22 сентября 2004 г.
Сентябрĕн 18-мĕшĕнче район администрацийĕн çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалисчĕсем районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе пĕрле çĕрлехи рейд ирттерчĕç. Вĕсем Москакссинчи Культура çуртĕнче, шкулта, кунти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче, «Илем» кафере пулчĕç. Çавăн пекех Хусан-Мускав-Уфа çул çинчен дежурствăра пулчĕç. Москакассинчи Культура çуртĕнче çав каç кану каçĕ иртнĕ.
Рейд вăхăтĕнче йĕркене пăснă тĕслĕхсем тĕл пулман. Çакнашкал тĕрĕслевсем малашне те час-часах пулĕç.
Çамрăксен ыйтăвĕсене мала хураççĕ
ЧР Президенчĕ 2004 çула çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе йышăннă. Апла пулсан пирĕнтен кашниех районти çамрăксен пирки лайăхрах пĕлмелле, вĕсене мĕн хумхантарни тата ытти те паллă пулмалла.
Çакна шута илсе, халĕ районти çамрăксем пирки тĕплĕнрех пĕлес ĕç пырать. Кашни ял администрацийĕн территорийĕнче мĕн чухлĕ çамрăк, миçен вĕренеççĕ, миçен ĕçлеççĕ, ытларах мĕнле профессие алла илнĕ вĕсем, мĕн чуль çамрăк çемье, миçе мăшăрланман çамрăк – йăлт шута илеççĕ. Çакăн пек анализ туни çамрăксене паян ытларах мĕн хумхантарнине пĕлме май парать. Апла пулсан – вĕсене татса парас тĕлĕшпе ĕçлеме те.
Çамрăк специалистсен канашĕ йĕркеленчĕ
Сентябрĕн 29-мĕшĕнче тин çеç йĕркеленнĕ районти çамрăк специалистсен канашĕ хăйĕн пĕрремĕш ларăвне ирттерет. Тĕпрен илсен, асăннă канаш çамрăксен ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрĕ. Пĕрремĕш ларура та вĕсем ялти çамрăксен проблемисене сÿтсе явса, тивĕçлĕ йышăну кăларма, çамрăксемпе ĕçлемелли çĕнĕ майсем тупса, вĕсене пурнăçа кĕртме палăртнă.
Хальхи вăхăтра вара çамрăксем яла юлманран кунта çамрăк специалистсем çитмеççĕ. Ку ыйтăва вара çак ыйту тÿреммĕн пырса тивекен çынсемпе тата районти тĕрлĕ структура представителĕсемпе пĕрле татса памалла.
Сывлăха сыхлас ĕç ыйтăвĕсемпе
Районти сывлăха сыхлас ĕç пĕр вырăнта тăмасть. Чирсене тупса палăртса вĕсене сиплессипе çирĕп утăмсем тунине çак тĕслĕхсем те çирĕплетсе параççĕ. Нумаях пулмасть Нискассипе Ярапайкассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче республикăри ача-пăча фтизиатрийĕн специалисчĕ Г.Х. Гаврилова тата диспансерипе ĕçлекен Л.Н. Иванова пулчĕç. Вĕсем кунти ĕç-хĕлне тĕплĕн паллашрĕç, ачасен тата çитĕннисен туберкулезне ир тупса палăртассипе кунта лайăх ĕçленине палăртнă. Чăннипех те, Нискасси участокĕпе 735 çын, Ярапайкасси участокĕпе 812 çын флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухнăранпа вăхăт нумаях та иртмен-ха. Ку вăл пăхса тухмалли йышăн 98,2-100 проценчĕ пулать. Хальхи вăхăтра туберкулез пур пек туйăнакан çынсене тĕпчесе пĕтерес ĕç малалла пырать.
Районти тĕп больница фтизиатрĕ вара çак кунсенче Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ Больницăра халь çеç асăннă ыйтупа епле ĕçленипе паллашнă. Ачасемпе çитĕннисен туберкулезне ир тупса палăртассипе, ку чиртен сыхланма профилактика мероприятийĕсене ирттерес пирки çитес вăхăтрах кунти коллективпа сÿтсе явма палăртнă.
Нискассипе Ярапайкассинче çавăн пекех республикăри СПИД центрĕн врачĕ П.С. Львов пулнă. Çак хăрушă чиртен сыхланмалли профилактика мероприятийĕсем иртнине палăртнă.
Иртнĕ кĕçнерни кун вара çÿлерех асăннă медицина учрежденийĕсенче ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ Н.В. Макарова тата Раççейри пĕтĕмĕшле практика врачĕсен ассоциацийĕн директорĕ, Сеченко ячĕпе хисепленекен медицина наукисен Академийĕн çемье медицинин кафедрин доценчĕ Е.Н. Черниенко пулнă. Черниенко Муркаш районĕнче хăй темиçе çул ĕçленин ĕç результатне курнипе савăннипе пĕлтернĕ.
Чăваш Республикинче хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле практика врачĕсен Пĕтĕм Раççейри съездне хатĕрленес ĕç пырать. Муркаш районĕ те ку ĕçе хастар хутшăнать. Урăхла каласан съезда хутшăнакансем Нискассипе Ярапайкассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене килсе кураççĕ, кунти ĕç опычĕпе паллашаççĕ. Кăтартмалли вара пирĕн пур.