев кÿреççĕ ăна. Уйрăмах мăнукĕ Наташа, кукашшĕ пекех почтальонкăра ĕçлекенскер, кашни кунах кĕрсе тухать-мĕн. Пулăшу кÿнисĕр пуçне ватă çыншăн ăшă сăмах шеллемест вăл.
Паянхи кунчченех çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнать Григорий Илугин. Çулсерен çырма-çатрана йывăç лартать. Пахчара тĕрлĕ çимĕç, çырла çитĕнтерет. «Манăн кăмăл çапларах: вăрламалла мар, çынпа вăрçăнмалла мар, ял-йышпа, пускилпе килĕштерсе пурăнмалла. Çакна пурнăçласан 100 çула та çитĕп-и?» - çакăн пек девиз манăн тетĕп шкул ачисемпе тĕл пулсан. Эпĕ арăм кăштах мăкăртатсан та хирĕçсе тăман, картишне вут çурма тухаттăм. Кăштахран вăл: «Апат пиçнĕ, кĕрсем ара», - тесе чĕнетчĕ. Юриех илтмĕш пулаттăм. «Миçе хут каламалла сана?» - ниçтан лăпланаймастчĕ вăл. Йăл кулаттăм та пÿртелле таплаттараттăм вара», - вăрттăнлăха уçать манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм.
Григорий Илугин кăçал нарăс уйăхĕнче Сталинграда ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнине уявлама кайса килнĕ. «Эх, çамрăклăхăм вăрçă хирĕнчех иртрĕ. Сирĕн пек чипер хĕрсемпе çÿреймерĕм», - ассăн сывларăм çар тумĕ тăхăннă хĕр-упраçа асăрхасан. «Пиччем-пиччем, тăр апла, сăн ÿкерттеретпĕр», - сырса илчĕç вĕсем мана. Асăнмалăх сăн ÿкерчĕк илсе килтĕм вара. Пытармастăп, вăрçă çул-йĕрне аса илсен куççуль те тухрĕ», - пĕлтерчĕ ветеран. Вăрçă çулне утса тухнă, терт-нушине самаях тÿснĕ пулсан та шăпана хурламасть вăл. Хăйне телейлĕ тет. Çавăншăнах ăна пурнăçĕ те савнăн туйăнать. Асап курнă чун патне турă амăшĕн курки туллин çавăрăнса çитнĕ ахăртнех...
Роза Власова
Источник: "Хыпар"