Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăх хисепе тивĕçлĕ

29 сентября 2004 г.

Паянхи ватăсем иртнĕ ĕмĕрте тĕрлĕ отрасльсенче вуншар çулсем хушши ырми-канми тăрăшнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн, çĕршыв экономикине çĕклессишĕн вăй-халĕсене шеллемесĕр ĕçленĕ. Ватлăх хисепе тивĕçлĕ тесе ахальтен каламаççĕ.

Районти хăш-пĕр хуçалăхсенче çакна ăнланса ватă çынсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Вырăнти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕсен ертÿçисем те вĕсен пурнăç условийĕсене, нуши-ыйтăвĕсемпе кăсăклансах тăраççĕ.

Уйкас Янасал ял администрацийĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне Н.Н. Никифоров ертсе пырать. Вăл 1934 çулта çуралнă, вăтам шкул хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ, инженер-механикра тимленĕ, хăйĕн пĕлĕвне ÿстернĕ хыççăн тĕп бухгалтер, экономист пулса ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва Муркашри юсавпа техника предприятире экономистра ĕçленĕ чухне тухнă. Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçинче те вăй хулма тÿр килнĕ ăна. Паян вăл ветерансен канашĕн ĕçĕпе паллаштарать.

- Никита Никифорович сирĕн УйкасЯнасал ял администрацийĕн территорийĕнче ватă çынсем нумай-и?

- Пирĕн территоринчи 7 ялта пĕтĕмпе 230 пенсионер. Вăл шутра Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем – 4 çын, салтак арăмĕсем – 5, тылра ĕçленисем – 93, ĕç ветеранĕсем 214 çын пурăнаççĕ. Эпĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне 1994 çултанпа ертсе пыратăп. Унтанпа вунă çул иртрĕ. Çак тапхăрта хамăн тивĕçсене яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă.

- Ветерансен паянхи пурнăçĕ Пирки мĕн калама пултаратăр?

- Хам вырăнти çын пулнă май кунти çынсен пурнăçне пĕлсе тăратăп. Май килнипе ватă çынсем патне çитсе курма тăрăшатăп. Ветерансен канашĕ ял администрацийĕпе, халăх ертÿçипе тачă çыхăнса ĕçлет. Кунти ветерансенчен чылайăшĕ ĕмĕрĕпех Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхра вăй хунă. Çавна шута илсе ĕнтĕ хуçалăх та ватăсене ăнланать, вĕсене ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшать. Йÿнĕрех хакпа тырă, улăм парать.

- Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне мĕнле ирттерме шутлатăр?

- Çак кун малтан ял администрацине пухăнса пуху ирттеретпĕр. Унта вырăнти ертÿçĕсем, район администрацийĕн представителĕ хутшăнаççĕ. Ун хыççăн колхоз столовăйĕнче  ватăсене вĕри апат çитеретпĕр. Культура ĕçченĕсем вара хăйсен юрри-ташшисемпе вĕсен кăмăлне çĕклĕç. Çак кун ватăсемшĕн чăннипех уяв пултăр тесе тăрăшатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика