22 сентября 2004 г.
Эрне кун кăнтăрла хыççăн пăсăлнă çанталăк шăмат кун ирех ăшă кулăпа çуталма пуçларĕ. Спорт уявĕ кун ачасемпе çитĕннисен кăмăлне пăсас темерĕ ĕнтĕ. Ара, кăçалхипе 13-мĕш хут В. Егорова парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăртăва паян спорта юратакансем республикипех килеççĕ-çке. Çитменнине харăсах тепĕр ăмăрту иртет Муркаш çĕрĕ çинче: ЧР Физкультурăпа спорт министерстви çăмăл атлетикăпа кĕрхи кросс ирттерет. Малтан шутланă пекех, ăмăртăва хутшăнакансем çав тери йышлăн: пĕтĕмпе 65 команда. Вĕсенчен 23-шĕ респурликăри ытти районсемпе хуласенчен: Красноармейски, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай, Çĕмĕрле, Элĕк, Çĕрпÿ, Вăрнар, Вăрмар, Канаш, Патăръел районĕсенчен, Шупашкарпа республикăри ытти хуласенчен, кÿршĕллĕ Мари республикинчен. Ыттисем – йăлт пирĕн районтан: физкультура коллективĕсем 17 команда, ыттисем – шкулта вĕренекенсен командисем. Пĕтĕмпе старта тухма хатĕр 1000 ытла спорт тусĕ ăмăрту пуçланасса кĕтсе йĕркеленсе тăчĕ.
Старта тухас умĕнхи хаваслă самант пуçланнине систерсе, иртнĕ çулхи çак ăмăрту çĕнтерÿçисем Çатракасси шкулĕнче вĕренекенсем ялава çÿле хăпартрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов спорт уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ. Пурне те финиша тулли кăмăлпа çитме ăнăçусем сунчĕ. В. Егоровăна районăн Хисеп кĕнекине кĕртни çинчен пĕлтерчĕ, ăна çакна çирĕплетекен свидетельство пачĕ.
- Паянхи ăмăртура çакăн пек чаплă сумлă çынсем пурри те спорт республикăра малти вырăнта пулнине çирĕплетет, - терĕ вăл. – Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ кăçалхи çула çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тенĕ.
Чăннипех те, Муркаша çак икĕ чыслă ăмăртăва спорт тÿпинче йăлтăртатса çунакан çăлтăрсем килнĕ. Вĕсем: хăвăрт утассипе Атлантăри Олимп чемпионки Елена Николаева, Сиднейри Олимпиадăра бронза медаль çĕнсе илнĕ В. Андреев (Ленăпа иккĕшĕ те вĕсем кăçал Грецире пулнă ăмăртăва та хутшăннă), тĕнче чемпионки, тĕнче класлă спорт мастерĕ В. Соколова. Çавăн пекех республикăри çак ăмăртусене хутшăнакансене саламлама, ăнăçу сунма ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ В.М. Краснов, унăн çумĕ Ю.М. Николаев, ЧР Президент Администрацийĕнчен М. Мурзин килнĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Муркашсен ентешлĕхĕн пуçлăхĕ А.И. Федотов, «Институт-Чебоксары»» хупă акционер обществин генеральнăй директорĕ В.И. Федотов, «Чувашхлебопродукт» генеральнăй директорĕ В.И. Вязов та ăмăртăва хутшăнакансене саламласа ăнăçусем сунчĕç. Кашниех вĕсем парнесемпе килнĕ. Кам тивĕçĕ-ши тата ЧР Президенчĕн ăмăртăва чи йышлăн хутшăннăшăн палăртнă парнине – тĕслĕ телевизора; Чĕри кăрт-кăрт сикет кашни спортсменăн: мĕнле те пулин умра пыракантан иртсе, командăна мала кăларасчĕ. Ак, мĕнле шухăш вăй парса пычĕ вĕсене трасса çинче. Валентина Егорован (вăл мăшăрĕпе килнĕ ăмăртăва) амăшĕпе ашшĕн Р.Е. Васильевапа М.А. Васильев мĕнле хĕпĕртемерĕç пулĕ çак кун. Вĕсен хĕрне чысласа, ав, мĕн чухлĕн старта тухма хатĕр.
Кашни шкултанах килнĕ ачасем. Кашниех В. Егорова пек маттур пулма ĕмĕтленет. 1 километрлă дистанцире вара 1992-1993 çулхи хĕрачасенчен финиша чи малтан О. Охотникова (Муркаш шкулĕ) çитрĕ. Хыççăнах дистанцие А. Петрова (Чуманкасси) тата О. Степанова (Канаш районĕ) вĕçлерĕç. Çак ÿсĕмри арçын ачасем вара 2 километра чупрĕç. Çĕнтерÿçĕ Вара Н. Сергеев (Тивĕш) пулчĕ. Ю. Мразов (Муркаш) иккĕмĕш, А. Никитин (Çатракасси) виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
1990-1991 çулсенче çуралнă хĕрачасем те çивĕч ăмăртрĕç. Чи маттурри вара М. Петрова пулчĕ. Хыççăнхи вырăнсене О. Горшковапа И. Романова тивĕçрĕç. Виççĕшĕ те вĕсем Шупашкарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенчен çак ÿсĕмри арçын ачасенчен те парнеллĕ виçĕ вырăна хăнасем йышăнчĕç: А. Петров (Вăрмар районĕ), А. Кузнецов (Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищи), Э. Курчанов (Етĕрне районĕ).
Акă, 1988-1989 çулсенче çуралнă хĕрачасем финиша çывхараççĕ. М. Егорова (Олимп резервĕсем хатĕрлекен училище) вирхĕнсе кĕчĕ. Хыççăнах – Н. Илларионова (Етĕрне районĕ), Е. Аржанова (ОРХУ). Ку ÿсĕмри арçын ачасем пире, Муркашсене, ытларах савăнтарчĕç, мĕншĕн тесен ăмăртăва Муркаш шкулĕнчи А. Лукин чи малтан вĕçлерĕ. О. Ильинпа (ОРХУ) С. Михайлов (Шупашкар хули) финиша ун хыççăн кăшт кая юлса çитрĕç.
Сăмаха малалла тăсиччен çакна палăртам: парнесем нумай пулнăран малтанхи 6 вырăна йышăннă спортсменсем-вĕренекенсем киле парнесемпе таврăнчĕç. Ку тĕлĕшпе вара Муркаш райпоне (Б.В. Андреев), Муркашри халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çурта (А.П. Давыдов), «Лидер» ЗАО (Э.В. Мочалов), «Ваюв» ООО (Г.Н. Игнатьев), Н.Л. Царев предпринимателе спонсорла пулăшу панăшăн ырăпа асăнмалла.
Пĕтĕмлетÿ вара чăннипех чуна савăнтарать. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен чи маттуррисем Муркашсем пулчĕç. Кубока, диплома, ытти парнесене тивĕçнĕ çĕнтерÿçĕсем ЧР Президенчĕн парни те – тĕслĕ телевизора вĕсене лекрĕ. Ытти шкулсенчен çирĕм е ытларах ачасем хутшăннă пулсан кроса, Муркашри вăтам шкулти 40 вĕренекен старта тухрĕ. Хыççăнхи сумлă вырăнсенче вара Калайкассисем, Çатракассисем. Тĕп шкулсенчен вара чи çивĕччисем Очăкассисем пулчĕç. 2 тата 3 вырăнсенче – Панклисемпе Шетмĕпуçсем.
Предприятисемпе организацисенчен вара çĕнтерÿçĕ-команда «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики пулчĕ. «Ударникпа» Ильич ячĕллĕ хуçалăхсен командисем вара иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсем пулчĕç.
Çитĕннисен ăмăртăвĕ кăмăллă вĕçлентĕр тесе И.Н. Никитин («Никитин» ЧП) тата Н.Г. Ванеркин («Моргаушская» чăх-чĕп фабрики) спонсорсем тимлерĕç, парнесемпе савăнтарчĕç.
Чупакансене уйрăммăн палăртар-ха. Хĕрарăмсенчен финиша чи малтан Т. Никитина («Чувашхлебопродукт») çитрĕ. Ун хыççăн А. Косарева («Ударник»), М. Столбова («Чувашхлебопродукт») чупса тухрĕç.
Арçынсенчен те çĕнтерÿçĕ каллех «Чувашхлебопродуктран» пулчĕ. С. Васильев. М. Адюковпа («Моргаушская» чăх-чĕп фабрики) Н. Николаев (Мăн Сĕнтĕр шкулĕ) 2 тата 3 вырăна çĕнсе илчĕç.
Спортсмен-ветерансенчен вара Л. Плечовапа (районти шалти ĕçсен пайĕ) В. Люцев (Калайкасси шкулĕ) маттуррине, парнесене тивĕçнине палăртмалла.
Чăннипех те, сарăлсах пырать В. Егорова парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăрту. Йышлансах пыраççĕ старта тухакансем. Кăçал, ав, республикăри ытти вырăнсенчен килнĕ 23 команда çавăн пекех ЧР Физкультурăпа спорт министерстви ирттернĕ Кĕрхи кросра та чупрĕ. Пирĕн район команди те хутшăнчĕ. Спорт уявĕ пурин асĕнче те ырă йĕр хăварчĕ. Пурне те çирĕп сывлăх пурăнма, вĕренме, ĕçлеме хавхалантартăр. Малашне те спорт пирĕн çула уçакан çутах пултăр. Валентинăсемпе Еленăсем, Верăсемпе Владимирсем, Таньăсем ытларах «çуралччăр» çав ăмăртусенче.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"