06 октября 2004 г.
Çитес çул Раççей бюджетĕнчен «Хăрушсăрлăхсăр вĕрентÿ учрежденийĕ» программăна пурнăçлама 570 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Çакăн çинчен Федераллă вĕрентÿ агентствин пуçлăхĕ Григорий Балыхин пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх, укçа «сулахаялла» каймĕ, унпа «адреспа» усă кураççĕ.
Федераллă бюджетран çак тĕллевпе уйăракан укçа-тенкĕ кирлин 50 проценчĕпе кăна танлашать. Ыттине районсен уйăрмалла пулать.
Вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетме çитес çулхи бюджетра 7 миллиард тенкĕ пăхнă: 4 миллиарчĕ – тĕпрен юсама, 3 миллиарчĕ - çĕнĕ оборудовани туянма. Финанс министерстви тата 3,6 миллиард уйăрнă. Вăл тĕпрен илсен аслă шкулсене каять.
Педагогсен квалификацине ÿстерме 120 миллион тенкĕ палăртнă. Çывăх вăхăтра вăтам вĕрентÿ учрежденийĕсенчен çуррине регионсене параççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"