Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурне те ăнăçусем сунса

04 сентября 2004 г.

 

Хаваслă каникул кунĕсем хыççăн ачасем каллех партăсем хушшине ларчĕç, пĕлÿ тĕнчине  çул тытрĕç.

Нумай ачасемшĕн çак кун пĕрремĕш хут шкул алăкне уçнипе пуçланчĕ.

Кашмашри тĕп шкулти пĕрремĕш класа кăçал 15 ача килчĕ. Вĕсене Н.Г. Иванова учительница кунсерен пĕлÿ илме пулăшĕ, вулама-çырма вĕрентĕ.

Сăмах май каласан, вăл хăй те 11 çул каялла çак шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн педучилище пĕтернĕ, 1997 çулта ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педуниверситетĕнче вĕренет.

Кăçал пĕрремĕш класа пынă ачасем хăйсен учительницине кăмăллани тÿрех палăрчĕ. Вĕсемпе калаçма, хăвăрт пĕр чĕлхе тупма  пĕлет çав Надежда Германовна!

Унăн пĕрремĕш вĕренекенĕ пулнисем вара кăçал Кашмаш шкулĕнче  9 класран вĕренсе тухаççĕ, малашлăха çĕнĕ утăмсем тăваççĕ.

Пурне те, уйрăмах пĕрремĕш  хут парта хушшине ларакансене, тăрăшса вĕренме ăнăçу, учительсене хисеплеме ырлăх-сывлăх сунас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика