Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вуннăмĕш ăмăрту чи вăйлисене палăртрĕ

01 июня 2012 г.

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Шомик шкулĕнче “Хыпар” хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа пуçарнă чупу кăçалхипе вуннăмĕш хут иртрĕ. Сумлă парнесене çĕнсе илессишĕн 150 ытла спортсмен тупăшрĕ. Старт умĕн вĕсене “Хыпар” Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев, Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Сосновкăри çăкăр завочĕн директорĕ Михаил Плотников, Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Лебедев саламларĕç. Алексей Петрович пухăннисене “Хыпар” никĕслевçи çинчен аса илтерчĕ, старта тухакансене ăнăçу сунчĕ.

Виталий Моисеев тĕп судья ăмăрту йĕркипе паллаштарсан, Чăваш Патшалăх Гимнне янăраттарсан 6-7-мĕш классенче ăс пухакан арçын ачасем чупу çулĕ çине тухрĕç. Финиша чи малтан Муркаш шкулĕнче вĕренекен Сергей Федоров çитрĕ. Калайкасси шкулĕн хастарĕсем Леонид Даниловпа Вячеслав Ельмешкин 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Тантăш хĕрĕсен йышĕнче те çак шкултах пĕлÿ илекен Анжела Пайкова çĕнтерчĕ. 2-мĕш вырăна - Шупашкар районĕнчи Анат Кĕнер шкулĕн сукмакне такăрлатакан Вероника Антонова, 3-мĕш вырăна Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕн хĕрĕ Людмила Енушкова тухрĕç.

РЕДАКЦИРЕН. Ăмăртăва ирттерме пулăшнăшăн «Хыпар» Издательство çурчĕ «Энергоприборы и системы», «Гея», «Селеновый дар», «ВТМ», «Рацион», «Энергосервис», «Сĕнтĕр çăкăрĕ», «Заря» «Моргаушавтотехсервис», «Сосновкăри çăкăр завочĕ» ООО директорĕсене А.И.Морозова, Е.Н.Скворцовăна, В.М.Мочалова, П.И.Макарова, О.И.Николаева, В.А.Моисеева, Л.Г.Ильгечкина, П.Т.Терентьева, Л.Д.Дмитриева, М.А.Плотникова, Муркаш чăх-чĕп фабрикин директорне Н.Г.Ванеркина, «КМаТ» фермер хуçалăхĕн ертÿçине М.А.Каликова, Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн председательне Л.П.Майковăна, Мăн Сĕнтĕр райповĕн Шомикри лавккин заведующине С.А.Степановăна, «Нарспи» кафе заведующине В.А.Моисеевăна, «Визит», «Алиса» лавккасен директорĕсене Л.В.Николаевăпа А.С.Портнова, «Передовик» ЯХПК директорне Н.Л.Царева, В.И.Кожановпа А.В.Малышев пайтаçăсене, Муркаш район администрацине, Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхне Г.Г.Лебедева, Муркаш лицейĕн директорне Н.Е.Смирнова, В.Т.Моисеев тĕп судьяна, Шомик шкулĕн коллективне /директорĕ - Т.М.Майорова/ тав тăвать. Ĕçĕр ăнса пытăр. Малашне те çыхăну тачă пуласса шанас килет.

8-9-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасен тупăшăвĕ те хĕрÿ иртрĕ. Кунта та Калайкасси ачиех маттур пулчĕ - Никита Николаев 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Шатракасси шкулĕн вĕренекенĕ Иван Семенов финиша - 2-мĕш, Калайкасси шкулĕн атлечĕ Евгений Яковлев 3-мĕш çитрĕç. 8-9-мĕш классенче ăс пухакан хĕр ачасен йышĕнче Марина Ивановăна /Калайкасси/ çитекен пулмарĕ. Анастасия Петрова /Мăн Сĕнтĕр/ унран кăшт çеç кая юлчĕ. Калайкасси шкулĕн тепĕр спортсменĕ Лилия Александрова - 3-мĕш вырăнта.

10-11-мĕш классенче пĕлÿ пухакансен тупăшăвне пăхма кăмăллă пулчĕ - ара, кашниех çĕнтерме ăнтăлчĕ-çке. Мăн Сĕнтĕр каччи Александр Петров дистанцие чи малтан парăнтарчĕ. Станислав Ершовпа /Калайкасси/ Алексей Трофимов та /Муркаш/ малтисен йышне кĕме пултарчĕç. Çак ÿсĕмри хĕрсем уйрăмах çивĕч тупăшрĕç. Тĕлĕнмелле те, каллех Калайкасси пики Анастасия Ксенофонтова çĕнтерчĕ. Ун хыççăн финиша Анна Милютинăпа /Муркаш/ Эльвира Хисамутдинова /Калайкасси/ çитрĕç.

Чупура предприяти-организаци ĕçченĕсем йышлах пулмарĕç, çапах кашниех çĕнтерме талпăнчĕ - хĕрсен хушшинче Елизавета Иванова, Ксения Сергеева тата Алеся Лукьянова /пурте Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче вĕренеççĕ/ палăрчĕç. Сăмах май, маттур çак пикесене колледж директорĕ Валерий Сапожников хушма стипендипе хавхалантарма йышăннă. Арçынсенчен Суд приставĕсен республикăри управленийĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕнче вăй хуракан Андрей Андреев, Игорь Варламов, Сергей Туритов мала тухрĕç.

“Хыпар” Издательство çурчĕн куçса çÿрекен кубокне вăтам шкулсен хушшинче Калайкассисем тивĕçрĕç. Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр шкулĕсем 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене пайларĕç. Тĕп шкулсен командисен йышĕнче Шомиксене çитекен пулмарĕ. Шатракасси - 2-мĕш, Салапайкасси /Шупашкар районĕ/ 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Предприятисенчен çĕнтерÿçĕ ятне Муркаш районĕн суд приставĕсем тивĕçрĕç. Чи кĕçĕн атлетсене те парнепе хавхалантарчĕç. Çак ята Оринин шкулĕнче 2-мĕш класра ăс пухакан Даниил Котельниковпа Шомик шкулĕн сукмакне такăрлатакан Валентина Лялина çĕнсе илчĕç

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика