Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи ларура – паягхи çивĕч ыйтусем

29 сентября 2004 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи ватăсен канашне йĕркеленĕренпе темиçе çулах çитрĕ ĕнтĕ. Вĕсем тивĕçлĕ канура пулсан та обществăлла ĕçсене активлă хутшăнаççĕ, район пурнăçĕпе, аталанăвĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Ватă çынсен пурнăçри опычĕпе усăллă сĕнĕвĕсем паян ĕçлекенсемшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, кулленхи ĕçре самаях пулăшу параççĕ.

Сентябрĕн 24-мĕшĕнче вĕрентÿ пайĕн методика кабинетĕнче старейшинăсен тата ветерансен канашĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Унта ĕçпе вăрçă ветеранĕсен вырăнти канашĕсен ертÿçисемпе ялсенчи хисеплĕ ватăсем те хутшăнчĕç.

Пĕрлехи ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пычĕ. Малтанах вăл районăн экономикипе социаллă пурнăçĕ кăçалхи сакăр уйăхра мĕнле аталаннипе тĕплĕн паллаштарчĕ, кашни отрасль ĕçне тишкерчĕ.

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче укçа-тенкĕ тумалли тĕп çăлкуç вăл - выльăх-чĕрлĕх отраслĕ. Анчах та нумай хуçалăхсенче çак ĕç çине тимлĕх сахал уйăраççĕ, ертÿçĕсен çаврăнăçулăхĕ те çитсе каймасть. Выльăхсен ÿтхушаслăхĕ пĕчĕк пулни хуçалăхсене тупăш кÿмест, тăкак кăна парать.

Çĕрĕç культури пур çĕрте те тивĕçлĕ шайра пулманни хуçалăхсенчи кăçалхи тĕш тырăсен тухăçĕнчен те нумай курăнать. Малтанхи кăтартусем тăрăх, тыр-пул тухăçĕ, районĕпе илсен, вăтамран 18 центнерпа танлашать пулсан, «Ударник» хуçалăхра вăл – 32 центнер, Чапаев яч. хис хуçалăхра – 30 центнера яхăн. Çав вăхăтрах хăш-пĕр  хуçалăхсенче вăтам тухăç 15 центнера та çитмест. Çĕр улми тухăçĕ те кашни хуçалăхра тĕрлĕрен. Кунта, паллах, иртнĕ кĕркуннехи, кăçалхи çуркуннехи йывăрлăхсем те витĕм кÿчĕç ĕнтĕ. Анчах та хуçалăхсенчи çаврăнăçулăх, ĕç дисциплини те тухăç çине витĕм кÿреççĕ. Хăш хуçалăхра йĕркелĕх пур, унта уй-хир ĕçĕсене те йĕркеллĕ, вăхăтра пурнăçлаççĕ, ытти çĕрте те  йĕркелĕх хуçаланать, тухăç та лайăх.

Юрий Александрович ĕç укçине вăхăтра тÿлесси, налуксем çинче те чарăнчĕ, строительство ĕçĕсемпе те паллаштарчĕ. Районта газ кĕртессипе, çулсем тăвассипе, социаллă çурт-йĕр тăвассипе ĕçлеççĕ.Патшалăх çурт-йĕр лартма субсиди, çăмăллатнă кредит парать. Анчах кредит илме пурте майсем тупаймаççĕ.

Социаллă обьектсенчен кăçал Йÿçкассинчи ваттисемпе инвалидсен çуртне хута янă. Муркашри культура, сывлăха çирĕплетес тата вĕрентÿ çурчĕн спортзалне кăçал хута ямалла. Ăна штукатурка тунă, ытти ĕçсене пурнăçласа çулталăк вĕçлениччен хута яма тăрăшмалла. Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнчи спортзал та хута яма хатĕр.

Çитес çултан пуçласа халăха шывпа тивĕçтермелли программăна пурнăçлама тытăнмалла. Районта 102 км шыв пăрăхĕсене хумалла, хăш-пĕр шыв башнисене çĕнĕрен тумалла.

Малалла вăл Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илме пурнăçламалли ĕçсем, палăксене, парксемпе садсене тирпей-илем кĕртесси пирки каларĕ, нумай ыйтусем çине хуравларĕ. Ларăва хутшăннă хисеплĕ ватăсене выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси, электричество линине кĕртесси, плотинасемпе çулсем тăвасси, машинăпа трактор паркĕсене тирпей-илем кĕртесси, ял хуçалăх продукцине вырнаçтарма майсем туса парасси т. ыт. нумай ыйтусем кăсăклантараççĕ.

Ю.А. Иванов пурне те Ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламласа, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм  кун-çул сунчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова Аслă Çĕнтерÿ юбилейне кĕтсе илме йĕркелÿ комитечĕ туса хуни, мероприятисен планĕ çумне хушмам мерăсем кĕртни çинчен тĕплĕн пĕлтерчĕ. Çак кунччен районта нумай ĕçсем пурнăçламалла: вăрçă участникĕсемпе, тылра ĕçленисемпе тĕл пулусем ирттермелле, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани памалла, йĕркелÿ ĕçсене чылай пурнăçламалла, ниме мелĕпе усă курмалла, геройсен аллейине тумалла, йывăçсем лартмалла т. ыт. те.

Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн пĕтĕм вăрçă участникĕсене пухса тĕлпулу ирттерме палăртнă. Ыркăмăллăх марафонĕсем те пулмалла, ветерансене те пулăшса тăмалла. Ыркăмăллăх марафонĕсене ял администрацийĕсен территорийĕнче те йĕркелеме майсем пур.

Н.П. Петрова кăçал Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне епле ирттересси çинче те чарăнчĕ. Çынсем тивĕçлĕ канăва хăш предприятирен тухнă, вĕсене çавăнта чĕнсе чысламалла. Çак тĕлпулусем ватăсен кăмăлне çĕклеççĕ, хавхалантараççĕ. Концертсем те лартмалла. Çак кун епле иртесси вырăнти ертÿçĕсенчен те нумай килет. Пĕрлехи ларăва хутшăннисем хуçалăхсемпе предприятисен ертÿçисем патне хаçат урлă уçă çырупа тухма йышăнчĕç.

Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи А.Н. Кузьмин вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, тылра ĕçленисене, ĕç ветеранĕсене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе мĕнле тивĕçтерни, пурнăç шайĕ пĕчĕк тата пĕччен пурăнакан ватăсене мĕнле пулăшса тăни çинче чарăнчĕ. «Ветерансем çинчен» тата «РФ инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунсем епле пурнăçланнине каларĕ.

Хальхи вăхăтра тĕрлĕ çăмăллăхсене укçапа улăштарасси пирки нумай çыраççĕ, калаçаççĕ. Ватă çынсене те çак ыйту кăсăклантарать. Ăнланманни, пĕлмелли ку тĕлĕшпе нумайăшĕн сахал мар. Ларура çăмăллăхсене укçан тÿлемелли йĕрке çинчен РФ Пенси фончĕн Муркаг районĕнчи управленийĕн ертÿçи Е.М. Александрова ăнлантарчĕ.

Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен вырнăти организацийĕсен отчетпа суйлав пухăвĕсене ирттермелли вăхăт та çитет. Çывăх кунсенчех ăна ирттерсе ветерансен канашĕн çĕнĕ составне суйламалла. Кун пирки районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçи М.В. Виноградова пĕлтерчĕ. Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче вара ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти конференцине ирттерме палăртаççĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсем пирĕнтен аяккарах та аяккарах кайса пыраççĕ. Анчах та вăл кунсене, çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕленисене пирĕн манма тивĕç çук.

Республикăра вăрçă ветеранĕсене тата тылра ĕçленисене халалласа «Горькая память войны» ятпа сăн ÿкерчĕксен альбомне кăларма хатĕрленеççĕ. Çав альбом çине кĕме тивĕçлисем пирĕн районта та сахал мар. Çавăнпа та камăн вăрçă çулĕсенчи сăн ÿкерчĕксем пур вĕсене çитес кунсенче район администрацине илсе пырса парсан лайăх. Çак альбом пире валли анчах мар, çамрăк ăру валли та воспитани тĕлĕшĕнчи çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика