21 мая 2012 г.
“Çурхи кун çулталăк тăрантарать”, - тесе тĕрĕс палăртнă пирĕн ватăсем. Акара пĕр кун çеç мар - кашни сехет, минут пĕлтерĕшлĕ. Çакна Муркаш районĕнчи “Оринино” ЯПК /председателĕ Юрий Шишокин/ ĕçченĕсем питĕ лайăх ăнланаççĕ, çут çанталăкăн кашни меллĕ саманчĕпе тухăçлăн усă кураççĕ.
Çак кунсенче Оринин тăрăхĕнче пулса хуçалăх ĕçĕсемпе, çур акин кăтартăвĕсемпе паллашрăм. Унтанпа темиçе кун та иртрĕ. Несĕлсен каларăшне шута илсен çак кĕске тапхăрта улшăнусем пулнах. Çавăнпа та халĕ эпĕ асăнакан ĕçсене механизаторсем маларах вĕçлеме пултарнă.
Хуçалăх ертÿçин те, Ирина Блинова тĕп агрономăн та ларса канма çеç мар, ытлашши сăмах хушма та вăхăт çук. Çапах та вĕсенчен хамăра кăсăклантарнине ыйтса пĕлтĕмĕрех. “Оринино” хуçалăхăн кăçал çурхи культурăсене 530 гектар çинче акса хăвармалла-мĕн, эпир унта пулнă вăхăтра çак ĕçе 350 гектар çинче пурнăçланăччĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене вĕçлесе пĕр çуллăх ÿсекен курăксене 40 гектар çинче акса хăварнăччĕ. Çĕр улми лартма тухма та хатĕрччĕ.
Кăçалхи çур хăйне евĕрлĕ, çĕр пур çĕрте те пĕр пек пиçсе çитмест. Çавна кура механизаторсен пĕр лаптăкри ĕçе вĕçлемесĕрех тепĕрне куçма тивет.
Çĕр хатĕрленĕ çĕрте Вячеслав Замков, Александр Данилов, Валерий Ступин, Александр Павлов, Виталий Максимов механизаторсем ĕçлеççĕ. Николай Гурьевпа Валерий Замков акаççĕ.
Сеялка çинче ĕçлекенсене те палăртса хăвармалла: Анатолий Скворцов, Герман Алексеев, Эдуард Федоров, Эдуард Блинов хăйсен тивĕçĕсене шанчăклă пурнăçлаççĕ, ĕç пĕр тикĕссĕн пытăр тесе тăрăшаççĕ.
Вĕсем çеç-и? Уй-хир бригадинчи Алевтина Кочнова ертсе пыракан ушкăн /унта Елена Воробьева, Валентина Гурьева, Нина Дмитриева, Ирина Алибекова тата ыттисем те/ механизаторсене вăрлăхпа вăхăтра тивĕçтереççĕ. Çак ĕçе склад заведующийĕ Елизавета Сурикова та хутшăнать.
Пысăк йышпа пурнăçламалли ĕçсене вара, сăмахран, çĕр улми суйлама кантурти специалистсем те, ферма заведующийĕсем те тухаççĕ. Пĕрлехи вăйпа ĕç кал-кал пырать.
Тамара Михайлова повар вĕри апатпа уй-хире кунне икĕ хут çитсе килет.
Хуçалăхра ĕçшĕн хавхалантармалли майсем тата тăрăшарах вăй хума хистеççĕ. Нормăна тултарсан кунне - 1000, плана 1,5 хут пурнăçласан 1500 тенкĕ тÿлеççĕ. Хальхинче те ваттисен сăмахĕ питĕ меллĕ çакăнта: “Тăрăшни тăрантарать, наянни пăсать”. “Орининăра” çак каларăшăн тĕшшине лайăх ăнланаççĕ.
Надежда СМИРНОВА.
Источник: "Хыпар"