06 октября 2004 г.
Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен уй-хирĕсенче çулталăка вĕçлекен тĕп ĕçсем пуçтарăнса-вĕçленсе пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне çĕр улмине пĕтĕмпе 1336 гектар çинчен (89 процент) пухса кĕртнĕ. Шел пулин те, пухса кĕртнĕ. Шел пулин те, пухса тирпейлемелли луптăк татах 168 гектар, йĕпе-сапаллă, сивĕ çанталăкра çак ĕçе пурнăçламашкăн йывăрлăхсем сахал мар.
Хальлĕхе пахча çимĕç культурисене 33,5 гектар çинчен (24 процент) пухса кĕртнĕ. «Герой», «Оринино», Суворов яч. хис. хуçалăхсенче ку ĕç вĕçленнĕ.
Пĕтĕм лаптăкăн 48,2 проценчĕ çинчи выльăх кăшманне кăларса илнĕ. Ултă хуçалăхра çак ĕçе вĕçленĕ.
Хуçалăхсенче кăрхи çĕртме сухине 6197 гектар çинче (палăртнă лаптăкăн 40 проценчĕ) туса ирттернĕ. «Ударник» хуçалăхра асăннă мероприятие пĕтĕм лаптăк çинче пурнăçлама ĕлкĕрнĕ.
Çитес çул акма хуçалăхсенче 5652 тонна (кирлĕ хисепĕн 112 проценчĕ) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вырлăхĕсене хатĕрленĕ. «Динамо», «Нива», «Хлебороб» хуçалăхсенче кăна çак ĕç хытах уксахлать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"