Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене чиртен пĕчĕкрен упрар, сывлăхлă ăру çитĕнтерер

04 сентября 2004 г.

 

 

Район малашлăхĕ - паянхи çамрăксенче. Шел пулин те, юлашки çулсенче ачасен сывлăхĕ хавшаса  пыни пурне те  канăçсăрлантарать. Пуçламăш классенче вĕренме  сывă ачасем пыраççĕ пулсан, аслă классенче чылайăшĕн сывлăхĕ, тĕрлĕ сăлтавсене пула, хавшать, Сывлăхлă ăру çитĕнтерес тесен мĕн тумалла, хальхи вăхăтра районта  ку тĕлĕшпе лару-тăру еплерех; Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама ыйтнă район хаçачĕн сотрудникĕ Муркаш районĕн тĕп педиатрĕнчен М.П. Савельеваран.

- Маргарита Петровна, ачасен сывлăхĕ пирки пĕтĕмĕшле мĕн калама  пултаратăр;

- Паян шкулта вĕренекенсен ыран пире улăштармалла. Пурнăçри хальхи улшăнусене шута илсен, сывă ăру кăна тивĕçлĕ пĕлÿ илсе тĕрлĕ çĕрте йĕркеллĕ ĕçлеме пултарать. Çавăнпа та ачасен сывлăхне упрасси - хальхи вăхăтра пуриншĕн те актуаллă ыйту. Ку тĕлĕшпе вĕрентÿ тата сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсем пĕрле çыхăнса тăрăшни кирлĕ.

Чăваш Республикинче ачасен сывлăхне  упрассипе ятарлă тĕллевлĕ программăсем ĕçлеççĕ: "Вĕренÿ тата ачасен сывлăхĕ", "Чăваш Ен ачисем", «Чăваш Республикинчи ачасене апат çитерессине лайăхрах йĕркелесси çинчен». Ку тĕлĕшпе ЧР Сывлăха сыхлас тата ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствисем пĕрлехи приказсемпе решенисем те йышăннă. Çакна эпир хамăрăн кулленхи ĕçре яланах асра тытатпăр, çивĕч тăракан ыйтусене пĕрле татса пама тăрăшатпăр.

- Районти демографилле лару-тăрăва мĕнле хак паратăр;

- Юлашки çулсенче Чăваш Республикинче те, пирĕн районта та ку тĕлĕшпе лару-тăру япăхса пырать: ачасем çураласси чакать, çынсем ытларах вилеççĕ.  Енчен те, 1993 çулта районта çулталăкне 453 ача çуралнă пулсан, 2003 çулта 296 ача кăна çут тĕнчене килнĕ (157 ача сахалтарах). Кăçалхи 7 уйăхра вара 213 ача çуралнă.

- Ачасем епле сăлтавсене пула, мĕнле чирсемпе ытларах чирлеççĕ;

- Çитĕнекен ăру чирлессин сăлтавĕсем нумай. Вĕсен шутне социаллă пурнăçпа экономика, экологи условийĕсем, ăнăçсăр çемьесем, сиенлĕ йăласем, йĕркеллĕ апат çименни т.ыт. те кĕреççĕ.

Уйрăм чирсене илес пулсан, пĕрремĕш вырăнта вар-хырăм чирĕсем тăраççĕ, çакă вăл ачасенчен ытларахăшĕ кариес чирĕпе аптранипе çыхăннă.

Иккĕмĕш вырăнта - куç чирĕсем, виççĕмĕш вырăнта шăмă тата мышца системин чирĕсем (çурăм шăмми кукăрăлни, лапа ура т. ыт. те.

Çавна пулах шкулсенче физкультура урокне çÿрекен тĕп ушкăнри ачасен хисепĕ чакса пырать, хатĕрлев тата социаллă ушкăнсене çÿрекенсен йышĕ ÿсет. 2003 çулта тĕп ушкăна ачасен 88,4 проценчĕ çÿренĕ пулсан, 2003 çулта - 86,1 проценчĕ чухлĕ.

- Физкультурăпа тĕп ушкăна хăш шкулсенче ытларах çÿреççĕ? Ăçта вĕсен хисепĕ ÿснĕ?

- 2003 çула 2000 çулхипе танлаштарсан, районти шкулсем пирки çакна калама пулать. Тĕп ушкăнра физкультура урокне çÿрекенсен хисепĕ районти 10 шкулта ÿснĕ. Апла пулсан, çав шкулсенче вĕренекенсен сывлăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçланă, çавна май вĕсен сывлăхĕ те çирĕпленнĕ. Уйрăммăн илсен, ку енĕпе кăтартусем Шатракассинчи тĕп шкулта (78,6 процентран - 95,6 процента çитнĕ) уйрăмах лайăх. Çавăн пекех Ильинкăри, Калайкассинчи вăтам, Вăрманкассинчи, Сыпайри тĕп шкулсенче те ку енĕпе лайăх еннелле улшăнусем сахал мар. Анчах та çакă вăл лăпланса ларма ирĕк памасть, мĕншĕн тесен районти шкулсенчен çурринче ытла ку енĕпе кăтартусем пĕчĕкленнĕ. Çавăнпа та, кăçал çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ пулнине асра тытса, шкулсен хăйсен умне лартнă тĕллевсене пĕрремĕш кунранах лайăх пурнăçласа пырасчĕ, ачасен сывлăхне çирĕплетесчĕ.

Çакна та каласа хăварас килет. Енчен те, пуçламăш классенче тĕпа ушкăна çÿрекенсен хисепĕ 90-100 процентпа танлашать пулсан, аслă классенче 70 процент кăна е унран та сахалтарах юлать.

- Çара каякансен йышĕ те, сывлăхĕсем хавшанă пирки, çулсерен чакса пырать. Çакна мĕнпе ăнлантаратăр?

- Каларăм ĕнтĕ, аслă классенче вĕренекенсен, çав шутрах арçын ачасен те, сывлăхĕ чакса пырать. Çавăнпа та медицина комиссийĕ витĕр тухнă хыççăн вĕсенчен 30 процентне  яхăн çар тивĕçне пурнăçлаймаççĕ, салтак пулаймаççĕ. Çакă, паллах, пурне те канăçсăрлантарать. Çар ретне тăма чаракан сăлтавсем шутне шăмă чирĕсене (лапа ура - плоскостопи), вар-хырăм чирĕсене (язва, гепатит) кĕртме пулать. Йод çитменни те нумай чирсе патне илсе пырать. Çавăнпа та пур çĕрте те йод пур  тăвар, тата йод препарачĕсемпе ытларах усă курмалла. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта ача сачĕсенчи чи пĕчĕккисем тата пуçламăш классенче вĕренекенсем валли 50 пин тенкĕлĕх антиструмин илме палăртнă.

- Пĕтĕм Раççейри ачасен диспансеризацине хутшăнса районта мĕнле ĕçсем пурнăçларăр?

- 2002 çулта çак диспансеризацие хутшăнса районти ачасен сывлăхне тĕрĕсленĕ, вĕсен сывлăхĕн даннăйĕсене компьютер çине кĕртнĕ. 2003 çулта, диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрĕнче, кашни ача сывлăхне çирĕплетме мероприятисен уйрăм планĕсене туса хатĕрленĕ. Сывлăх шайне кура, хăш-пĕр ачасенне амбулатори условийĕсенчех тарăннăн тĕрĕслесе, республикăри стационарсенче те сипленĕ. Вăраха каякан чирлисем "Лесная сказка", Алый парус" санаторисенче сывлăхĕсене çирĕплетнĕ т. ыт. те.

- Чиртен сиплениччен унран асăрханасси çăмăлтарах. Юлашкинчен мĕн сĕннĕ пулăттăр?

- Ачасене чиртен асăрхаттарассине, профилактика ĕçне, ясли-садсенчен пуçласа шкулсенче 11 класс таранах пурнăçламалла. Çавна май педагогсемпе  медиксен ку тĕлĕшпе  хăйсен пĕрлехи ĕçне вăйлатмалла, кашни шкулта ачасене медицина пулăшăвĕ пама уйрăм пÿлĕм пултăр. Çавăн пекех ачасен шăлĕсене те вăхăтра  сиплемелле, ачасем сывă пурнăç йĕркине хăнăхчăр тесе вĕсемпе  те, ашшĕ-амăшĕсемпе те ĕçлемелле, сывлăх культурине хăнăхтармалла, физкультурăпа спорт вăййисене ытларах явăçтармалла, шкулсенче те ачасене витаминсемпе, белоксемпе пуян, тутлăхлă апат çитермелле, арçын ачасене те, хĕрачасене те сиенлĕ йăласемпе туслашасран асăрхаттармалла т. ыт. те. Педагогсем, медицина ĕçченĕсем, ашшĕ-амăшĕ пĕрле, пĕр тĕллевпе тăрăшсан, эпир çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне упраса хăварма пултаратпăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика