02 октября 2004 г.
Кăçалхи февраль уйăхĕнче Муркаш районне йĕркеленĕренпе 60 çул çитрĕ. Юбилей çулталăкĕ пулнă май, манăн та Муркашри вăтам шкулта вĕрентнĕ учительсем пирки çырса кăтартас килет. Хăйсен профессиллĕ уявĕ умĕн халь пурăнакансем те хăйсем ĕçленĕ çулсене аса илĕç.
Муркашри вăтам шкула эпĕ 1952 çулта пĕтернĕ. 1944 çулта вăрçă пынă вăхăтра 10 çулта пулнă. Эпир ун чухне 2 класра вĕреннĕ. Пĕрремĕш класа 1942 çулта, Сталинград патĕнчи хĕрÿ çапăçусем вăхăтĕнче, кайнă, вăрçă тăван çĕршывшăн мĕн тери хăрушлăх кăларса тăратнине эпир ăнланма та пултарайман. Хамăр аттесем килте пулманнине (вĕсем фронтра), килте çимелли те çуккине, вутă çук пирки сивĕре вĕреннине лайăх пĕлсе-туйса тăнă. Апла пулин те, шкула çÿренĕ, пĕлÿ пухнă.
Т.М. Матвеева килтен илсе пынă хут листи çине йĕрсем чĕрсе паратчĕ, пире çырма меллĕрех пултăр тесе тăрăшатчĕ.
1 класа эпир пачăшкă шкулĕнче вĕрентĕмĕр. Унта 3 класс тата учительсен пÿлĕмĕ пурччĕ. Вăл хальхи перекет банкĕн уйрăмĕ вырăнĕнче пулнă. Унтан аяларах колхоз правленийĕ патне каякан шоссе çумнерех КПСС райкомĕн çурчĕ ларатчĕ. 1 класра пире З.А. Ермакова вĕрентрĕ. 3-4 классенче Г.П. Сидорова пулчĕ. Пуçламăш классенче лайăх вĕреннĕшĕн мана Хисеп грамоти пачĕç, унта шкул директорĕ А.А. Шишкин алă пуснăччĕ.
Вăрçă пĕтнĕ хыççăн халăх ирĕклĕрех сывлса ячĕ. Тăван çĕршывшăн мăнаçланни, малашлăха шанни лайăх сисĕнетчĕ. Анчах та пирĕн аннесем мăшăрĕсене çухатрĕç, эпир – аттесене. Пурăнма çав тери йывăрччĕ. Ун пирки нумай çырнă ĕнтĕ. Апла пулин те паянхи çамрăксем çакна ăнланмаççĕ, вуласа пĕлнипе хамăр тÿссе ирттерни пачах пĕрешкел мар.
5-10 классене эпир халь музей пулнă Муркаш шкулĕнче вĕрентĕмĕр. нумаях пулмасть эпир унта кайса куртăмăр, унран музей йĕркелени те питĕ лайăх. Анчах ăна йĕркеллĕ пăхса тăмалла. Эпир хамăр шкулпа чăннипех мăнаçланатпăр.
Паян асран тухман, хамăра вĕрентнĕ учительсене ятранах асăнса хăварас килет. 5-6-7 класра математикăна Д.Г. Григорьев вĕрентрĕ, вăл уравненисем шутлама хăнăхтарнине халĕ те лайăх астăватăп. Çак классенчех вырăс чĕлхипе литературине М.П. Зайцева вĕрентрĕ. Унăн мăшăрĕ, ман шутпа вăл вăхăтра парти райкомĕн секретарĕ пулнă. Нимĕç чĕлхипе вĕрентнĕ В.М. Матвеев – вăрçă участникĕ, нумай наградăсене тивĕçнĕ, вăрçăра тăлмачă пулни пирки калатчĕ.
Историпе Аристарх Степанович вĕрентетчĕ. С. Михалков сăввипе Совет Союзĕн гимнĕ Тухсан, ăна пăхмасăр вĕрентĕмĕр, халĕ те астăватăп.
Совет Союзĕн Геройĕпе А. Воробьевпа , Л. Агаков писательпе тĕлпулусем иртнĕччĕ.
Çар ĕçне П.И. Иванов, физкультурăпа Ф.К. Кириллов вĕрентрĕç. 8-10 классенче математикăпа Фелицата Семеновна, вырăс чĕлхипе литературине М.М. Галкина вĕрентни те асрах. Мария Михайловна пирĕн класс ертÿçиччĕ. 10 класра физикăпа А.А. Львов, чăваш чĕлхипе Н.П. Лесникова, химипе В.П. Анисов вĕрентрĕç. Венедикт Прокопьевичпа эпĕ шкул пĕтернĕ хыççăн та нумай тĕл пулнă, мĕншĕн тесен пурнăçра хам та учитель профессине суйласа илтĕм.
Вăл вăхăтра эпир экзаменсене, 4, 7, 10 классенче тытăннă. А. Фадеевăн «Çамрăк гварди» романĕ тăрăх сочинени çырнине лайăх астăватăп. Вăл çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ хайлав пулнă. Халĕ ун пирки çырмаççĕ те, вĕренмеççĕ те. Вăл çамрăксене патриотизмла воспитани парас, туслăха çирĕплетес, çамрăксен окупаци вăхăтĕнчи хăюллă çапăçăвне, çĕршыва хÿтĕленине кăтартас, кăмăл çирĕплĕхне хăнăхтарас енĕпе питĕ витĕмлĕ пулнă-çке. Эпир вĕсен тĕслĕхĕ çинче çитĕннĕ. Ун чухне çамрăксем хушшинче алкоголизм та, наркомани те пулман.
Çак статьяна эпĕ мĕншĕн çыртăм-ха. Хальхи ăру, пирĕн вăхăтри çынсем учительсене ан манччăр тесе. Мĕншĕн тесен вĕсем яшсемпе хĕрсене пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларÿççĕ. Çав учительсен ачисемпе мăнукĕсем те пур. Вĕсем те хăйсен ашшĕсемпе аслашшĕсен пархатарлă ĕçĕсем пирки лайăх пĕлсе тăччăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"