Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл сиввисем хăратмĕç

11 сентября 2004 г.

Сисмесĕрех, питĕ хăвăрт иртрĕç çу кунĕсем. Çанталăк ир-каç сулхăнланни кĕр кунĕсем çитнине аса илтерет. Ватă çынсем ĕлĕкех çулла - çуна, хĕлле урапа хатĕрлеме хушнă. Хĕллехи сивĕсем ан хăратчăр тесен, хутса ăшăтмалли сезона çуллах хатĕрленмелле, унсăрăн хĕллехи шартлама сивĕ кунсенче самаях ĕнсене хыçма тивĕ.

Пирĕн районта та ку тĕлĕшпе  лару-тăру еплерех, хутса ăшăтмалли сезона хатĕр-и пур çĕрте те; Район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова çак кунсенче район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата капиталлă строительство пайĕн ертÿçипе Н.В. Любимовпа  тĕл пулнă, хутса ăшăтмалли сезона епле хатĕрленсе çитнии  пирки каласа  пама ыйтнă.

- Николай Валентинович, районта хальхи вăхăтра котельнăйсем нумай-и;

- Районти пурăнмалли муниципаллă çурт-йĕр фондне тата бюджет  сферинчи объектсене 22 котельнăй  тата 140 топочнăй ăшăтса тăраççĕ.

- Çуллахи вăхăтра вĕсене юсас тĕлĕшпе  мĕнле ĕçсем пурнăçланă;

- 2004-2005 çулхи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленес тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ май уйăхĕнчех йышăну турĕ, çак тĕлĕшпе ĕçлеме ятарлă комисси те çирĕплетрĕ, унта мĕнле ĕçсем пурнăçлассине те конкретлă палăртнă.

Каярахпа, июнь уйăхĕнче, Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕ те "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха кĕрхи-хĕллехи тапхăрта пĕр тикĕс ĕçлессипе тивĕçтересси çинчен" 145№ Постановлени йышăннă.

Районти пурнăмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприятисем те, "пукрав инçе-ха", тесе алă усса лармарĕç. Çуллахи тапхăрта хĕле хатĕрленес тĕлĕшпе  чылай  ĕçсем пурнăçланă, кашни котельнăйне тĕрĕслесе тухнă. Бюджет сферинчи предприятисемпе учрежденисем те, пĕтĕмĕшле илсен,  мĕн палăртнине пурнăçланă. Ăçта газпа хутса ăшăтмаççĕ, вĕсене валли çĕр кăмрăкне турттарса янтăланă, халĕ ку ĕç малалла пырать.

- Кашни отрасльпе, уйрăммăн илсен, лару-тăру еплерех;

- Вĕрентÿ учрежденийĕсем пирки калас пулсан Якаткассинчи пуçламăш тата Вăрманкассинчи (Шашкар ял администрацийĕ) тĕп шкулсенче газпа ĕçлеме,  вĕсене газпа хутса ăшăтма тытăнаççĕ. Унти юлашки ĕçсене вĕçлеме укçа-тенкĕ уйăрнă, подрядчиксем пур. Мĕн пур ĕçсене сентябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелле. Ытти шкулсенчи котельнăйсем пурте хатĕр.

Культура учрежденийĕсенчен Анаткассинчи Культура çурчĕ (Турай ял администрацийĕ) патне çити тат Муркашри искусство шкулĕ патне çĕнĕрен ăшă тытакан изоляци трассине туса пĕтермелле, котельнăйсене хатĕрлесе çитернĕ. Сывлăха  сыхлас ĕç учрежденийĕсенче ку тĕлĕшпе йĕркеллĕ теме пулать. Мăн Сĕнтĕрти больница патне каякан трассăна пенополиуретанпа ăшă тытма изоляци тунă.

- Пурăнмалли çурт-йĕр фондне ăшăтса тăракан котельнăйсем, вĕсенче ĕçлекенсем пирки мĕн калама пултаратăр;

- Мăн Сĕнтĕрте 5-мĕш котельнăйне юсаса çĕнетнĕ. Вăл "Сундырский" хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Унта мĕн пур ĕçсене пĕтернĕ, пĕтĕмĕшпех çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Çапла майпа газ чылай перекетленет. Ку ĕçсене пурнăçлама Пĕтĕм тĕнчери банк укçипе усă курнă.  Пĕтĕм тĕнчери банкран укçа "Муниципаллă пурăнмалли çурт-йĕр тата бюджет сферинчи организацисене ăшă энергийĕпе тивĕçтернĕ чухне ăна тăккалассине чакарасси" программăпа килĕшÿллĕн килет. Ку тĕлĕшпе республикăра  "Чăваш Республикинче обществăлла финанссене ертсе пымалли системăна  реформăласси" программа ĕçлет. Вăл пĕтĕмпех пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра тата бюджет сферинчи учрежденисенче эффективлăха ÿстерессипе çыхăннă.

Паянхи куна газ котельнăйĕсенче ĕçлеме операторсене аттестациленĕ. РГТИ  инспекцийĕн республикăри ГТО тата районти комисси (председателĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин) мĕн пур  котельнăйсене тĕрĕслесе тухнă, ытлашши нумай çитменлĕхсене тупса палăртман.  Сентябрĕн 15-мĕшĕччен котельнăйсем ĕçе юрăхлă пулни пирки паспорт хатĕрлесе çитермелле.

- Пурăнмалли çуртсене тата бюджет сферинчи учрежденисене ăшă хăçан яма шутлатăр;

- Ăшă хăçан ярасси урамри сывлăш температуринчен килет. Енчен те виçĕ кун хушши талăкри вăтам температура сакăр градусран иртмест пулсан, тÿрех хутса ăшăтма пуçламалла. Кăçал çанталăк мĕнле пулассине тÿрех татса калама йывăр. Анчах та, сезона пуçлама чăрмавсем ан пулччăр тесен, ку тĕлĕшпе йĕркелÿ ĕçĕсене сентябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме задача лартнă. Бюджет учрежденийĕсемпе  предприятисенче иртнĕ çулхи хутса ăшăтмалли сезонра газпа усă курнăшăн "Чувашрегионгаз" ООО умĕнче парăмсем çук. "Чувашрегионгаз" чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа тунă договорпа килĕшÿллĕн, Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе  коммуналлă хуçалх муниципаллă предприятисен çут çанталăк газĕпе усă курма 2004 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен укçана тÿлесе хумалла (предоплата октябрь уйăхĕшĕн çуррине).

- Хутса ăшăтмалли сезон пуçлансан сасартăк авари пулсан е система пăрăхĕсем шăтса кайсан çийĕнчех мĕнле  мерăсем йышăнма пултаратăр;

- Ку тапхăрта Муркашра та, Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприятисенче те инженерсемпе техниксенчен дежурство йĕркелеççĕ, ăна валли ятарлă бригада йĕркелеме специалистсем  çителĕклĕ.

Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприятире, куçса çÿрекен дизель электростанцийĕ пур. Вăл кирлĕ вăхăтра яланах пулăшу парать. Кăçал Сĕнтĕрсем те ăна илесшĕн, вăл кирек хăçан та кирлĕ пулма пултарать.

Юлашкинчен манăн çакна каласа хăварас килет. Бюджет учрежденийĕсенче ĕçлекенсен, хваттерсенче пурăнакансен пукрав ăшши питĕрес пирки манас марччĕ. Алăкенчен чÿречесенчен сивĕ кĕрсе ан тăтăр. Хĕллехи урама ăшăтас марччĕ, ăшă, хăтлă хваттерсенче киленсе пурăнасчĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика