04 сентября 2004 г.
Педагогсен августри канашлăвĕ умĕн район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Канашĕ тата вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕсен председателĕсен районти Канашĕ вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тишкерсе пĕтĕмлетнĕ.
Вĕрентÿ учрежденийĕсене кайса, вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленин итогĕсене пăхса тухса, вĕрентÿ пайĕн Канашĕ тата вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕсен председателĕсен районти Канашĕ çапла йышăннă:
1. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем хушшинче: пĕрремĕш вырăна Муркашри вăтам шкул тухнă, иккĕмĕш вырăнта - Мăн Сĕнтĕрти тата Калайкассинчи вăтам шкулсем, виççĕмĕш вырăна Ильинкăри вăтам шкул тивĕçнĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес тĕлĕшпе Муркашри лицей тата Ярапайкассинчи вăтам шкул коллективĕсем лайăх ĕçленине палăртнă.
2. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче: Шатракассинчи тĕп шкул пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Панклири тĕп шкул - иккĕмĕш, Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкул - виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Тĕп шкулсенчен çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленессипе Мăн Хураçкари шкул коллективĕ лайăх ĕçленĕ.
3. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пуçламăш шкулсем хушшинче Апчар шкулĕ - пĕрремĕш, Шупуç шкулĕ иккĕмĕш, Вăрманкасси шкулĕ виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.
4. Пуçламăш шкул-ача сачĕсенчен Катькасри шкул-сад пĕрремĕш вырăн йышăннă. Чемейри шкул-сад - иккĕмĕш, Çурлатринчи шкул-сад виççĕмĕш пулнă
5. Шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсенчен: пĕрремĕш вырăнта - "Путене" ача сачĕ, иккĕмĕш вырăнта - "Малыш", виççĕмĕш вырăна "Золушка" ача сачĕсем тухнă.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес тĕлĕшпе малти вырăнсене йышăннă вĕрентÿ учрежденийĕсен коллективĕсене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн тата вĕрентÿ ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн дипломĕсемпе наградăланă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"