Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн пулăшу та кирлĕ

18 сентября 2004 г.

Район хаçачĕ тăтăшах пичетлекен "Милици хроникинчен" ярăма ниепле те лăпкă вулама çук. Унта вĕлернĕ, тепĕрне çаратанă, мăшкăланă. Çÿç-пуç вирелле тăрать.

Муркаш салинче пурăнакан, хам аван пĕлекен хĕрарăмăн икĕ куçĕнчен шăпăртатса юхакан куççульне куртăм. Çав хĕрарăмăн çĕр лаптăкĕ çинчен вăл çăвĕпех тар юхтарса ĕçленĕ, ÿстернĕ пахча-çимĕçе выç хырăмлă услапсем кăларса, тăпăлтарса кайнă-мĕн. Тав турра! Йăлтах мар! Çапах та хурланмалăх пур!

Паллах, çын ĕçне шута хуракан, хăйсем те тар кăларса ĕçлекенсем çавăн пек хăтланмĕç ĕмĕрне те!

Вăт, еплерех пулса кайрĕ пурнăç! Пĕри ĕçлет, тепри вара - çиекенни!

- Çав хĕрарăмăн ылханĕ çавăн пек усал чунлă çынсене çиттĕрех, - тетĕп эпĕ хам та унпа пĕрле.

Кашни ялта тенĕ пекех, ниçта та ĕçлемен, темиçе хут та "инçех мар" çĕрте кирпĕч "шутланисем" хунасах пыраççĕ. Çавсем ĕнтĕ хăйсен "чаплă" "ĕçĕсен" опытне татах та "пуянлатаççĕ". Ялти çамрăксене явăçтараççĕ тата çав "ĕçсене". Йĕркелĕхе ăçта килнĕ унта кунĕн-çĕрĕн пăсаççĕ. Йĕркеллĕ ытти ырă çынсен канăçне пăсаççĕ, çĕтереççĕ. Çавăн пеккисене районăн Хура хăми çине кĕртесчĕ. Ан тив, пурте пĕлччĕр вĕсем камне! Саккунĕсем ытла та çемçе çав. Милици ĕçченĕсем ĕçлемеççĕ тесе калас килмест манăн. Вĕсене пирĕн ку тĕлĕшпе пулăшмалла. Преступниксене тытма пулăшмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика