Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте шав лăпланмасть

22 мая 2012 г.

Республикăри чылай хуçалăхра çур аки вĕçленнĕ. «Вăл шутра пирĕн тăрăхри «Восток» СПК та, - пĕлтерчĕ Муркаш район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владислав Ананьев. - Чылайăшĕ кăçал та хĕреслĕ майпа акрĕ. Çак меслет тыр-пул тухăçне самаях ÿстерет». Владислав Кирилловичпа кооператив территорине çитрĕмĕр.

Хĕрÿ тапхăрта кÿршĕсене пулăшаççĕ

- Эпир çĕр пиçнине сăнасах тăтăмăр, ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче хире тухрăмăр. Малтанах нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелерĕмĕр, 123 гектар çинчи кĕрхи культурăсене апатлантартăмăр, - терĕ СПК ертÿçи Михаил Шишокин. - Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче акма тытăнтăмăр, 14-мĕшĕнче вĕçлерĕмĕр. Паха сортлă çурхи тулă, урпа, сĕлĕ - пурĕ 225 гектар çинче хĕресле майпа акрăмăр, удобрени те варăнтартăмăр. 55 гектар таса пусă тытатпăр, çу каçипех çум курăкпа кĕрешсе кĕрхисем валли лаптăк хатĕрлетпĕр.

Вун пиллĕкмĕш ĕççине кĕтсе илнĕ Михаил Николаевич кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă ака-сухаçăсемпе паллаштарчĕ: Алексей Артемьев, Юрий Алексеев, Владислав Никитин, Виталий Наумов, Ростислав Васильев, Сергей Наумов, Виктор Пушкин, Николай Шариков... Вена Самойлова бригади вăрлăха им-çамланă.

Кооператив ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Çавăнпах-тăр вăл çур акине районта чи малтан вĕçленĕ. Механизаторсем хĕрÿ тапхăрта кÿршĕллĕ хуçалăхсене пулăшаççĕ.

Кунта йĕрке çирĕп. Акаран пушаннă сеялкăсене çийĕнчех тасатса çÿллĕлетнĕ вырăна упрама лартнă.

Паха вăрлăх - тухăç çăл куçĕ

Унтан Чкалов ячĕллĕ ЯХПКна çул тытрăмăр.

- Кооперативăн çĕрĕ нумаях мар: 300 гектара яхăн, ытти - таврари хуçалăхсем усă курма пăрахнăран пусă çаврăнăшне кĕртнĕ лаптăксем. Çÿреме инçерех паллах. Çавăнпа ытларах тĕш тырăпа ĕçлет, çулсерен паха вăрлăх акма тăрăшать, - вырăна çитичченех Владислав Кирилловичран информаци чылай илтĕм.

Сăмах çинех Павел Ефимов председатель тиевлĕ автомашинăпа пырса çитрĕ. Вăл çурхи тулăн элита вăрлăхне илсе килнĕ.

- Кăçал 222 гектар çинче - урпа, 172 гектар çинче - сĕлĕ, 140 гектар çинче çурхи тулă акма палăртрăмăр, - терĕ Павел Геннадьевич. - Çывăх кунсенчех акса пĕтеретпĕр те çĕр улми ани çине куçатпăр. Вăл 20 гектар йышăнать.

Механизатор ялта - тĕп вăй. Çур акинче пушшех те, унсăр пĕр утăм тăваймăн. Икĕ сеялкăллă агрегатпа Борис Никитин пĕчченех ĕлкĕрет. Эдуард Алексеев, Геннадий Илларионов, Владимир Никифоров çĕр хатĕрлеççĕ. Владимир Трофимов хире вăрлăх турттарать. Ĕç кал-кал пырать.

Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетет. Мăйракаллă шултра выльăх - 185, сăвакан ĕне - 66 пуç. Вăтăрăшне ăратлине туяннă. Хальлĕхе ĕнесем талăксерен 14-шар литр сĕт антараççĕ. Ешĕл курăк çине кăларсан сăвăм хушăнатех.

Ял хуçалăх производство кооперативĕ кăçал та сенаж, утă çителĕклĕ хатĕрлесшĕн.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика