Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пĕлмелле? Мĕнле сыхланмалла?

18 сентября 2004 г.

Раççей криминогенлă лару-тăру 21-мĕш ĕмĕр чиккинче тата пуçламăшĕнче уйрăм çыншăн, обществăпа патшалăхшăн хăрушлăх кăларса тăратакан система пуррипе палăрса тăрать, вĕсен шутĕнче - терроризм.  Унăн хăрушă сăнĕ, акă, сентябрĕн 1-мĕшĕнчи савăнăçа хупласа хучĕ. Никама та хĕрхенмеççĕ иккен террористсем: ачасем çине те алă çĕклерĕç. Ним айăпсăр чунсене пĕтерчĕç.

Терроризм ку чухнехи чи хăрушă тата малтан палăртма йывăр пулăмсен шутне кĕрет. Вăл тĕрлĕ формăсемпе тата хăратакан калăпăшпа сарăлса пырать. Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 205-мĕш статйипе пăхнă преступленин (терроризм) объективлă ячĕ çакăнта:

а) конкретлă тĕслĕхсенче çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратас, пурлăха пĕтерес тата сиен тăвас тата обществăшăн ытти хăрушă инкексемпе вĕçлеме тĕллевпе тунă киревсĕр ĕçсем (взрывсем, чĕртсе янисем сиен кÿрекен ытти пулăмсем)*

ă) асăннă ĕçсене тумашкăн хăратса каланисем (статьян 1 пайĕ).

Ытти хăрушлăхсем (взрывсемпе чĕртсе янисĕр пуçне) транспорт хатĕрĕсем çинче аварисем, катастрофăсем тунинче, çурт-йĕрсене, культурăпа тĕн сооруженийĕсене тата ытти те çĕмĕрнĕ-ишĕлтернинче пулма пултараççĕ.

Террор ĕçĕсем тăвассипе хăратни влаç органĕсем çине психика тĕлĕшĕнчен витĕм кÿме пикеннин пĕр тĕсĕ пулса тăрать (сăмахпа каласа, çырупа, телефонпа е ытти майпа хăратни).

Практикăна тишкерни çакна çирĕплетет: террорла актсене ытларах чухне çынсем нумай пурăнакан е пуçтарăнакан вырăнсенче сирпĕтсе ямалли хатĕрсемпе е устройствăсемпе усă курса тăваççĕ. Çавăнпа та терракт пулас хăрушлăх пур е ăна тунă пулсан халăха кирлĕ сĕнÿсем вырăнлах:

Хăйне хăй вĕлерме хатĕрленекен е çакна тума хатĕр террориста асăрхасан мĕн тумалла-ха;

Малтанах, тимлĕ пулăр, уйрăмах халăх нумай пуçтарăнакан вырăнсенче. Енчен те эсир шанчăксăр çынна хире-хирĕç пулсан, шанчăксăр япала е транспорт хатĕрне асăрхасан, çакăн пирки милицине пĕлтерме хатĕр пулăр е милицине çак номерсемпе шăнкăравлăр: 02, 2-16-67.

Çакăн пек террористран аяккалла тармаллине мĕнле паллăсем кăтартаççĕ.

Чи малтанах, унăн тулаш енчен пăхсан, курăнакан сăн-сăпачĕ. Вăл çулталăкăн ку е вăл вăхăтне тивĕçтермен тумтир тăхăнма пултарать, ун айĕнче темле хатĕр пур пек туйăнать.

Террориста хăйне хăй епле тыткаланинчен те пĕлме пулать. Çынсем нумай пуçтарăнакан вырăнсенче вăл хăйне ыттисенчен тĕлĕнмелерех тытать, çынсемпе пĕрле хутшăнса кайма тăрăшать, вĕчĕрхенÿллĕ, хăйне лăпкă тытса тăрайманран тарласа кайма пултарать. Енчен енне пăхкаласа ерипен утать е шанчăксăррăн чупса куçса çÿрет. Хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсемпе тĕл пулассинчен пăрăнма пикенет.

Ăна шанчăксăр япаласем  тăрăх та асăрхама май пур: чăматан çĕкленĕ е хулпуççи урлă хĕрарăм сумки е рюкзак çакнă. Вĕсенчен электричество пралукĕсемпе  переключательсем, электронлă приборсем курăнса тăма пултараççĕ.

Шанчăксăр транспорт хатĕрне те асăрхама тăрăшмалла. Унăн номер паллисем хăй тĕллĕн хатĕрленĕ пек курăнма пултараççĕ е тата малти тата хыçалти паллăсем пĕр пек мар. Площадка варрине е ятарлă мар вырăна  нумай вăхăтлăха лартнă  транспорт хатĕрĕ те шанчăклă мар.

Çакăн пек иккĕленÿлĕхсене курсан, мĕн тумалла;

Чи малтанах нимĕн тăхтаса тăмасăр милицине телефонпа шăнкăравласа пĕлтермелле. Шанчăксăр çын е транспорт хатĕрĕ çинчен информаци май пур таран ытларах пултăр. Операторпа калаçнă чухне иккĕлентерекен çынна е тарнспорт хатĕрне хăрушсăрлăх инçĕшĕнчен сăнаса тăмах тăрăшăр, право йĕркине  сыхлакан органсен соотрудникĕсем вырăна пырса çитессе кĕтсе илĕр.

Терракт вăхăтĕнче çынсен хăйсене епле тытмалла;

Терракт пулнă вырăнтан пĕр тăхтаса тăмасăр каймалла, урама е пытанмалли ятарлă вырăна. Май пур таран çÿллĕ çуртсенчен, кантăк витринăсенчен е транспорт хатĕрĕсенчен аяккарах пулма тăрăшăр. Çывăхра право йĕркине сыхлакан органсен соотрудникĕсем пулсан, вĕсен хушăвĕсене пурнăçлăр.

Терракт хыççăн пысăк ушкăнсене пухăнма ан тăрăшăр. Вăл вырăнтан айккинелле кайăр, мĕншĕн тесен унта сирпĕнекен устройствăсем тата пулма пултараççĕ.

Пирĕн тăрăхра терракт хăрушсăрлăхĕ хальлĕхе сисĕнмест-ха. Анчах терракт хăрушлăхĕ тухса тăрсан е вăл пулса иртсен, кая юлатпăр. Çавăнпа та хальлĕхе теме кунта  вырăнлă мар. Тимлĕхе пурин те -  право йĕркине сыхлакан органсен те, халăхăн та ÿстерме хистекен тĕслĕхсем пур ĕнтĕ.  Акă пĕлтĕрхи августăн 5-мĕшĕнче Шупашкар хулин Калинински районĕнче 35-мĕш шкул стадионĕнче çамрăк çынсем пуçламан "Бонд" сигарет пачкине тупнă. Ăна уçнă чухне шала  хунă  сирпĕтекен япала ĕçлесе янипе тăватă çын сусăрланнă, больницăна лекнĕ.

Çак усал пулăм пирĕн районта та пулма пултарнă. Ку тĕслĕхе хаçатăн иртнĕ номерĕнче илсе кăтартрăм ĕнтĕ. Ильинка ялĕ çывăхĕнчен тротил сутакан çамрăка милиционерсем вăхăтра асăрхаса тытса чарман пулсан, мĕн пулма пултарни пирки шутлама та хăрушă.

Эппин, айтăр-ха, тимлĕ тата тепĕр хут тимлĕ пулар. Çавăн чухне çеç пурнăç хамăрăн та, ыттисен те хăрушлăха кĕрсе ÿкмĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика