22 сентября 2004 г.
Пĕр шухăш-тĕллевпе ĕçлени кирек епле коллектива та ÿсĕмсем тума май парать. Çакна Мăн Сĕнтĕр райпо коллективĕн тĕслĕхĕ те лайăх çирĕплетет. Вĕсем халăха тĕрлĕ таварсемпе тивĕçтерес, ытти пулăшусем парас, эмел курăкĕсем, кивĕ хут т. ыт. пухас тĕлĕшпе çулран çул пысăк ÿсĕмсем тăваççĕ.
Акă, сăмахран, хуçалăха эффективлă ертсе пынин никĕсĕ çинче ялсен социаллă инфраструктурине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Раççейри потребительсен обществисем хушшинчи ăмăртура Мăн Сĕнтĕр райповĕн коллективĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.
Халăхран аш-какай сутăн илес тата сĕт пухас енĕпе Чăвашпотребсоюзăн республикăри ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"