Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыран - вăрман ĕçченĕсен кунĕ

18 сентября 2004 г.

Паян пурăнакансене те, пулас ăру валли те

Юлашки вăхăтра яллă вырăнсенчи вăрман хуçалăхĕсенче палăрăмлă улшăнусем пулса  иртрĕç. Чи малтанах вĕсем штатсене тапхăрăн-тапхăрăн кĕскетсе тата чакарса пынипе, ытти структура подразделенийĕсене куçарнипе çыхăннă. "Моргаушсельлесхоз" патшалăх предприятийĕнче вăй хуракансен йышĕ çурри таран пĕчĕкленчĕ пулин те, вăрман хуçалăхне тытса тăрас  тата аталантарас тĕлĕшпе малтанах проектланă ĕçсен калăпăшĕ вара çавăн пекех юлать.

Тĕрлĕ чăрмав йывăрлăхсене пăхмасăрах, пирĕн предприяти коллективĕ хăйсен професси уявне япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илет. Вăрмансене çĕнетес, вĕсенче агромелиораци ĕçĕсене пурнăçлас, вăрмансемпе усă курассине, вĕсене хÿтĕлессипе тивĕçлĕ мероприятисене туса ирттернĕ. Вăрмансенчи агромелиораци ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте пысăк пулăшу панăшăн Муркаш, Тойкилтĕ, Чуманкасси, Ссоновка, Йÿçкасси, Шатракасси, Юнкă шкулĕсенчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсене уйрăмах тав сăмахĕ калас килет. Асăннă тата ытти шкулсем вăрман ĕçĕсен кĕрхи тапхăрне те активлă хутшăнасса шанас килет. Унта активлă пулни ачасене çут çанталăка юратма вĕрентни тата хăнăхтарни кăна мар, çак ĕçсенче шкулсене укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май паракан çăлкуç та.

Эпир районти ял хуçалăх предприятийĕсен территорийĕсенче вырнаçнă вăрмансемпе ĕçлетпĕр, пăхса тăратпăр, çĕнетсе тата лайăхлатса пыратпăр. Шел пулин те, лару-тăру пур енлĕн тивĕçтерсе тăраканскер мар-ха. Нумай хуçалăхсенче палăртнă лаптăксенче вăрмансене касас-тирпейлес ĕçсем кирлĕ пек пулса пымаççĕ. Çакă хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисен чăкăлташлă тыткаларăшĕсемпе те çыхăннă. Вăрман фончĕсене хуçалăхсене  49 çуллăха арендăна панă, анчах хăш-пĕр ертÿçĕсем аренда договорĕн условийĕсене пурнăçласси пирки шутламаççĕ те. Уйрăм хуçалăхсем вăрмансене санитари тĕлĕшĕнчен тасатса тирпейлес, йывăçсене касас ĕçсене  пурнăçлама та хевте çитереймеççĕ.

Аренда договорĕнче вара çакна палăртнă. Енчен те унăн икĕ пунктне пурнăçламасан е пăссан договор хăйĕн вăйне çухатать. Çав вăхăрах вăрман саккунне сĕмсĕррĕн пăсса йывăçсене хăйсем пĕлнĕ пек кăна касакан хуçалăхсем те пур-ха. Ун пек фактсене тивĕçлĕ протоколсенче, çырусемпе кăтартусенче палăртса хăварнă. Хамăрăн професси уявĕ умĕн çав хуçалăхсен ертÿçисене ятранах асăнасшăн мар, кам мĕнле енĕпе айăплине вĕсем хăйсемех пĕлеççĕ. Пирĕн предприяти хăйĕг ĕçне-хĕлне вăрмансене тытса тăрас тата йĕркелесе пырас материалсемпе, программăсемпе, правительство йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн туса пырать. Вĕсене кашни çул валли конкретлă палăртнă, пурнăçлама вара тивĕçлех.

1999 çултанпа çырма-çатраллă вырăнсенче, уйсенче хÿтлĕх пама 362 гектар çинче вăрман тăрăхĕсем лартса хăварнă. Вăрман фондĕнче 14 гектар çинче вăрман культурисем акнă-лартнă. 45 гектара усă курма панă, вĕсем хăйсем хÿтĕлев функцийĕсене пурнăçлама тытăннă та ĕнтĕ.

Çав вăхăтрах хÿтлĕх тăрăхĕсене усă курма париччен хăйне евĕр йывăрлăхсем те пур. Ку вăл чи малтанах çамрăк йывăçсене пăхса çитĕнтерес ĕç çине кирлĕ пек тимлĕх уйăрманнипе çыхăннă. Предприяти çакна валли уйăракан укçа-тенкĕпе пурне те пĕр пекех тивĕçтерсе тăма тăрăшать пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсем унпа усă курса тивĕçлĕ ĕç туса ирттересси çине алă сулни вара ытлах та килĕшÿсĕр.

Чуна çав тери тарăхтаракан тепĕр инкек вăл - çамрăк йывăçсем лартнă лаптăксене выльăхсем кĕртсе таптаттарни-пĕтерни. Çакăн пек тĕслĕхсене лайăх пĕлсе тата курса тăракан хуçалăхсен ертÿçисене, вырăнти ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене, ялсен старостисене, уй-хир бригадисен бригадирĕсене куç хупса иртсе кайнишĕн ятласах килет. Кама валли лартатпăр, мĕншĕн хамăрăн ĕçе çаплах шута хума вĕренейместпĕр.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, шыв тата çил эррозийĕ çулленех çĕршер гектар çĕре "çисе ярать", тăпран чи пулăхлă сийне пĕтерсе сухаламалли çĕрсене чухăнлатса хăварать. Çавăнпа та хÿтлĕх вăрман тăрăхĕсем ытларах лартни, вăрман фондне тирпей-илем кĕртни çак инкекпе кĕрешмелли чи эффективлă мерăсенчен пĕри пулни те пирĕншĕн  те паллă. Апла пулсан, арендăна илнĕ вăрмансемпе кирлĕ пек усă курасси, вĕсене лайăх пăхса тăрасси, хÿтлĕх вăрман тăрăхĕсем лартасси çине кашни хуçалăхрах тивĕçлипе çаврăнса пăхасчĕ. Вăрман вăл çыншăн яланах канăç та, çăлăнăç та, хÿтлĕх те пулнă вĕт, малашне те çаплах пултăрччĕ.

Хамăрăн коллектив ячĕпе  вара вăрманăн мĕнпур тусĕсене, ăна упрас-пурăнтарас ĕçре вăй хуракансене професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламласа ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем сунатăп. Малашне те вăрман вăлпаян пурăнакансемшĕн кăна мар, пулас ăрусем валли те сыхланса тата пуянланса юлтăр тĕллев тĕп вырăнта пултăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика